Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Тирпей-илем кĕртеççĕ, эмел курăкĕ пуçтараççĕ

Тирпей-илем кĕртеççĕ, эмел курăкĕ пуçтараççĕ

 

- Çак ачасем - манăн чи шанчăклă пулăшуçăсем, - кăмăллăн калаçать Фердинанд Абдулахатович. - Вăр-варлăхĕ­­пе вĕсем çулланнă тепĕр çынран та ирттереççĕ, кунне тăватă сехетрен ытла ĕçлеме юраманнине те пăхса тăмаççĕ, хăйсем мана ытларах чĕр тавар пухма хистеççĕ. Питĕ маттур...

Яш-кĕрĕме ун патне районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ярать. Ĕçе вырнаçтарас пирки патшалăх учрежденийĕпе уйрăм килĕшÿ тунă. Кăçал «Мечта» 70 ача валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупма сăмах панă. Çакă икĕ еншĕн те усăллă. Эмел курăкĕ е вăрман çырли пуçтарса панăшăн ачасене çи­­­рĕ­­плетнĕ йĕркепе тÿлеççĕ. Центр вара хăй енчен уйăхра 850 тенкĕрен /ĕçсĕр­­рисене паракан чи пĕчĕк виçе/ пуçласа 1275 тенкĕ таран парса хавхалантарать. Хăшĕ-пĕ­ри кĕске хушăрах тăватшар-пилĕкшер пин таран ĕçлесе илме пултарать. Çакă вĕсене шкул тумтирĕ­­пе кĕнекесем туянма та, пылак çимĕçпе сăйланма та, çемье бюджетне çи­­­рĕ­­плетме те самаях пулăшать.

Шĕпĕн курăкне хатĕрленĕ хыççăн вĕлтĕ­­рен çине куçаççĕ. Унтан - чăрăш тăрри, сар çип ути, матрÿшке... Çанталăк кĕр енне кайсан шăлан çырли, пилеш çырли татмалла. Кунта Тĕреньелсемпе пĕрлех Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкула çÿрекенсене те явăçтарма тивет. Вĕсем çуллен çак ĕçе хутшăнаççĕ. Хĕллехи каникулта Пăлапуç Пашьелĕн пĕлÿ çуртĕнче вĕренекенсем кивĕ хут чылай пуçтарса панă.

Патăрьел районĕн халăха ĕçпе тивĕçтекен центрăн тĕп специалисчĕ, хальхи вăхăтра пуçлăх тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Петровна Кошкина пĕлтернĕ тăрăх - учреждени 14 тултарнă тата 18 çула çитмен çамрăксене пушă вăхăта усăллă ирттерме, укçа ĕçлесе илме майсем туса парассишĕн чылай тăрăшать. Йыш ÿссех пырать. Пĕлтĕр, сăмахран, çак меслетпе 500 çамрăк усă курнă. Кăçал та «çар» чакас çук. Ун валли 425 пин тенкĕ уйăрнă.

Ĕçпе тивĕçтерекен центрпа Тури Туçари, Нăрваш Шăхалĕнчи, Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам, Ксыл Чишмари тулли мар вăтам шкул директорĕсем те туслă çыхăну тытаççĕ. Кунти ачасем тавралăха тирпей-илем кĕртме, вĕренÿ хатĕрĕсене юсама, общество вырăнĕ­­сене çÿп-çапран, чечексене çум-курăкран тасатма, йывăç-курăк лартма, хĕлле юр хырма, çурт-йĕрпе хуралтă тăррисенчен антарма çуллен хастар хутшăнаççĕ. Çавна май халăх çÿрекен вырăнсенче таса та тирпейлĕ. Тури Туçапа Пăлапуç Пашьел шкулĕсенчи çамрăксем кăçал Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕ умĕн тылпа вăрçă ветеранĕсене шефа илчĕç, пĕччен пурăнакан ватăсене вак-тĕвек ĕç тума /шыв ăсса кĕме е тăкма, урай çума, лавкка­ран апат-çимĕç илсе килме т.ыт.те/ пулăшрĕç.



"Хыпар"
05 июня 2010
00:00
Поделиться
;