Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Леонид ШИМИН: «Рынокри лару-тăрăва çирĕплетесси - тĕп тĕллев»

Экономика кризисĕ, паллах, ĕç рынокне пысăк йывăрлăх кÿчĕ. Организацисенче штата пĕчĕклетни, çынсене тулли мар ĕç эрни çине куçарни тата кризисăн ытти енĕ вакансисен шутне витĕм кÿчĕçех: ĕçлев службинче вĕсен шучĕ сисĕнмеллех чакрĕ, ĕçсĕрлĕх шайĕ ÿсрĕ. 2010 çулта асăннă тытăмри лару-тăрăва еплерех хаклама пулать? Çакна уçăмлатма Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçинчен Леонид ШИМИНРАН ыйтрăмăр.

- Ĕç рынокĕнчи лару-тăру кăткăс пулин те шанчăксăр мар, - ăнлантарчĕ вăл. - Халĕ йĕркене кĕрсе пырать. 2010 çулхи пĕрремĕш пĕтĕмлетÿсем çирĕплетнĕ тăрăх, республика правительстви кризиспа кĕрешмелли мерăсене пурнăçлани ĕç рынокĕн çивĕчлĕхне витĕм кÿреççĕ, ĕçлев тытăмĕнчи лару-тăрăва йĕркелеме май параççĕ.

Кăçал халăха ĕçпе тивĕçтермешкĕн хушма пулăшу памалли программăна пропагандăлама, унăн пĕлтерĕшĕ пирки çынсене ĕнентерме кирлех мар-тăр. Вĕсен усси пысăккине предприяти ертÿçисем хăйсем, йывăр вăхăтра пулăшу илнĕ ахаль рабочисем çирĕплетеççĕ.

- Республикăн ĕç рынокĕнчи кăткăслăха чакармалли программăна кăçал мĕн чухлĕ укçа хывăнать?

- 530 млн тенкĕ. Кунсăр пуçне иртнĕ çул перекетленĕ 10,2 млн тенке тавăрса панă. Укçана ĕçлев службин счечĕ çине пĕтĕмпех куçарнă, унпа усă курма тытăннă: малтанхи 200 млн тенке ĕçе хывнă ĕнтĕ.

Çак кăтартусене шута илсе Николай Федоров Президент хушнипе хальхи вăхăтра республика правительстви федераци бюджетĕнчен Чăваш Республикин бюджетĕнчен 4,5 млн тенкĕ хывса софинансировани условийĕпе хушса тата 85,5 млн тенкĕ уйăрттарас ыйтупа ĕçлет.

- Кризиспа кĕрешмелли мерăсенчен хăшĕ витĕмлĕрех?

- Кризиспа кĕрешмелли программăсене хутшăнакансем профессие маларах вĕренессине, общество, харпăр хăй ĕçне йĕркелессине тата предпринимательлĕхе ытларах кăмăллаççĕ.

Профессие маларах вĕренессине çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне кăларса ярас хăрушлăха лекнĕ 2300 граждан - тулли мар ĕç эрнипе вăй хуракансем е тÿлевсĕр отпуска янисем - валли йĕркеленĕ. «Теветкеллĕх ушкăнне» кĕрекенсенчен чылайăшĕ ăсталăха промышленноç предприятийĕсенче ÿстерет. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çав организацирех юлаççĕ, анчах урăх енĕпе, çĕнĕ специальноçпа. Профессие маларах вĕрентессине йĕркелени çынсене йышлăн кăларса ямалла пулса тухсан ĕç паракансене предприятие реорганизаци, реконструктуризаци тунă вăхăтра, производство калăпăшне чакарсан е ĕç-хĕле чарса лартма тивсен финансăн хушма тăкакĕсемсĕр рабочисене самана ыйтакан специальноçсене алла илме, ĕç вырăнне сыхласа хăварма пулăшать, унта вăй хуракансене вара ĕç вырăнĕ çухатмасăрах квалификацие ÿстерме е çĕнĕ профессие вĕренме май парать. Çынсене профессие маларах вĕрентме кăçалхи çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 13 млн тенкĕ е программăпа палăртнă финанс виçин 40 процентне пĕтерчĕ. Çапла майпа республикăри 73 предприятире вăй хуракансен - йывăр лару-тăрăва лекнисен - ĕç вырăнне сыхласа хăварма май килнĕ.

Профессие маларах вĕрентнисĕр пуçне ĕçлев служби кризиспа кĕрешмелли тепĕр мерăпа анлăн усă курать: «теветкеллĕх ушкăнне» лекнисем валли предприятисенче вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелет. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсенче 25 пин çын вăй хучĕ те ĕнтĕ. Асăннă мера вĕсене ĕç çухатассинчен хÿтĕлет, ахаль ларма тивнĕ вăхăтра е ĕç вăхăтне кĕскетнĕ самантра та шалу илме пулăшать. Унсăр пуçне яланлăх ĕç шырама меллĕ. Предприятирен кăларса ярас хăрушлăх пуррисене тата вăхăтлăх ĕçе хутшăнакансене ĕç паракан шалу тÿленин пĕр пайне ĕçлев служби компенсацилет.

Республика правительстви ялта пурăнакан халăха ĕçлĕ тăвассишĕн уйрăмах тăрăшать. Иртнĕ çул харпăр хăй бизнесне йĕркелеме центрсенче шутра тăракан 1170 граждана /çав шутра 585-шне ял хуçалăх продукцийĕ туса илмешкĕн/ субсиди панă. Кăçал патшалăхăн тÿлевсĕр пулăшăвне харпăр хăй бизнесне уçма тивĕçекенсем икĕ хут нумайланнă - 2573 çынна çитнĕ, вĕсене бюджетран 152 млн тенкĕ уйăрса параççĕ.

Хальхи вăхăтра субсидие 1800 ĕçсĕр çын 90,3 млн тенкĕлĕх илнĕ /палăртнин 59,4 проценчĕ/, ку кăтарту иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен пысăкрах.

Программăн тепĕр çул-йĕрĕ - ĕç опычĕ илес тĕллевпе пĕлÿ учрежденийĕнчен вĕренсе тухнисем валли стажировка йĕркелени. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра профессин вăтам тата пуçламăш пĕлĕвĕ илнĕ 600 çамрăк специалист ĕçсĕр шутланнă. Вĕсенчен 456-шне стажировкăна янă, тĕпрен илсен - промышленноç предприятийĕсене. Вĕсене опытлă 190 наставник çумне çирĕплетнĕ. Программа пулăшнипе çамрăк специалистсем социаллă тата ĕç адаптацийĕ, малтанхи хăнăху илеççĕ, çемье бюджетне тĕреклетме хăйсен тÿпине хываççĕ.

Программăна хутшăнни ĕç паракансемшĕн те пайталлă. Вĕренÿ учрежденийĕ пĕтернĕ хĕрсемпе каччăсем валли вăхăтлăх вырăнсем йĕркелесе вĕсем хăйсене кирлĕ специалистсене тупма пултарнипе пĕрлех вĕсене ĕçшĕн тÿленĕшĕн компенсаци илеççĕ. Ултă уйăха тăсăлакан стажировка вăхăтĕнче специалистсене тĕплĕн суйлама пулать, хăйсене лайăх енчен кăтартнисене яланах вырнаçтарма май килет.

Сусăрсене ĕçе вырнаçтарма пулăшакан мероприятисене пурнăçлама çăмăл мар. Çакă вĕсен шутне кĕрекенсене чылай енĕпе чикĕленипе те çыхăннă паллах. Кашнин валлиех ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май çук, ăна инкек-синкеке пула инвалида тухнисем валли кăна уçаççĕ. Унашкал ĕçсĕрсем йышлăнах мар. Тĕпрен илсен, центрсенче шутра тăракансем - пĕтĕмĕшле чире пула инвалидлăх илнисем. Апла пулин те çĕртме уйăхĕ пуçланнă тĕле ятарлă вырăнсене 24 инвалид валли хатĕрленĕ, вĕсенчен саккăрăшне ĕçе вырнаçтарнă. Меллĕ самантпа усă курса предприяти-организаци ертÿçисене çакна каласшăн эпĕ: инвалидсен çак ушкăнне кĕрекенсене пулăшмаллах. Ĕç вырăнĕсене программăна хутшăнма хатĕр тата ĕçлев службипе çакăн пирки Килĕшÿ тунă предприяти-организаци майлаштарать, вĕсен тăкакĕсене пĕр вырăншăн 30 пин тенкĕ виçепе программăна пурнăçлама уйăрнă укçа шучĕпе компенсацилеççĕ.

Мĕн пур программа мероприятине çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне пĕтĕмпе 29,6 пин çынна хутшăнтарнă /палăртнинчен чылай нумайрах/, 248,8 млн тенкĕ тăкакланă /финансăн пĕтĕм виçин 47 процентне яхăн/.

- Леонид Аркадьевич, эсир палăртнă тăрăх, республикăна софинансировани йĕркипе хушса тата 90 млн тенкĕ уйăрса параççĕ. Çав укçа ăçта хывăнать?

- Хушма укçа - федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăракан 90 млн тенкĕне Чăваш Енĕн ултă монохулине: Улатăра, Çĕнĕ Шупашкара, Канаша, Çĕмĕрлене, Сĕнтĕрвăррине, Етĕрнене уйăрса пама пăхнă. Кăларса яраслăх хăрушлăхне лекнĕ çынсене çав шутпа профессие маларах вĕрентме, общество ĕçĕ йĕркелеме тата ĕçсĕр граждансене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма, çавăн пекех вĕсене харпăр хăй бизнесне уçмашкăн пулăшма палăртнă.

Муниципалитетăн асăннă йĕркелĕвĕсене çак тĕллевпе финансласси, тĕрĕссипе, икĕ хут ÿсет. Çав укçапа пĕлсе усă курас тесен программăна пурнăçлама хутшăнакансен нумай, тимлĕ ĕçлемелле. Мелсем те ÿсеççĕ вĕсен: кун пек чух пурнăç тата тăкак нумай ыйтакан профессисене вĕрентессине мала хураççĕ.

- Иртнĕ çул экономикăри лару-тăру çăмăл пулмарĕ. Çакă ĕç рынокне те пырса тиврĕ. Кăçал республикăра ĕçсĕрлĕх шайĕ, сирĕн шухăшпа, мĕнлерех пулĕ?

- Шута илнĕ ĕçсĕрсен йышĕ республикăра пуш уйăхĕнчен чакма пуçлани сисĕнет. Çав уйăхра ку кăтарту - 489, ака уйăхĕнче 654 çын пĕчĕкленнĕ. 2010 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен йышĕ пĕтĕмпе 22315-па танлашнă, кăçалхи çу уйăхĕнчен 2076 çын е 8,5 процент сахалланнă.

Çакна тĕпе хурса тата производство ÿсĕмне кура ĕçсĕрлĕх малашне чакса пырасса, çулталăк вĕçленнĕ тĕле вăй питти халăх йышĕпе танлаштарсан 2,8 процент таран пĕчĕкленессе шанма пулать.

ЧР Президенчĕ экономикăн тĕп отраслĕсене модернизацилес, вĕсене инновацисемпе пуянлатас, республика территорийĕнче нано- тата биотехнологи производствисем, энерги тата ресурс перекетлекен технологисем туса хурас тĕллевсем лартни çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, çапла вара халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшĕ.

Экономика ÿсĕмĕн малашлăхĕ этем капиталĕн аталанăвĕпе, экономикăпа професси тĕлĕшĕнчен ăста кадрсемпе тивĕçтермелли условисем туса хунипе уйрăлми çыхăннă.

Чăваш Республикинче 2010 çулта ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе сирес тĕлĕшпе йышăннă тĕллевлĕ программăна /ăна финанслама 530 млн тенкĕ ытла уйăрнă/ тата кăçал та вăйне çухатман ведомствăн халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшакан ятарлă программине çав ыйтусене татса пама хатĕрленĕ те ĕнтĕ.



"Хыпар"
09 июня 2010
00:00
Поделиться
;