Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Яланлăх вырăн çук-и? Общество ĕçĕ пулăшать

Республикăра пурăнакансенчен чылайăшĕшĕн, яланлăх вырăн пулманнипе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕскерсемшĕн, вăхăтлăх ĕç тупни те çăлăнăç шутланать, укçа-тенкĕ ыйтăвне татса пама пулăшать. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсене хÿтлĕх илме пынă граждансене вăхăтлăх ĕç сĕнеççĕ. «Мĕнлерехскер вăл, унран усă курайăп-и?» - çапларах ыйтаççĕ кун пек чух служба клиенчĕсем.

Паллах, хăшĕ-пĕри унта хутшăнма килĕ­­шмест. Çакна вĕсем акă мĕнпе сăлтавлаççĕ: аслă пĕлÿ илнĕ çыннăн хăй кăмăлне улăштарма кансĕр, квалификацисĕр ĕç вĕсем валли мар имĕш. Теприсене шалу виçи тивĕçтермест, виççĕмĕшĕсем малашлăхсăр тесе хăраççĕ. Çакна тĕпе хурса республикăри ĕçлев службинче сĕнекен вырăнсен переченьне анлăлатма, çĕнĕ организацисемпе çыхăну йĕркелеме, кашнине валли хăй пултаракан ĕç тупса пама тăрăшаççĕ.

Общественниксем пур­нăçлакан ĕçсен переченĕ чăннипех пысăк. Унта дворникпа маляра кăна мар, хула-район территорисене тирпей-илем кĕртекенсене, теплица хуçалăхĕнче вăй хуракансене, суту-илÿ тата общество аталанăвĕн тытăмĕнче, çыхăнура халăх ыйтăвне тивĕçтерекенсене, вĕренÿпе сывлăх сыхлавĕн муниципалитет учрежденийĕсенче йĕркелĕх туса паракансене тата ыттисене йыхравлаççĕ. «Шурă çухаллисен» кăмăлне каяканни те пур. Тĕслĕхрен, делопроизводитель тивĕçне пурнăçламалла е Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕ­­нче çыравçăра тăрăшмалла. Культура палăкĕсене упрассипе, юсаса çĕнетессипе, ялсен территорийĕсене, масарсене тирпейлессипе, вăрçă паттăрĕсен ячĕпе çĕкленĕ палăксене тата обелисксене пăхса тăрассипе, социаллă хÿтлĕх учрежденийĕсенчи ветерансене, аслă ăру çыннисене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тата ытти çар ĕçне хутшăннисене пулăшассипе, ял тăрăхĕ-­сенче курьер тата архив ĕçĕсене тăвассипе тата ыттипе çыхăннă.

Ку çеç-и? Ял хуçалăхĕнче çур аки тап-хăрĕнче, хĕл иртнĕ хыççăн хула-района йĕркене кĕртес енĕпе ирттернĕ акцисен вăхăтĕнче, Республика кунне хатĕрленнĕ самантра, урăхла каласан, уявсем умĕн тивĕçлĕ йĕрке тăвассишĕн тăрăшнă кунсенче общество ĕçĕн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Тĕрĕссипе, ĕçсĕр граждансем тăван тăрăха кÿрекен ырăлăхăн вĕçĕ-хĕрри те çук.

Республикăри предприятисемпе учрежденисенче общество ĕçĕсем ирттерессине ĕç паракансем те, центрсенче шутра тăракансем те çултан-çул ырласа йышăнаççĕ, вăл кирлĕ иккенне аван туяççĕ.

Тĕслĕхрен, кăçалхи çу уйăхĕн пуçламăшĕнче Улатăр хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр тата администрацин физкультура, спорт тата туризм пайĕ Килĕшÿ çирĕплетрĕç. Унăн тĕллевĕ - общество ĕçĕ йĕркелесси. Тĕрĕсрех каласан, Сăр шывĕ хĕрринче хăтлă пляж туса лартасси. Çу кунĕсем çывхарнине шута илсе центр ун чухнех вунă арçынна вăхăтлăх ĕçе янă.

Уйăх иртрĕ ĕнтĕ. Служба специалисчĕ- сем пулас пляж вырăнне çитрĕç. Волейбол площадки, тин кăна сăрланă саксем, хĕвел шевлинчен пытанма ятарласа тунă «кăмпасем», çитĕннисемпе ачасене шыва кĕмелли вырăна чикĕлекен хатĕрсем, хывăнса тумланмалли кабинăсем... - çаксене ĕçсĕр граждансем ăсталанă. Пляж хĕрринчи пысăках мар катара тирпейлĕ, вăл çынсене хăйĕн сулхăнне илĕртет. Вĕсене туса лартиччен чылай тăрăшма тивнĕ общественниксен: çыранри хăйăра кăпкалатнă, çÿп-çапран тасатнă, тирпей-илем кĕртнĕ. Халĕ вĕсем пляжа тикĕслеççĕ, таса хăйăр кÿрсе килсе тăкмашкăн вырăн хатĕрлеççĕ.

Акă тата тепĕр ырă тĕслĕх. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, юлашки çулсенче пирĕн регионта хĕл кунĕсенче юр нумай хÿсе лартать. Кăрлачра вăл ача-пăчана савăнăç кÿнипе пĕрлех ял хуçалăх предприятийĕсене те пулăшрĕ - кĕр тыррисене шартлама сивĕрен хÿтĕ­­лерĕ. Çывхарса килекен çурхи кунсем çав вăхăтрах сисчĕвлентерчĕç те - хĕллехи юр ирĕлсе шыв айне тумĕ-и, инкек кăларса тăратмĕ-и?

Çак ыйтупа Улатăр хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра Иванько-Ленинское ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ И.П.Логинов чи малтан пычĕ.

Ĕçсене вăхăтра туса ирттерни - юра, пăра, шыв çулĕсене тасатни асфальт сарнă трассăсене сыхласа хăварать, арканма памасть. Çурхи шыв-шура кĕтсе илме хатĕр пулмашкăн, çырма-çатра урлă хывнă кĕперсене сыхлăхпа тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтермешкĕн ĕçлев центрĕпе асăннă ял тăрăхĕн администрацийĕ Килĕшÿ турĕç. Кĕçех сакăр çын - пурте ĕçсĕр шутланаççĕ - кĕперсене пăртан тасатма пикенчĕç.

Вăхăтлăх ĕçе кăçалхи çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне ĕçлев службин органĕсем пулăшнипе 4 пин ытла çынна /иртнĕ çулхи çав вăхăтри кăтартуран 1000 çын нумайрах/ вырнаçтарнă.

Республикăри ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарас енĕпе йышăннă программăпа килĕшÿллĕн граждансем пĕр вăхăтрах пособи те илме пултараççĕ, унăн чи пĕчĕк виçи паян 850 тенкĕпе танлашать /чи пысăкки - 4900/, чи пĕчĕк виçеллĕ шалуран кая мар укçана та тивĕçеççĕ - ăна ĕç паракан тÿлет. Çак мел, чăн та, общество ĕçĕ вĕсемшĕн юрăхлă мар тесе йышăннă граждансене кăна пырса тивет. Ĕçлев саккунĕпе килĕшÿллĕн вырăнлă шутлансан ĕç паракан хавхалантарнипех çырлахма тивет.

Общество ĕçне хутшăннă вăхăтра граждансем тивĕçлĕ суйлав тума пултараççĕ: ĕçпе вĕсем кăмăллă-и, коллективпа пĕр чĕлхе тупма пултараççĕ-и? Ĕç паракан вара ку çын чăннипех кирлĕ пулнине уçăмлатать. Тĕрĕссипе, общество ĕçне пурнăçлани хăш-пĕриншĕн визит карточки пулса тăрать темелле пулĕ, хăйне хăй рекламăлани эппин. Ыррипе палăрса, тăрăшулăх кăтартса вĕсем предприятире яланлăх вырăн тупма пултараççĕ.

Общество ĕçне хутшăнасси - кашнин ирĕкĕ, гражданин килĕшсен кăна ăна унта яраççĕ. Турткаланса тăма сăлтав çуккисемшĕн е малтанхи тупăш пĕчĕкрех пулнисемшĕн вырăн шыранă тапхăрта çак ĕç тем тесен те çăлăнăç шутланать, укçа-тенкĕллĕ тăвать. Ăна пурнăçлама кашниех пултарать вĕт: ятарлă пĕлÿ е хăнăху кирлĕ мар. Ĕçе вырнаçмалли юрăхлă мел шутланать вăл.

Вăхăтлăх ĕç ял çыннисемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, унта хутшăнса вĕсем çаврăнăçулăха хăнăхаççĕ, хăйсен вăйне шанма пуçлаççĕ, пуçаруллă ĕçе кÿлĕнес тесе малалла ăнтăлаççĕ.



"Хыпар"
21 июня 2010
00:00
Поделиться
;