Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Çын пурне те пултарать

Вырăнсăр юлнă кашни çыннăн пĕчĕк бизнес уçма май килет - çирĕп тĕллевлĕ пулмалла кăна.

Ĕçсĕр юлнă граждансене патшалăх субсидийĕ йывăр вăхăтра ураланма пулăшнине уйрăм предпринимательсем ырăпа палăртни те çирĕплетет.

Максим Паймуков хăйĕн бизнесне автомобильсене пăхса тăрассипе çыхăнтарнă.

«Ярмăркка» рынокра виçĕ çул контролерта тăрăшрăм. Нумай ĕçлеме, вăрах тытăнса тăма тиветчĕ. Шалу вара 4500 тенкĕ кăначчĕ, пурнăçа тытса тăма çитместчĕ. Пăрахса каяс терĕм. Харпăр хăй ĕçне уçма центр каялла тавăрса памалла мар субсидипе - 58800 тенкĕпе - тивĕçтересси пирки пĕлтĕм. Тĕплĕн шухăшланă хыççăн Шупашкарта хула центрĕнче шиномонтаж пункчĕ уçас терĕм. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çирĕп тĕллевпе - хам ĕçе уçас ĕмĕтпе - кайрăм. Унти специалистсем шухăшăма ырларĕç, бизнес-плана хÿтĕленĕ хыççăн 58800 тенкĕ субсиди уйăрса пачĕç.

Автомобильсене техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăракан чылай организаци вырнаçнă автостоянка территорийĕнче пÿлĕм арендăна илтĕм. Автомашинăсене çăвакан, сăрлакан вырăн, развал схочĕ, автосервис тата ытти те пур унта. Станоксем туянтăм, пÿлĕме ăшăтмалла турăм, электричество кĕртрĕм, реклама патăм та ĕçе пикентĕм. Малтан çăмăл марччĕ паллах. Çак территорире шиномонтаж пурри çинчен çынсем пĕлместчĕç те. Тимлени харама каймарĕ, виçĕ уйăхранах яланхи клиентсем тупăнчĕç, ĕç ăнма тытăнчĕ.

Хальхи вăхăтра пĕтĕмлетÿ тума пултаратăп ĕнтĕ - малтанхи вăхăтрипе танлаштарсан чылай лайăхрах пурăнма тытăнтăм. Ĕçĕм килĕшет, çитес çул хамăн бизнеса анлăлатас тетĕп».



"Хыпар"
19 октября 2010
00:00
Поделиться
;