Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Хăйсен вырăнне тупрĕç

Еçлемен çынна паян укçа пулмасан та, банк кредичĕ илме шанăçа çухатсан та хăйĕн бизнесне йĕркелеме май килет. Вырăнсăр, апла тăк пурнăçа тытса пымалли майсемсĕр юлнă çынсем валли рынокри лару-тăрăва çăмăллатмашкăн 2010 çулта республикăра йышăннă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ĕçсĕр граждансене пулăшмашкăн ятарлă йышăну çирĕплетнĕ. Хăй пурăнакан вырăнти ĕçпе тивĕçтерекен центра заявлени çырса панă граждансенчен кашниех предпринимательлĕхĕн приоритетлă енĕсем пирки информацие тата бизнес-план хатĕрлес енĕпе консультацие тивĕçме* харпăр хăй ĕçне уçмашкăн пултараслăхĕ пуррине тест ирттернипе пĕлме* бизнеса пуçăнмашкăн малтанхи хăнăху илме пултарать.

Çирĕплетнĕ йĕркепе ĕçсĕр тесе йышăннă тата рентабельлĕ бизнес-план тăратса ăна эксперт комиссийĕнче хÿтĕленĕ çынсем финанс пулăшăвне шанма пултараççĕ. Çав проектсем хута янă хыççăн кĕске хушăрах саплашăнма тивĕç. Бизнес-планне ырланă граждансен налук инспекцийĕнче учета тăмалла тата уйрăм предприниматель пулса регистрациленнин свидетельствине субсидие тивĕçекенпе ĕçлев центрĕ хушшинчи килĕшĕве çирĕплетме памалла.

Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенчи ятарлă ушкăнсем кăçалхи юпа уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 2600 ытла бизнес-проекта ырланă, 2474 претендент субсидиллĕ пулнă. Предпринимателе уйăрса паракан 58,8 пин тенке каялла тавăрса памалла мар. Çапах та килĕшÿ условийĕ тăрăх хăй ĕçне кÿлĕнме шухăшланă çыннăн укçа илнĕ хыççăн виçĕ уйăх иртиччен унпа тĕллевлĕ усă курни пирки отчет тумалла, çулталăк иртиччен унăн бизнеса хупма юрамасть.

Бизнес уçнă ĕçсĕрсенчен 75 проценчĕ ялта пурăнать. Вĕсем ытларах ял хуçалăхĕпе çыхăннă предпринимательлĕхе суйлаççĕ. Мăн Сĕнтĕрти Алина Михайловна Лебедева авă сысна çурисем ÿстерме тытăннă, тĕллевĕ ăнăçса пырать. Кризис тапхăрĕнче хăйне хÿтĕленĕшĕн патшалăха тав тăвать. Унăн шухăшĕпе, ĕçсĕр тата укçасăр тăрса юлсан та алла усмалла мар, çирĕп кăмăллă пулмалла - ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртмелли майсем çителĕклех.

Етĕрне районĕнчи Урташ ялĕнчи Иван Ивановичпа Вера Ивановна Григорьевсем 2010 çулта субсидие тивĕçнĕ те хăйсен хуçалăхĕнче тăрăшма пикеннĕ: икшер ĕне тата утă-улăм туяннă. Халĕ вĕсем сĕт сутса тупăш тăваççĕ.

Хурт-хăмăр ĕрчетес тĕллевли те сахал мар ялта. Малашлăхĕ пысăк ку отраслĕн. Çавăнпах-тăр Кăкшăм ялĕнчи Юрий Александров патшалăх уйăрнă субсидипе кирлĕ оборудовани тата материал туяннă та ĕçе пикеннĕ. Пыла вăл кÿршĕ районсенче сутма шухăшлать.



"Хыпар"
19 октября 2010
00:00
Поделиться
;