Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Сусăр пулни предпринимательлĕхе йĕркелеме чăрмантармасть

Ĕç рынокĕнчи кăткăслăха чакармалли республикăн тĕллевлĕ программи 3192 ĕçсĕр çынна хăйсен ĕçне йĕркелесе пултарулăхне тĕрĕслесе пăхма май парать. Çак тĕллевпе федераци бюджечĕ субсиди шучĕпе 188 млн ытла тенкĕ уйăрать. Ĕçсĕр шутланакан инвалидсем те асăннă проекта хутшăнма пултараççĕ.

Сусăрсен йышĕнчи ĕçсĕр çынсен предпринимательлĕхри пуçарулăхне аталантарма, вĕсен ĕçлев сферине уйрăмах пĕчĕк бизнесра анлăлатма Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствипе пĕрле 2010 çулта хевтесĕр çынсен хушшинче харпăр хăй ĕçне йĕркелемелли чи лайăх проект конкурсне ирттерет.

Унта хутшăнакансем - харпăр хăй ĕçне йĕркелеме кăмăл тунă тата ĕçлев центрĕнче регистрациленĕ инвалидсем. Тупăшу вăхăтĕнче ку енĕпе хатĕрленĕ чи лайăх проектсене суйласа илеççĕ. Çĕнтерÿçĕсене ĕçлев служби финанс пулăшăвĕ - ĕçсĕрлĕх пособийĕн çулталăкри виçине 58,8 пин тенкĕ парать. Республика шайĕнче мала тухнă сусăрсем унсăр пуçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн «Харпăр хăй ĕçне йĕркелемешкĕн пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пуçăнакан субъектсене грант памалли йĕркене çирĕплетесси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн хушма хавхалантарăва - укçа грантне - тивĕçме пултараççĕ.

Хальхи вăхăтра республикăра конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ пырать, унта республика шайĕнчи çĕнтерÿçĕсем паллă пулаççĕ. Тупăшу кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă, чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕçленет. Унта тăратнă материалсене кашни критери тăрăх 10 балл системипе хаклаççĕ. Чи нумай балл пухни çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçет.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче мала тухнă çын паллă ĕнтĕ. Вăл - Штанаш ялĕнче пурăнакан Зоя Ильина. Хĕрарăм виççĕмĕш ушкăн инваличĕ шутланать. Зоя Викторовна тăхăр çул ытла Çĕнĕ Шупашкар хулинчи ача çураттаракан çуртăн уйрăмĕнче медицина сестринче тăрăшнă. Вăл санитарка та пулнă, фармацевт та, воспитатель те. Çĕнĕ Шупашкартан Штанаш ялне куçса килсен кĕтмен-туман йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивнĕ. Килĕшекен ĕç тупма кансĕррипе вăл районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта учета тăнă.

2010 çулта Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи кăткăслăха чакармалли республикăн тĕллевлĕ программи вăй илнĕ. Унăн çул-йĕрĕнчен пĕрин çинчен - ĕçсĕр граждансене хăйсен ĕçне йĕркелеме пулăшасси пирки пĕлсен Зоя Ильина предпринимательлĕхре пултарулăхне тĕрĕслесе пăхма шухăшланă. Йĕпреç районĕнче пурăнакан тăванĕсем чылайранпа çăматă йăваланă тата ĕçĕ услам кÿнĕ май Зоя Викторовна тăван ялта - Штанашра - çăматă тăвассине йĕркелеме йышăннă.

Йăваланă атă-пушмак производствин бизнес-планне хатĕрлесе ăна ятарлă ушкăн ларăвĕнче ăнăçлă хÿтĕленĕ хыççăн халĕччен ĕçсĕр шутланнă çын уйрăм предприниматель пулса регистрациленнĕ.

Кĕрхи тапхăрта çăматă туянас текен йышлă. Хĕл сивĕ пулас пирки пĕлтереççĕ тата. Хĕрарăмăн бизнесĕ вăй илет, саккассем килме пуçланă ĕнтĕ. 2010-2011 çулсенчи кĕрхи-хĕллехи тапхăр валли йăваланă çăматăн малтанхи мăшăрĕсем хатĕр, вĕсем хăйсен хуçисене кĕтеççĕ.



"Хыпар"
23 октября 2010
00:00
Поделиться
;