Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Ĕçсĕррисен йышĕ чакать

Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи лару-тăру лайăхланса пырать, статистика çирĕплетнĕ

тăрăх ĕçсĕрлĕх чакать.

2010 çулхи пуш-авăн уйăхĕсенче шута илнĕ ĕçсĕр граждансен йышĕ - 40, çав шутра авăн уйăхĕнче 8,4 процент сахалланнă, кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 15264 çынпа танлашнă. Çавна май регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ те вăй питти халăх шучĕпе шайлаштарсан 3,8 процентран 2,2 çити /авăн уйăхĕнче - 2,4 процентран 2,2 юлнă/ пĕчĕкленнĕ. 2009 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ республикăра 2,9 процентпа танлашнă.

Кăçалхи юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне асăннă хисеп республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчен çиччĕшĕнче /Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпÿ, Етĕрне тата Елчĕк районĕсенче/ 1 процентран сахалрах, саккăрăшĕнче вара /Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Çĕмĕрле районĕсенче, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле тата Шупашкар хулисенче/ республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах пулнă.

Чăваш Республикинче 2010 çулта ĕç рынокĕнчи лару-тăру кăткăслăхне сирмелли республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçласа кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче халăха ĕçлевпе тивĕçтерес тĕллевпе 40,2 пин çынна хушма мероприятисене явăçтарнă. Çав шутра кăларса ярас хăрушлăх пур 36,4 пин çынна вăхăтлăх вырăн тупса панă, профессие маларах вĕренме теветкеллĕх ушкăнне лекнĕ 3230 çынна янă, професси вĕренÿ заведенийĕ илнĕ 1234 çамрăка стажировкăна йышăннă, вĕсем ăна ăста 365 наставник ертсе пынипе ирттернĕ. Харпăр хăй бизнесне йĕркелеме ĕçсĕр 2390 гражданина субсиди панă. Халăх ĕçлевне хушма пулăшу кÿмелли мероприятисем валли федераци тата республика бюджечĕсенчен 436 млн ытла тенкĕ тăкакланă.

Федерацин «Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн ĕçлев служби пурнăçлакан тата шутра тăракансемпе ĕç шыракансене пулăшакан тепĕр программа - ведомствăн Чăваш Республикинчи халăха 2007-2010 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программи.

Ун тăрăх кăçалхи тăхăр уйăхра общество ĕçне служба центрĕсенче регистрациленĕ тата вырăн шыракан - 5,6 пин, професси вĕренĕвне 4,5 пин граждана янă. Ятарласа йĕркеленĕ вăхăтлăх вырăнсенче - 598 çынна - социаллă хÿтлĕх уйрăмах кĕтекенсене* профессин пуçламăш тата вăтам вĕренĕве илнĕ 18-20 çулсенчи 125 çамрăка* вĕренÿрен пушă вăхăтра тăрăшнă 14-18 çулсенчи 12,7 пин ачана йышăннă. Раççей Федерацийĕн ытти регионне сезон тата вахта ĕçне республикăра пурăнакан 913 çынна янă. Асăннă программăпа яланлăх тата вăхăтлăх вырăна 35,5 пин çынна йышăннă, ку кăтарту служба органĕсене ĕç тупса пама ыйтса пынисен 62,8 проценчĕпе танлашать.



"Хыпар"
27 октября 2010
00:00
Поделиться
;