Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Пурнăçра тĕрек кирлех

Пурнăç тĕрекĕ - ĕç тесе ахальтен каламаççĕ. Хуçалăха, çемьене тытса тăма, ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел ÿстерме, вĕрентме укçа-тенкĕ кирлĕ. Ĕç пулмасан вара пурнăçа мĕнле сыпăнтарса пымалла-ха? Пирĕн тăрăхра та ку тĕлĕшпе йывăр лару-тăрăва лекекен сахал мар. Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтма 1418 çын килчĕ.

Танлаштарса пăхсан - çакăн пек ÿкерчĕк: ĕç шыракансен пысăк пайĕ хулара пурăнакансем тата хĕрарăмсем, çуррине яхăн 14-19 çулсенчи çамрăксем. Арçынсем ытларах килме пуçларĕç. Сăлтавĕ тĕрлĕрен - республикăри предприятисем ĕç вырăнĕсене кĕскетни те, Раççейĕн ытти регионĕнчи организацисем кризиса пула хăйсен ĕç-хĕлне чарса лартни те. Çавăнпа инçетри облаçсемпе хуласене укçа тума кайнă арçынсен киле таврăнма, вырăнтах ĕç шырама тивет.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта 383 çынна шута илтĕмĕр. Ку районти ĕçлеме пултаракан халăхăн 2,47 проценчĕпе танлашать. Вĕсенчен каллех хула çыннисем ытларах - 251 çын /65,5 процент/ тата 213 хĕрарăм /55,9 процент/. Кашни иккĕмĕшĕ вăтам тата пуçламăш професси пĕлĕвĕ илнĕ. Учетра 15 инвалид /3,9 процент/ тăрать. Организацие хупнипе е йыша чакарнипе ĕçрен кăларнă çынсен шучĕ - 196 /51,2 процент/. Предприяти-организацисем производство, пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ чакнипе е ытти сăлтава пула ĕçрен кайма тивнĕ çынсем пирки центра пĕлтерсех тăраççĕ. Вĕсене вырнаçтарас тĕлĕшпе питĕ нумай тăрăшатпăр, витĕмлĕ тĕрлĕ меслет шыратпăр.

Кăçалхи тăхăр уйăхра центр 983 çынна, вĕсенчен 380-не яланлăх, ĕçе вырнаçма пулăшрĕ. Паллах, кунта предприяти-организацисемпе тÿрремĕн çыхăну тытса ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тĕплĕ пĕлсе тăни пĕлтерĕшлĕ. Çакна куллен шута илетпĕр. Асăннă тапхăрта пирĕн центрăн ирĕклĕ ĕç вырăнĕсен банкне 821 вакансие йышăнма заявкăсем тăратрĕç. Халăха профориентаци пулăшăвĕ пани те витĕмлĕ пулни курăнать. Кăрлач-авăн уйăхĕсенче çак ыйтусемпе 2439 çынпа ĕçлерĕмĕр. Профориентаци пулăшăвĕ илнисен 73,4 проценчĕ - 14-19 çулсенчи çамрăксем, 51,9 проценчĕ - хĕрарăмсем, 63,05 проценчĕ - ялта пурăнакансем, 30,8 проценчĕ - ĕçсĕррисем, 2,1 проценчĕ - сусăрсем. Ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва хăнăхма, конкурентлăха аталантарма социаллă адаптаци тренингĕсем пулăшаççĕ. «Ĕç шыракансен клубĕ» программăпа йĕркеленĕ тренингсене тăхăр уйăхра 33 çынна хутшăнтартăмăр. Занятисенче илнĕ хăнăху 14 çынна ĕçе вырнаçма пулăшрĕ, 4-шĕ профессие вĕренме тытăнчĕç.

Вакансисене тишкерни çакна кăтартса парать: ĕç рынокĕнче, тĕпрен илсен, рабочи профессийĕсем кирлĕ. Çакна шута илсе ĕçсĕррисене ятарлă курссене яратпăр. Тăхăр уйăхра 98 çынна вĕрентсе кăлартăмăр. Кăмăл тунисем водитель, ЭВМ операторĕ, автомобиль кранĕн машинисчĕ, автомобиль юсакан слесарь, котельнăй операторĕ, электрогазосварщик, электромонтер, массажист, сутуçă-кассир, парикмахер, маникюрша, пуçлăх секретарĕн, хуралçă специальноçĕсене алла илме пултарчĕç.

Анчах вакансисем çителĕксĕр пулнипе яланлăх ĕç вырăнĕпе кашнинех тивĕçтерме май çук. Çавăнпа та вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма тăрăшатпăр. Кăçалхи тăхăр уйăхра районти организацисемпе общество ĕçĕсем йĕркелеме 39 килĕшÿ турăмăр. Пархатарлă ĕçе Сĕнтĕрвăрри хула тăрăхĕн администрацийĕ, Октябрьски райповĕ, çăкăр завочĕ, «Центр» вĕренÿ комбиначĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул, «Колобок» садик, «Белые камни» физкультурăпа кану центрĕ, «Водоканал» ООО, ыттисем хутшăнчĕç. Çак мелпе 251 çын ĕçлесе илме пултарчĕ. Унсăр пуçне Сĕнтĕрвăрринчи çăкăр завочĕ, хула тăрăхĕн администрацийĕ, «Колос» садик, Аксарин ял тăрăхĕ пулăшнипе 7 инвалида тата пенси çулне çывхаракан 4 çынна вăхăтлăх ĕç тупса пама май килчĕ.

Çул çитмен çамрăксене ĕçпе тивĕçтерессине Чăваш Республикин 2007-2010 çулсем валли çирĕплетнĕ ведомствăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн йĕркелетпĕр. Тăхăр уйăхра 14-18 çулсенчи 284 çамрăка вăхăтлăх ĕçе вырнаçтартăмăр, вĕсенчен 225-шĕ ялта пурăнаççĕ. Чи малтанах социаллă хÿтлĕх кирлĕ тулли мар тата нумай ачаллă, сахал тупăшлă, ашшĕ-амăшĕ ĕçсĕр, йывăр çемьесенчи, тăлăх, çул çитменнисен енĕпе ĕçлекен комиссире, шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракан çамрăксене пулăшма тăрăшатпăр. Центр урлă вăхăтлăх ĕç тупнă çул çитмен çамрăксем ял-хула территорийĕсене тирпей-илем кĕртрĕç, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисен палăкĕсене пăхса тăчĕç, пĕччен ватăсене пулăшрĕç.

Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет тенĕ пирĕн мăн асаттесем. Пурнăçра ăнăçуллă пуласси çынран хăйĕнчен те нумай килет. Чăваш Республикин халăха 2009-2010 çулсенче ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу памалли тĕллевлĕ программи тăрăх патшалăх уйрăм çынсене хăйсен ĕçне пуçарма субсиди парать. Пирĕн центрта çак мелпе усă курма 115 çын килĕшÿ турĕ.



"Хыпар"
27 октября 2010
00:00
Поделиться