Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Йывăрлăха лекнисене – пулăшу

Çын тĕрлĕ сăлтава пула ĕçсĕр тăрса юлсан унăн кăмăл-туйăмĕ пусăрăнать, ăна вара вун-вун ыйту канăçсăрлантарать: ăçта каймалла, мĕн тумалла, камран сĕнÿ-канаш ыйтмалла? Хăш предприятие е организацие вырнаçма май пур? Кризисăн чи çивĕч тапхăрĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче йывăрлăха кĕрсе ÿкнисем ахаль те нумайăн-çке. Шăпах çакнашкал лару-тăрăва лекнисене пулăшаççĕ те ĕнтĕ Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта вăй хуракансем: М.Г.Васильева директор, А.В.Дубинова, А.Ю.Савинова, А.П.Борисова, О.В.Пасхина ертсе пыракан инспекторсем, А.В.Кантеева тĕп бухгалтер. Пурте аслă пĕлÿллĕ вĕсем, тивĕçĕсене таса чун-чĕререн пурнăçлаççĕ. Учреждении ĕç-хĕлĕпе Марина ВАСИЛЬЕВА директор паллаштарма килĕшрĕ.

- Елчĕк районĕ Шупашкартан тата чукун çул юпписенчен аякра вырнаçнă, вăл вăрманпа та пуян мар, çавна май пирĕн тăрăхра пысăк производство предприятийĕсем çук. Çакă, паллах, хушма йывăрлăхсем кăларса тăратать. Тĕрлĕ организаци е фирма йышлă чухне ĕç вырăнĕсем тупма çăмăлрах-çке, специальноçсен шучĕ те пысăкрах. Çакна пулах пирĕн ытти районпа танлаштарсан ваканси те сахалрах.

Юрать-ха халăх тăрăшулăхне тата пуçарулăхне пула, район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем пулăшнăран пĕчĕк тата вăтам бизнес ăнăçлă аталанать. Кунта пирĕн служба та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Чăваш Республикинче 2010 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн патшалăх центрта шутра тăракан çынсене хăйсен ĕçне йĕркелемешкĕн 58800 тенкĕ укçа парать. Пирĕн тăрăхри ĕçсĕр граждансем бизнес валли тĕрлĕ çул-йĕр суйласа илчĕç: ял хуçалăхĕ - 73 çын, тавар туса кăларакан тата тирпейлекен производство - 10 çын, автотранспорт хатĕрĕсене, йăлара усă курмалли япаласене юсасси - 4 çын, транспорт тата çыхăну - 3, коммуналлă тата социаллă пулăшу кÿресси - 6 çын, пулă тытасси - 1 çын. Вĕсемпе темиçе хутчен те тĕл пулса калаçнă эпир. Çак пулăшупа усă курнисем пурте патшалăх программи витĕмлĕ тата пысăк тухăçлă пулнине çирĕплетеççĕ. Кăçал предпринимательлĕх çулĕ çине 100 яхăн çын тăни питĕ лайăх-çке. Вĕсем çемье бюджетне пуянлатнисĕр пуçне район тата республика экономикине çирĕплетмешкĕн хăйсен тÿпине хываççĕ.

- Харпăр хăйĕн ĕçне пуçарнисем пирки тĕплĕнрех пĕлес килет...

- Турхан ялĕнчи П.Карсаков, виççĕмĕш ушкăн инваличĕ, бизнес-плана хÿтĕлесе субсиди илчĕ те ăратлă 3 пăру тата 3 вăкăр туянчĕ. Çыхăну электротехникĕ Л.Ефимов ĕçсĕр тăрса юлсан патшалăх пулăшăвĕпе сысна ĕрчетме пуçларĕ. Елчĕкри Смирновсем те сысна усрама ферма йĕркелерĕç. Г.Молодов Елчĕк халăхне çуркунне пуçламăшĕнчех хăйĕн теплицинче çитĕнтернĕ чĕрĕ хăяр-помидорпа савăнтарать. Вăрăмхăва ялĕнчи Л.Нагайцева та пахча çимĕç сутать. Теплица лаптăкне çывăх вăхăтра пысăклатасшăн вăл, район çыннисене баклажан, пылак пăрăç таврашĕпе çеç мар, хăй лартса ÿстернĕ грушăпа, арпус-дыньăпа... сăйласшăн. Елчĕк почтамтĕнче чылай çул тăрăшнă В.Уразгильдин ĕçсĕр тăрса юлсан компьютер салонĕ уçрĕ. Аслă Елчĕк ялĕнче те бизнеса суйласа илнисем сахал мар. Акă В.Соколов хăма çурмалли рамипе чылай çынна пулăшать, сусăрсемпе сахал тупăшлисене çăмăллăхсем парать. В.Смолин йывăçран алăксемпе чÿрече рамисем ăсталать. Д.Райков тимĕр япаласене хитрелетет, çĕнĕ сăн кĕртет. В.Патшин хальхи йышши сĕтел-пукан ăсталать, куçа илемĕпе тыткăнлакан пусмасем /картлашкасем/ хатĕрлет. А.Катин, хăйне малтан шиномонтажра тĕрĕслесе пăхнăскер, халĕ автомобилистсен ытти ыйтăвне те тивĕçтерет.

- Маларах асăннă программăпа килĕшÿллĕн кризиса хирĕçле тата мĕнле мероприятисем ирттеретĕр?

- Тĕп мероприятисенчен пĕри вăл - тулли мар ĕç кунĕн режимĕпе вăй хуракан тата ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăх пур граждансем валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелени. Кăçал çак пулăшу мелĕпе 177 çын усă курчĕ. Программăпа килĕшÿллĕн 162 вăхăтлăх ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Инвалидсем пирки те манмастпăр, вĕсене ятарлă оборудовани вырнаçтарнă çĕре яратпăр. Кăçал 3 сусăра ĕçе вырнаçтарма йышăннă: «Акатуй» ОООна - 2, «Прогресс» АХОна 1 хуралçă. Ку хуçалăхсемпе килĕшÿсем тунă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра унта инвалидсен ĕç вырăнĕсене ятарлă оборудовани лартаççĕ. Сăмах май, çакăншăн предприятисене 30 пиншер тенкĕ паратпăр.

Программăна тĕпе хурсах вĕренÿ учрежденийĕсене 2009-2010 çулсенче пĕтернĕ хĕрсемпе каччăсене стажировкăна яратпăр. Çамрăк специалист стажировка вăхăтĕнче наставник пулăшнипе ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллашать, ăсталăхне ÿстерет. Çак мел хĕрсемпе каччăсене малашлăхра хăйсен специальноçĕпех ĕç тупма пулăшас шанăç пур. Ку меслетпе кăçал 14 выпускник усă курчĕ. «Акатуй» ОООна - 1 экономистпа 2 финансиста, Бикулов хресчен-фермер хуçалăхне 2 менеджерпа 1 инженера, «Право консультацийĕ» ОООна 2 юрисконсульта, Головин хресчен-фермер хуçалăхне 2 бухгалтера, Ленин ячĕллĕ ЯХПКна 1 техника, «Спутник» ОООна 1 машиниста, «Прогресс» АХОна 1 экономиста ĕçе вырнаçтартăмăр.

- Хальхи вăхăтра центрта миçе çын шутра тăрать?

- Кăçалхи тăхăр уйăхра 1130 граждана шута илнĕ. Вĕсенчен 577-шĕ - хĕрарăм, 421-шĕ - 16-29 çулсенче, 508-шĕ - 14-18 çулсенче, 37-шĕ - кĕç-вĕç пенсие тухмаллисем, 52-шĕ - сусăр, 9-шĕ - 18-20 çулсенчи выпускниксем. Çулталăк пуçланнăранпа 981 çынна ĕçе вырнаçтартăмăр, вĕсенчен 478-шĕ - хĕрарăм, 330-шĕ - 16-29 çулсенчи çамрăксем, 504-шĕ - 14-18-та, 41-шĕ - сусăр, 36-шĕ - кĕçех пенсие каймаллисем. Юпан 1-мĕшĕ тĕлне Елчĕк районĕнче ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,66 процентпа танлашнă.

- Марина Геннадьевна, эсир ведомствăн Чăваш Республикинчи халăха 2007-2010 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн те чылай çынна пулăшнине асăнтăр.

- Çапла, пулăшатпăр. Калăпăр, центрта шутра тăракансене общество ĕçĕсене хутшăнтарса. Ун пек чухне граждана ĕç паракан ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен сахал мар шалу тÿлет, пирĕн служба та уйăхра 1700 тенкĕрен кая мар парса хавхалантарать. Кăçал малтанхи тăхăр уйăхра районти предприяти-организацисемпе 86 килĕшÿ тунă, общество ĕçĕсем валли 243 вырăн йĕркелеме палăртнă. Ку енĕпе хастар пулнисене асăнса хăварас килет: «Право консультацийĕ» ООО, И.П.Бикулов, А.А.Князев хресчен-фермер хуçалăхĕсем, А.В.Леонтьев предприниматель, «Яльчикская» ДПМК ПК, «Кирпич» ООО, Ленин ячĕллĕ хуçалăх тата ыттисем.

Ĕçсĕр граждансене çĕнĕ профессиллĕ пулма та пулăшатпăр. Кăрлач-авăн уйăхĕсенче вĕсем В категори водителĕ /17 çын/, ПЭВМ операторĕ /9/, газ оборудованине юсакан тата пăхса тăракан слесарь /2/, парикмахер /2/, электрогазосварщик /1/, 1-с бухгалтери /4/, атă-пушмак юсакан /1/, электрохатĕрсене юсакан монтер /1/, С категори водителĕ /1/, хуралçă /6/, автомобильсене юсакан слесарь /1/ специальноçĕсене алла илчĕç. Центр çак ушкăнрисен шăпипе кăсăклансах тăрать. Çĕнĕ специальноçлă пулнисен 82 проценчĕ ĕçе вырнаçать. Хăйсен бизнесне уçакансем те пур.

Шырав тапхăрĕнче тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулакан граждансене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе кăçал 9 килĕшÿ тунă: А.И.Васильев предпринимательпе, Елчĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центрпа, «Кирпич» ОООпа, Ленин ячĕллĕ хуçалăхпа. 6 инвалида, кĕçех пенсие тухмалли 6 çынна, нумай ачаллă пĕр амăшне ĕçе вырнаçтарнă. Професси училищи пĕтернĕ пĕр çамрăка /18-20 çулсенчи/ вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ.

Çакна палăртмалла: центр директорĕ те, учрежденире вăй хуракан специалистсем те самана таппипе тан утаççĕ. Вĕсене ĕç шыракансем тата шутра тăракансем хăйсене йывăр вăхăтра пулăшнăшăн, ыранхи куна çутă шанăçпа кĕтсе илме хăнăхтарнăшăн чĕререн тав тăваççĕ.



"Хыпар"
28 октября 2010
00:00
Поделиться
;