Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Любовь КУЗЬМИНА: «Илĕртÿллĕ бизнес-плансем кĕтетпĕр»

Кĕçнерни кун Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта граждансене 11 сехетре йышăнма тытăннă май каçченех халăх татăлмасть. Пĕри ĕçсĕрлĕх статусне илесшĕн, тепри çĕнĕ профессие вĕренесшĕн. Бизнес уçас текен те сахал мар. Çакна валли патшалăх субсиди уйăрни мал ĕмĕтлисене хавхалантарать кăна.

Центр специалисчĕсем кашнинех пулăшма тăрăшаççĕ. Коллектива Любовь Михайловна Кузьмина кăçалхи авăн уйăхĕнче ертсе пыма тытăннă. Ĕçпе тивĕçтерес тытăмра вăл çĕнĕ çын мар-ха: кунта тĕп бухгалтерта 15 çул вăй хунă. Халĕ авă хăй пекех пултаруллă та пуçаруллă, малашлăх тĕллевлĕ çамрăксене пĕр йыша чăмăртанă. Людмила Бахомова тĕп бухгалтер, Тамара Васильева, Регина Степанова, Наталья Новикова, Татьяна Смирнова ертсе пыракан инспекторсем хÿтлĕх кĕтекен кашни çынна ырăпа йышăнаççĕ. Ăш пиллĕ калаçу, усăллă сĕнÿ-канаш чылайăшĕн кăмăлне çĕклет, пурнăç тĕллевне тупма май парать.

 

Тивĕçлĕ вырăн тупма пулăшатпăр

 

Производствăри е организаци-учрежденири вырăна çухатнă е кăларса ярас хăрушлăха лекнĕ çын, паллах, ĕçпе тивĕçтерекен служба органне çул тытать. Йывăрлăха çийĕнчех сирме май килмесен те унти специалистсемпе чуна уçса калаçни лару-тăрăва уçăмлатать: ваканси тупма пулмĕ-и, вăхăтлăх ĕçе вырнаçтармĕç-и, çĕнĕ профессие вĕренме ямĕç-и, хăй вăйне шанса бизнеса кÿлĕнме сĕнмĕç-и? Малтанласа специалистсем ĕçсĕр юлнă çынна учета илеççĕ. Унтан вара кашнин чун туртăмне тата пултарулăхне кура йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре пĕрлехи вăйпа шырама пикенеççĕ. Центр пулăшăвĕ нумай енлĕ, пĕтĕмпех ентешĕсен ырлăхĕшĕн палăртнă вĕсене. «Ĕç шыракансен клубĕ», «Çамрăк специалист», «Лидер», «Тантăш», «Çĕнĕ старт» клубсем, «Карьера палăртасси», «Ĕçе вырнаçмалли технологи» тренингсем, профориентаципе çыхăннă мероприятисем çĕр-çĕр çыннăн кун-çулне çĕнĕ варкăш кĕртсе вĕсене ураланма, пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупма май параççĕ.

Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче центра патшалăх пулăшăвне тивĕçес тĕллевпе 839 çын пынă. Ку кăтарту иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 243 пĕчĕкрех. Пурне те ĕç шыракан тесе шута илнĕ. Çав йышра 77-шĕ - предприяти-организацирен кăларса янисем, 446-шĕ - хĕрарăм, 336-шĕ - 16-29 çулсенчи çамрăксем, 39-шĕ - инвалид. 558-шне ĕçсĕр тесе учета илнĕ.

2010 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара 190 ĕçсĕре регистрациленĕ. Камсем-ха вĕсем? 53-шĕ - предприяти-организацирен тухса кайнăскерсем, 112 хĕрарăм, 16-29 çулсенчи 41 çамрăк. 23 инвалид. 27-шĕ - профессин аслă, 52-шĕ - профессин вăтам, 54-шĕ - профессин пуçламăш, 50-шĕ - вăтам, 7-шĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ илнĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти халăхăн йышĕпе шайлаштарсан 1,78 процент пулнă /иртнĕ çулхи çав тапхăрта - 1,56 процент/.

Ваканси ярмăрккисен пĕлтерĕшне хакласа асăннă мероприятие кăçал 3 хут йĕркелерĕмĕр, вĕсене 10 предприятие йыхравларăмăр, 45 çынна хутшăнтартăмăр.

Чăваш Республикин экономикăпа социаллă аталанăвĕн 2002-2011 çулсенчи комплекслă программине, ЧР Министрсен Кабинечĕн «Бюджета планламалли тата тĕллев меслечĕпе усă курмалли сферăна çĕнетесси тата анлăлатасси» йышăнăвне, ведомствăн Чăваш Республикинчи халăха 2007-2011 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программине, «Тăвай районĕн халăхне 2010 çулта ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисем» йышăнăва пурнăçласа, социаллă партнерлăхăн тĕрлĕ мелне аталантарса, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, ĕç паракансемпе çыхăнса умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пытăмăр. Çулталăк пуçланнăранпа 709 çынна вырăн тупса панă. Ваканси банкне çĕнетсе тăни витĕмлĕ пулăшать. Ĕç сĕнекенсем 996 ваканси тăратнă. Хальхи вăхăтра ăста рабочисене ытларах ыйтаççĕ. Çавна май ĕçсĕрсен професси вĕренĕвне йĕркелес енĕпе тимлĕрех пулма тăрăшатпăр. Кăçал профессие вĕренме 71 çынна янă. Вĕсене ял хуçалăх производствин тракторист-машинисчĕ, автомобиль водителĕ, повар-кондитер, 1 С: Бухгалтери, газоэлектросварщик, газ котельнăйĕн операторĕ, сутуçă-кассир тата ытти специальноçпе вĕрентсе кăларнă. Пурте ĕçе вырнаçрĕç. 1540 çын профориентаци тата психологи пулăшăвĕ, 30-шĕ социаллă адаптаци илнĕ, РФ ытти регионĕнче 7 çынна вырнаçтарнă. Социаллă программăсене хÿтлĕх уйрăмах кирлĕ граждансене чи малтан хутшăнтаратпăр: ĕç тупма кансĕр 11 çынна, çул çитмен 254 çамрăка вырăн тупса патăмăр, общество ĕçне 159-ăн кайнă.

Республикăн Чăваш Республикинче 2010 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн кăларса ярас хăрушлăх пур 252 çынна вырнаçтарма, 2009-2010 çулсенче пĕлÿ учрежденийĕ пĕтернĕ 17 çамрăкăн стажировкине йĕркеленме, 2 инвалид валли ятарлă вырăн хатĕрлеме пултартăмăр.

 

Çемье бюджетне çирĕплетмелли çăл куç

 

Кăларса ярас хăрушлăха лекнĕ çынсене хÿтĕлемелли мелсенчен пĕри - вăхăтлăх ĕç йĕркелени. Районти предприяти-организаципе 12 Килĕшÿ туса /4131,13 пин тенкĕлĕх/ 392 çынна ĕçлĕ турăмăр. Йывăрлăха лекнисене çапла майпа пулăшни пысăк тĕрев, çемье бюджетне тупăш кÿрекен çăл куç пулса тăчĕ.

Ĕçсĕрсем «Акконд-агро» фирма» /30 çын/, «Сельхозхими» /30/, «Янтиковская» МСО» /34/ АУОсенче, «Тăвайри кирпĕч завочĕ» АХОра /70/, «Дорстрой» ОООра /42/, «Тăвай кооперативĕ» ППра /36/, «Шимкусский» /17/, «Новый путь» /25/, Ленин ячĕллĕ /30/, «Красная Чувашия» /44/, «Чутеевский» /22/ ЯХПКсенче, «Тăвай çăкăрĕ» ОООра /12/ тăрăшрĕç, вĕсене тÿлеме 3474,81 пин тенкĕ е килĕшÿсен сумминче палăртнин 84,23 процентне тăкакланă.

 

Хăнăху çук-и? Стажировка пулăшать

 

Професси вĕренĕвĕн пуçламăш, вăтам, аслă пĕлĕвне илнĕ хыççăн вырăн тупайманнисем те центра шута тăма килеççĕ. Ĕç сĕнекенсем çамрăк специалиста опыт çуккипе илесшĕн мар. Эпир вĕсене те май пур таран хÿтĕлетпĕр - стажировкăна яратпăр. Тĕллевĕ - хăйĕн профессийĕпе хăнăху илме, ăсталăха туптама май парасси. Ултă уйăх таран вырнаçтарма пултаратпăр. Çак тапхăрта предприяти стажера чи пĕчĕк шалу виçипе уйăхра 4330 тенкĕ тÿлет. Центр вара ку суммăна предприятие тавăрса парать. Пĕрремĕш вырăнта вăй хурса ăсталăх пухакансем ĕç кĕнекиллĕ пулаççĕ, стажировка хыççăн яланлăх вырăн çăмăллăнах тупаяççĕ. Хăйсене лайăх енчен кăтартнисемшĕн, пуçарулăхпа, ĕçченлĕхпе палăракансемшĕн стажировка яланлăх вырăнта пулма пултарать.

Учета тăракан çамрăк специалистсем валли 17 ĕç вырăнĕ йĕркелеме 288,04 пин тенкĕлĕх Килĕшÿсем çирĕплетрĕмĕр. «Тăвай кооперативĕ» ПП /7/, «Акконд-агро» фирма» АУО /4/, «Янтиковская» МСО» АУО /1/ вĕсене хапăлласах йышăнчĕç, ăста наставниксем çумне çирĕплетрĕç.

 

Хăяккăн выртса хăйма çиеймĕн

 

Республикăн Чăваш Республикинче 2010 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн ĕçсĕр граждансем пĕчĕк бизнес йĕркелемешкĕн патшалăх пулăшăвне тивĕçеççĕ. Субсидие харпăр хăй ĕçне уçассипе çыхăннă тăкаксен пĕр пайне саплаштарма уйăраççĕ. Ăна тивĕçмелли условисем ансат: 18 çултан иртнĕ ĕçсĕр çыннăн асăннă службăн хăй пурăнакан вырăнти органĕнче учета тăмалла, техникăпа экономика тĕлĕшĕнчен никĕсленĕ бизнес-план хатĕрлемелле, центрпа килĕшÿ тумалла, уйрăм предприниматель пулса налук органĕнче регистрациленмелле те свидетельство илмелле.

Программăпа килĕшÿллĕн çулталăк пуçланнăранпа 86 çынна çак тĕллевпе 5140,0 пин тенкĕлĕх субсиди патăмăр. Урăхла каласан, вĕсенчен кашниех çулталăкри ĕçсĕрлĕх пособийĕн виçине - 58,8 пин тенкĕ илнĕ. Çав суммăпа тăкаксен пĕр пайне саплаштарса пĕчĕк предпринимательлĕх уçмалла. Палăртма кăмăллă, чылайăшĕ производствăна кал-кал йĕркелесе ячĕ, çемйине тытса тăмалăх тупăш илме пуçларĕ. Акă Кивĕ Пуянкассинчи Анатолий Степанов тимĕр-бетон изделисем хатĕрлеме пикенчĕ. Хăй патĕнче ĕçсĕр тепĕр çынна вырнаçтарчĕ. Карта, тротуар плитки кăларать вăл. Пахалăхне кура таварĕ сутăнать, заявка паракан йышлă. Çавна май производствăна анлăлатас тĕллевлĕ предприниматель.

Ĕç шыраса чылай тертленнĕ хыççăн Тăвай салинчи Лариса Григорьева та пĕчĕк бизнес уçнă: кроликсем ĕрчетме тытăннă. Субсидипе хуралтăна йĕркене кĕртнĕ, ăратлă чĕр чун туянма усă курнă. Халĕ авă ĕç ăнса пырать: продукцие кÿршĕ республикăри бизнесменсем курттăммăн туянаççĕ.

Чутейри Александра Волкова субсидипе теплицăна çĕнетсе улăштарчĕ, пахча çимĕç çитĕнтерме пуçларĕ. Хĕллехи кунсенче ентешĕсене ешĕл помидор-хăяр сĕнесшĕн, çуркунне калча сутасшăн вăл. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ - Пĕлÿ кунĕ умĕн ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсем валли вăл ÿстернĕ чечексене хаваспах туянчĕ.

Енĕш Нăрвашри Сергей Димитриевăн чун туртăмĕ йывăçа ерешлесе тĕрлĕ статуэтка, шкатулка, ытти япала хатĕрлессипе çыхăннă, вĕсене мозаикăпа капăрлатать вăл, тавар паха та илемлĕ пултăр тесе тăрăшать.

Тушкилти Сергей Ефимов та ырлăх-пурлăха хăй аллипе тăвать: патшалăх пулăшăвĕпе усă курса автосервис уçнă.

Бизнеса хурт-хăмăр ĕрчетессипе çыхăнтарнисем те пур. Акă Улянкăри Алевтина Кириллова, Çăлпуçĕнчи Мария Краснова чун киленĕвне çак ĕçре тупрĕç, тупăш илме пуçларĕç.

Мăйракаллă шултра выльăх, сысна самăртма, ытти выльăх усрама пуçăннисем районта 60-ăн ытла. Кăçал вĕсемшĕн ăнăçлă çул пулманнине /шăрăх çанталăкра утă-улăм, тĕш тырă, пахча çимĕç ытлă-çитлĕ туса илме май килмерĕ/ пăхмасăр, выльăха хĕл каçараймастпăр пулĕ текен çук. Апата вĕсем укçалла туянчĕç, пуçăннă ĕçе малалла аталантарса пыраççĕ.

Çитес çул харпăр хăй бизнесне йĕркелеме ĕçсĕр граждансене тата ытларах хутшăнтармалла - асăннă программа тăрăх патшалăх укçа сахал мар уйăрать. Çавна май ентешĕмсенчен интереслĕрех бизнес-плансем кĕтетпĕр. Тĕслĕхрен, районта парикмахерсем çитмеççĕ, массажистсем кирлĕ тата ытти те. Вĕсен ĕçĕ хăйсемшĕн те, Тăвай тăрăхĕшĕн те усăллă пултăр, çынсене ырăлăх кÿтĕр.

Вĕренÿ заведенийĕнчен тухнă çамрăк специалистсене стажировкăна пуçаруллăрах хутшăнма йыхравлатпăр. Центр специалисчĕсен шухăшĕпе, çынсене патшалăх пособийĕ кăна мар, чун туртакан ĕç тупасси ытларах канăçсăрлантармалла. Халăх калашле, ĕçсĕр юлнă граждансен хăяккăн выртса хăйма çиме май килменнине ăнланса хăйсен те ĕç шырас, вăй хурас туртăм пулмалла.



"Хыпар"
28 октября 2010
00:00
Поделиться
;