Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Малашлăх - хамăр алăра

Пĕлĕшĕм хăйĕн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ ĕçе вырнаçайманшăн пăшăрханать. Хĕр кăçал республикăри сумлă пĕр аслă шкултан вĕренсе тухнă. Вăл тÿлевлĕ майпа ăс пухнăран ашшĕ-амăшĕн самаях тăкакланма тивнĕ. Экономист дипломне алла илнĕ çамрăк тантăшĕсемпе пĕрле Мускава каясшăн пулнă /ара, унта ĕç укçи чылай пысăкрах-çке/ - çывăх çыннисем килĕшмен: кĕçĕн ачине чылайăшĕ аякка ярасшăн мар çав. Пике тăван тăрăхра хăйĕн специальноçĕпе ĕç тупайманран урăххипе вырнаçас тенĕ, анчах ваканси пур çĕрте шалу пĕчĕк пулни - 3-4,5 пин тенкĕ - çырлахтарман ăна.

Тĕрĕссипе, хальхи вăхăтра çакнашкал лару-тăрăва лекекен çамрăк сахал мар. «2010 çулта вĕренсе тухнисенчен чи лайăххи» проект пĕтĕмлетĕвĕсене ĕненес пулсан кăçал училище-техникум, институт-университет пĕтернисенчен 29 проценчĕ çеç хăйĕн специальноçĕпе, 17,7 проценчĕ вара пачах урăххипе ĕçе вырнаçнă. 18,8 проценчĕ хальлĕхе ĕç шырать. Информаципе шутлав технологийĕсен, строительство, педагогика /ытларахăшĕ - шкул ÿсĕмне çитичченхи уйрăмра вĕреннисем/, менеджмент, техника /радиотехника, электроэнерги парса тăрасси/ факультечĕсенче пĕлĕвне ÿстернисенчен нумайăшĕ хăйсем ĕмĕтленнĕ çĕртех вăй хураççĕ. Патшалăха е предприятие ертсе пыракан, экономист, дизайнер, юрист специальноçĕсене алла илнисем пирки вара апла калаймăн. Кашни иккĕмĕш çамрăк тенĕ пекех асăннă профессисене суйланăран ку ушкăнри хĕрсемпе каччăсене ĕçе вырнаçма хĕнтерех.

Çакнашкал кăткăслăха лекес мар тесен мĕн тумалла-ха? Шел те, пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма хатĕрленекен ачасенчен чылайăшĕ ашшĕ-амăшĕ хистенипе е ыттисенчен юлас мар тесе паянхи кун «модăна кĕнĕ» профессие суйлать. Пысăк пĕлтерĕшлĕ утăма тунă чухне чи малтан ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва шута илмеллине палăртаççĕ специалистсем. Пытарма кирлĕ мар: хальхи вăхăтра предприяти-организаци ертÿçисенчен чылайăшĕ пысăк опыт тата стаж пухнă специалистсене ĕçе илме тăрăшать. Тин çеç вĕренсе пĕтернĕ çамрăкăн вара вăл та, ку та çук. Çакна пулах хĕрсемпе каччăсен хушшинче студент çулĕсенчех ĕçе вырнаçакансем пур. Малтанлăха, тен, хăйсем суйласа илнĕ специальноçпа та мар пуль, çапах та чи пахи - ăсталăх ÿсет, опыт хушăнать. Пурăна-киле, тен, çамрăка кирлĕ ваканси хăй вăй хуракан çĕртех тупăнать?

Теприсем студент çулĕсенче пĕр-пĕр предприятире е организацире производство практикинче пулнă хушăра хăйсене лайăх енчен çеç кăтартаççĕ. Тăрăшулăхне кура хăшне-пĕрне пуçлăхсем тÿрех е вĕренсе пĕтерсен ĕçе илеççĕ. Пĕр ÿкерчĕк куç умĕнчен кайма пĕлмест. ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти электроаппаратура заводĕнчи лару-тăрупа паллашнă чухне автоматикăн реле хÿтĕлевĕн ятарлă конструкцисен бюровĕн çамрăк пуçлăхне Петр Варганова алă парсах тав турĕ. Шăпах вăл ертсе пынипе предприятири çамрăк специалистсем микропроцессор терминалĕсен проектне хатĕрленĕ иккен. Петр кунта 7-мĕш çул ĕçлет, Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетне пĕтернĕ. Вăл студентсем 3-4-мĕш курссенче вĕреннĕ чухне завода стажировкăна килнине, диплом çырса пĕтернĕ çĕре вĕсен хăйсем тĕллĕн йышăну тума, кăткăс задачăсене шутлама пултаракан инженер пулмаллине пĕлтерчĕ. Тарăн пĕлÿ илни хĕрсемпе каччăсене пурнăçри вырăнне тупма тата çитĕнÿсем тума пулăшать çав. Паянхи çамрăксем заводсене пĕр хăрамасăр вырнаçни чăнласах савăнтарать.

Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм хушшинче ял хуçалăх тытăмĕнче вăй хуракансем пурри вара чунра ырă шанăç çуратать. Ятарлă е аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван тăрăхне таврăнни, ăна аталантарма тăрăшни япăх мар-çке. «Ял хуçалăхне çамрăк та амбициллĕ, лайăх хатĕрленнĕ специалистсем килни - чи пĕлтерĕшли. Эппин, пирĕн ял хуçалăхĕн малашлăхĕ пур - кун пирки халĕ иккĕленмелле мар. Аса илĕр-ха: нумаях пулмасть, темиçе çул каялла, пысăк малашлăхлă çамрăк çынсем ял хуçалăхне суйласа илĕç тесе шухăшланă-и эпир? Вĕсем «нефтянкăна» каятчĕç, патшалăх службине лекме тăрăшатчĕç, анчах ял хуçалăхне... Ку вăл ырă палăрăм.    Пĕрремĕшĕнчен, çĕр-шывра ял хуçалăхĕ тупăшлă, пысăк технологиллĕ тата тухăçлă бизнес пулса тăчĕ. Паллах, тумалли тата питĕ нумай-ха», - терĕ Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чулхулара «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионсенчи уйрăмĕсен Регионсен хушшинчи «Атăл тăрăхĕн 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕ. 2010-2012 çулсем валли программа» конференцийĕнче.

Пĕтĕмлетсе акă мĕн калас килет: ăслă та анлă тавра курăмлă, йывăрлăхсенчен хăраман çамрăксем нимĕнле лару-тăрура та çухалса каймаççĕ, «алăка никам та уçмасан чÿречерен те пулин кĕме» ăнтăлаççĕ. Кулянса, нăйкăшса, алă усса ларнипе нимĕн лайăххи те пулас çуккине ăнланаççĕ вĕсем. Малашлăх мĕнле пуласси хăйсенчен те нумай килнине пĕлеççĕ.



"Хыпар"
03 ноября 2010
00:00
Поделиться
;