Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Чее тиле те читлехе лекет

 Патӑрьелӗнчи ӗҫпе тивӗҫтерекен центртан ир пуҫласа каҫчен халӑх татӑлмасть. Хальхи саманара хӑв тӗллӗн кӑна ик алла йӑпанӑҫ тупма ҫӑмӑл маррине пурте аван пӗлетпӗр. Професси ҫук пулсан - уйрӑмах. Унсӑр пуҫне штата пӗчӗклетекен, рабочисемпе служащисене алӑк хӑлӑпӗ ҫине кӑтартакан фирмӑсемпе тӗрлӗ ОООсем  тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа ирӗксӗрех ӗҫ биржине утма тивет.

   Акӑ пӗлтӗр патшалӑхӑн асӑннӑ ятарлӑ учрежденийӗнче 3249 арҫынпй хӗрарӑма шута илнӗ. Вӗсенчен 82,2 процентне яланлӑх е вӑхӑтлӑх ӗҫ тупса панӑ. Ҫакӑ савӑнтарать паллах. Ҫӗнӗ специальноҫа вӗрентнисен, стажировкӑра тивӗҫлӗ хӑнӑху илнисен йышӗ те пысӑк. Тӗнчери финанспа экономика кризисӗн вӑхӑтӗнче тӗрлӗ харпӑрлӑхлӑ организацисем умне тухса тӑнӑ чӑрмавсене сирме Чӑваш Ен правительствин республикӑри халӑха 2010 ҫулта ӗҫпе тивӗҫтерессине хушма пулӑшу кӳмелли тӗллевлӗ программине пурнӑҫласа Юхмапа Пӑла тӑрӑхне кӗске хушӑрах пысӑк укҫа /20 миллион тенкӗ/ килнине те манар мар.

   Раҫҫей Федерацийӗн халӑха ӗҫпе тивӗҫтересси ҫинчен йышӑннӑ саккунӗн 3 статйипе килӗшӳллӗн ӗҫсӗр тата тупӑшсӑр пурӑнакан, ӗҫе пуҫаруллӑ шыракан тата ӑна пуҫӑнма хатӗр тӑракан сывлӑхлӑ граждансене ӗҫсӗррисен статусне параҫҫӗ. Кун пирки вӗсене центрта шута   илнӗ   чухнех   лайӑх ӑнлантараҫҫӗ. Ӗҫсӗрлӗхшӗн паракан пособи ӗҫ шыранӑ тапхӑрта вӑхӑтлӑх пулӑшу кӳмелли мера шутланать. Анчах ҫакна пӗлетӑркач ӗҫпе тивӗҫтерес пирки йышӑннӑ саккун нормисене пӑсакансем, ултав ҫулӗ ҫине тӑракансем, чееленсе патшалӑхран кӗмӗл илсе выртас текенсем те тупӑнаҫҫӗ-мӗн. Паллӑ ӗнтӗ, Раҫҫей Федерацийӗн бюджетне ҫакӑ пысӑк сиен курет. Патшалӑх енчӗкӗ хулӑн мар чухне, укҫа-тенкӗ дефицичӗ хуҫаланнӑ саманара ҫакӑ уйрӑмах кӳренӳллӗ.

   Центр директорӗ Минзагит Мавлетович Сепперов сӑнанӑ тӑрӑх уйрӑм граждансем вӑтам ӗҫ укҫи пирки пысӑклатнӑ справкӑсем тӑратса; центрта шута илнӗ чух тата ӗҫсӗрлӗхшӗн пособи илсе пурӑннӑ тапхӑрта . хӑй ӗҫлӗ пулнине пытарса; суя документсем тӑратса /ҫав шутра - улталаса ҫырнӑ ӗҫ кӗнеки, иждивенец пур тесе хушма укҫа илмелли суя документсем/; черетлӗ регистрацие вӑхӑтра килменнине ӗнентерме суя документ /сӑмахран, больницӑран илнӗ лист/ парса; пособие пӑрахӑҫламалли фактсене пытарса /пенси илме тытӑннӑ, тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗнче кӑнтӑрлахи уйрӑмра вӗренме пикеннӗ тата ытти те/, улталаса ӗҫсӗрлӗх пособине илме хӑтланаҫҫӗ.

Анчах ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта та айвансене пухман. Янтӑ укҫана хапсӑнакансен ҫулне пӳлес тӗллевпе специалистсем районти шалти ӗҫсен пайӗпе, прокуратурӑпа, налук инспецийӗпе, Пенси фончӗпе, опека тата попечительлӗх органӗсемпе, район тата ял адми-нистрацийӗсемпе, ытти учрежденипе тачӑ ҫыхӑну йӗркеленӗ.

   - Хӑйсем ӗҫленине пытарса тӑнӑ тата улталаса ӗҫсӗрлӗх пособийӗ илсе пурӑннӑ тӗслӗхсене тупса палӑртас тӗллевпе эпир кӑҫал 213 ӗҫе тӗпчесе тухрӑмӑр,- пӗлтерет Минзагит Мавлетович.- Мӗн тетӗр? Пире шӑнман пӑр ҫине лартса ярас текенсем вун пӗрӗн тупӑнчӗҫ! Пысӑкрах пайӗ /улттӑшшӗ/ предприниматель ӗҫне явӑҫнине пытарма хӑтланнӑ. Ҫапла майпа «чее тилӗсем» саккуна пӑсса 20749 тенкӗ пособи илнӗ. Дна вӗсем пӗтӗмпех хӑйсен ирӗкӗпе тавӑрса пачӗҫ. Ытти ҫулсенче тупӑннӑ хисеп вара 4754 тенкӗ пухӑнчӗ...

   Акӑ Н. гражданин ҫулталӑк   пуҫламӑшӗнче   центра килсе ӗҫсӗррисен шутне тӑнӑ. Юлашки ӗҫ вырӑнӗнчен илсе килнӗ вӑтам ӗҫ укҫин справки тӑрӑх ӑна процентпа шутласа 9636 тенкӗ пособи тӳленӗ. Хӑй вара налук органӗнче предприниматель тесе регистрациленнӗ иккен. Апла тӑк унӑн тупӑш илмелли ҫӑл куҫ ҫук мар. М. гражданка та пенси илсе тӑнине пӗлтер-мен, киле пӗр пус укҫа кӗмест тесе центрта йӗрсе ларнӑ. А. гражданка вара ача 1,5 ҫула ҫитиччен паракан пособи ҫинчен «манса кайнӑ», центртан ӗҫсӗрлӗх пособине илсе пурӑнма ӗмӗтленнӗ.

   Тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ мӗн пур материала /граждансем суйса илнӗ укҫа виҫине, хӑҫан айӑпа кӗнине тата хӑй ирӗкӗпе тавӑрса панине пӑхмасӑр/ право хуралӗн органӗсене пӗлтернӗ. Ют пурлӑха улталаса /мошенничество/ вӑрланӑшӑн /улталаса ӗҫсӗрлӗх пособине илсе тӑни шӑпах ҫавӑ шутланать те/ пирки шалти ӗҫсен пайӗнче уголовлӑ пӗр ӗҫ пуҫарни паллӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн ҫак статьяпа айӑпланакансене 120 пин тенкӗ таранччен штраф пама е икӗ ҫула яхӑн хупса хума та пултараҫҫӗ. Куратпӑр ӗнтӗ, чӑн-чӑн преступлени туниех, ҫавӑнпа пурнӑҫра таса кӑмӑллӑ пулнине нимӗн те ҫитмест.



"Хыпар"
09 ноября 2010
00:00
Поделиться
;