Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Шырав вăраха кайсан

Патшалăх пулăшăвĕпе хÿтлĕхе инвалидсене, çул çитмен ачасене пĕччен çитĕнтерекен е йышлă çемьеллĕ, сусăр пепкеллĕ ашшĕ-амăшне, ытти вырăнтан куçса е тарса килме тивнисене, тĕрмерен тухнисене, службăран хăтарнă çар çыннисене тата вĕсен çемйисен членĕсене, училищĕрен, техникумран тата колледжран вĕренсе тухнă опытсăр специалистсене, тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕме çывхаракансене /пенсие тухиччен икĕ çул юлнисене/ пуринчен ытларах кирлĕ.

Федерацин «Раççей Федерацийĕн халăх ĕçлевĕ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн вĕсене ĕç шыранă чух йывăрлăха лекнĕ граждансен категорине кĕртнĕ. Çавна май республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба специалисчĕсем çак çынсене вырнаçтарассишĕн тăрăшнине ăнланма пулать.

Чи малтанах çыннăн профессийĕпе е специальноçĕпе килĕшсе тăракан яланлăх ĕç сĕнеççĕ. Енчен те ун пеккине тупма май килмен тĕк е харпăр хăй тĕллĕн шырани вăраха кайнă пулсан вăхăтлăх вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен специалистсемпе проф-консультантсем пулăшу сĕнеççĕ.

Вăхăтлăх ĕç тупни чăннипех çăлăнăç шутланать. Центр ĕç калăпăшĕ пысăк шутланакан предприятипе Килĕшÿ çирĕплетет те ăна пурнăçламашкăн хатĕрлесе çитернĕ çынна сĕнет. Çакнашкал çыхăнăвăн ырă енĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, инвалидсен, сывлăх сыхлавĕн, суту-илÿ организацийĕсем тата ыттисем туйса илчĕç ĕнтĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа центрсем республикăри предприяти-учрежденипе 300 Килĕшÿ йышăнса 278 сусăра, нумай ачаллă, инвалид ачаллă тата пĕччен 96 ашшĕ-амăшне, çар службинчен таврăннă 20 граждана, тĕрмерен ирĕке тухнă - 14, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çывхаракан 232 çынна тата ыттисене вырăн тупса панă. Вĕсем фасовщикра, служба тата производство пÿлĕмĕсен тирпейлÿçинче, хуралçăра, санитарта, тирпей-илем кĕртекен хуçалăхра, операторта тата ытти çĕрте вăй хучĕç.

Организацисемпе тытакан çыхăну федерацин ĕç тата ĕçлев служби туса хатĕрленĕ административлă регламентпа килĕшÿллĕн йĕркеленет. Вăл вырнаçма йывăр граждансем валли вăхăтлăх ĕç йĕркелемешкĕн патшалăх пулăшăвĕ парассипе çыхăннă.

Çыхăну йĕркелемелли организацисене суйласа илмелли критери - вăхăтлăх ĕç кирлĕ пулни тата унăн социаллăх тĕлĕшĕнчи пĕлтерĕшĕ, йĕркеленĕ вырăнсен хисепĕ, ĕçе йышăннипе çыхăннă тăкаксене финанс тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси. Килĕшÿсене тунă чух шалăва кам вăхăтра тата туллин, чи пĕчĕк виçерен кая мар тÿленине шута илеççĕ. Ĕçлев служби хăй енчен çынсене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшать. Вăхăтлăх ĕç йĕркелемелли çăмăллăхпа центрсенче шутра тăракан, вырăн шыраса хăшкăлнă 648 гражданин усă курнă.

Йывăрлăха лекнĕ ĕçсĕрсене вырнаçма май паракан чăн-чăн çăлăнăç - ваканси ярмăркки. Центрсен массăллă мероприятине ĕç сĕнекенсем те йышлăн хутшăнаççĕ. Çавна май чылайăшĕ унта хăйне килĕшекен вырăн суйласа илме пултарать.



"Хыпар"
16 ноября 2010
00:00
Поделиться
;