Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Ятарлă программăсем пулăшнипе

Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба центрсенче учетра чылайранпа тăракан граждансене ятарлă программăсем пулăшнипе ĕçлĕ пулма май туса парать: социаллă хÿтлĕх уйрăмах кĕтекенсене 2 уйăх таран вăхăтлăх ĕç; професси вĕренĕвĕн пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчен тухнă 18-20 çулсенчи çамрăк специалистсем, пуçласа ĕç шыракансем «Пĕрремĕш ĕç вырăнĕ» программăпа килĕшÿллĕн вăхăтлăх вырнаçма пултараççĕ; 14-18 çулсенчи граждансене те вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх вырăн тупса пама шантараççĕ.

Çак мелпе çу кунĕсенче кăна мар, çулталăк тăршшĕпех усă курма май килет. Курьер тивĕçне пурнăçласси, территорие тасатса тирпей-илем кĕртесси, чечекпе ÿсен-тăрана пăхса тăрасси, теплицăра, вулавăшра тăрăшасси, воспитатель тата вожатăй пулăшуçи пуласси, пĕчĕк юсав тăвасси, хушма ĕçре вăй хурасси - ку çул çитмен çамрăксене сĕнекен тулли мар перечень.

Пĕрисем - хăйсем вĕренекен шкулта, ачасен пултарулăх çурчĕсенче, теприсем - муниципалитет организацийĕсенче, виççĕмĕшĕсем предприятире пĕрремĕш хут ĕçе кÿлĕнеççĕ. Сахал тупăшлă ашшĕ-амăшĕн ывăл-хĕрне кăштах хавхалантарас тесе вăхăтлăх вырăнсене социаллă реабилитаци центрĕсенче йĕркелеççĕ. Унта вăй хумашкăн тулли мар е йышлă çемьесенче çитĕнекенсене яраççĕ.

Енчен те ăçта тăрăшассине суйласа илме кансĕр тĕк професси ориентацийĕн пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ.

Предпринимательлĕх йĕркелес тĕллевлĕ ĕçсĕр граждансене специалист консультаци парать, ку енĕпе ятарлă пĕлĕвĕн курсне вĕренме яраççĕ ăна, центр федераци бюджечĕ шучĕпе финанс тĕлĕшĕнчен пулăшать - харпăр хăй ĕçне йĕркелемешкĕн 58,8 пин тенкĕ уйăрать.

Специальноçа улăштарма е квалификацие ÿстерме тивсен ĕç рынокĕнчи конкуренцире тупăшма пултараслăхĕ пысăк профессие патшалăх шучĕпе алла илмешкĕн май килет. Ĕçлев центрĕсем кун пек чух тепĕр пулăшупа тивĕçтереççĕ - профвĕренÿ курсне яраççĕ. Регистрациленнĕ граждансемшĕн ку мел тÿлевсĕр, унсăр пуçне стипенди тÿлеççĕ. Служба органĕсем хальхи вăхăтра ĕç паракансене кирлĕ 50 ытла специальноç сĕнеççĕ.

Чăваш Республикинче 2010 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли республикăн ятарлă программине пурнăçласа вĕренÿ учрежденийĕ пĕтернĕ хыççăн ĕç тупайман çамрăксене вăл е ку организацире е предприятире стажировка ирттерме май туса панă.

Стажировка - опыт, хăнăху илмелли, ĕç коллективĕнче çынсемпе харпăр хăйне еплерех тыткаламаллине вĕренмелли мелсенчен пĕри. Унта йышăннă чух ĕç параканпа çамрăк специалист Килĕшÿ çирĕплетеççĕ, ĕç кĕнеки уçаççĕ. Кунсăр пуçне стажировка çак организацире яланлăх вырнаçмалли никĕс те пулма пултарать.



"Хыпар"
16 ноября 2010
00:00
Поделиться
;