Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Ĕçпе тивĕçтерекен служба - çамрăксем валли

Çамрăксем граждансен ĕçлев рынокĕнчи уйрăмах «аманчăк» категорийĕ пулни паллă. Ĕç паракансем яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ĕçе йышăнма хирĕçленине ытларах чух вĕсен ĕç хăнăхăвĕпе опычĕ çуккипе, ăсталăхпа пĕлÿ пĕчĕккипе сăлтавлаççĕ. Çавна пулах дипломлă çамрăксен хăйсен специальноçĕпе йĕркеллĕ ĕç тупас шанăç çук тени те йăнăш мар.

Çамрăк çынсенчен нумайăшĕ вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернĕ хыççăн ĕç шыраса халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсене килет.

«Чăваш Республикин 2007-2010 çулсенче халăха ĕçе вырнаçма пулăшмалли тĕллевлĕ ведомство программине» тата «Чăваш Республикин 2010 çулта ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли тĕллевлĕ программине» пурнăçланă май Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби çамрăксене ĕçе вырнаçма пулăшса пысăк ĕç тăвать.

Кăçалхи вунă уйăхра тивĕçлĕ ĕç шыраса ĕçлев службин органĕсене 16-29 çулсенчи 27 пин çын килнĕ, çав шутран асăннă çулсенчи 17,4 пин çамрăка ĕçе вырнаçтарма май килнĕ. Ку енĕпе ятарлă программăсемпе те анлă ĕç пурнăçланă:

«14-ран пуçласа 18 çулчченхи çул çитмен граждансене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарассине йĕркелесси» программăпа 13 пин ытла çынна ĕç тупса панă*

«Пуçламăш тата вăтам професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсене пĕтернĕ, пуçласа ĕç шыракан 18-20 çулсенчи ĕçсĕр граждансене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарассине йĕркелесси» программăпа - 157 çынна*

«Общество ĕçĕсене йĕркелесси» программăпа - 1400 ытла çынна.

«14-ран пуçласа 18 çулчченхи çул çитмен граждансене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарассине йĕркелесси» ятарлă программăпа çул çитмен çамрăксене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтараççĕ. Çуллахи каникулта та, вĕренÿрен пушă вăхăтра та ĕçлеме май пур.

РФ Ĕçлев кодексĕпе килĕшÿллĕн 16 çул тултарнă çамрăксемпе ĕç килĕшĕвĕ тума юрать. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ илнĕ е вăл е ку сăлтавпа вĕренÿ учрежденийĕнчен пăрахса кайнă пулсан 15 çулти çамрăксемпе те ĕç килĕшĕвĕ тăваççĕ. 14 çул тултарнă çамрăкпа та ĕç килĕшĕвĕ тума юрать. Ку тĕслĕхре çак условисене пăхăнмалла:

ашшĕ е амăшĕ е ăна улăштаракан çын тата опекăпа попечительство органĕ килĕшÿсем парсан ĕçе вырнаçтараççĕ, çул çитмен çамрăка сĕнекен ĕç вара сывлăха сиен кÿмен çăмăл ĕç категорине кĕмелле. Унсăр пуçне ĕç килĕшĕвĕнче палăртнă ĕçе вĕренÿрен пушă вăхăтра кăна пурнăçламалла, вăл вĕренÿ процесне пăсмалла мар.

Ĕçлев кодексĕ, пайăррăн илсен унăн 265 статйи 18 çултан çамрăкрах çынсен ĕçĕпе сиенлĕ тата /е/ хăрушă условиллĕ ĕçсенче, çĕр айĕнчи ĕçсенче, çавăн пекех çамрăксен кăмăл-сипет аталанăвĕпе сывлăхне сиен кÿме пултаракан ĕçсенче /вăйă бизнесĕнче, çĕрлехи кабаресемпе клубсенче, спиртлă шĕвексен, табак изделийĕсен, наркотик тата наркăмăш йышши препаратсен производствинче, вĕсене турттарассинче тата вĕсен суту-илĕвĕнче/ усă курма чарать. Çавăн пекех çул çитмен çамрăксен вĕсем валли палăртнă чи пысăк нормăсенчен пысăкрах виçеллĕ япаласене йăтма тата куçарма юрамасть.

18 çул тултарман çамрăксем валли ĕçе йышăннă чух тĕрĕслев палăртмаççĕ. 18 çулчченхи çамрăксене малтан обязательнăй майпа медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухсан кăна ĕçе йышăнаççĕ, çав тĕрĕслеве ĕç паракан шучĕпе пурнăçламалла.

Çул çитмен çынпа ĕç килĕшĕвне пуçласа тунă тĕслĕхре ĕç параканăн ун валли ĕç кĕнеки тумалла.

16 çулчченхи çамрăксен ĕç вăхăчĕ эрнере 24 сехетпе танлашать. 16-ран пуçласа 18 çул таран - эрнере 36 сехет. Çул çитменнисем валли кулленхи ĕç сменин чи пысăк вăхăтне те палăртнă: 14-ран пуçласа 16 çулчченхи çамрăксен ĕç кунĕ 5 сехетрен вăрăмрах пулма пултараймасть, 16-ран пуçласа 18 çул таран - 7 сехетрен ытла мар.

Çул çитмен граждансен ĕçе вырнаçма çапла тумалла:

- халăха ĕçе вырнаçтаракан центрта ĕç шыракан пулса регистрациленмелле, шута илмелли карточка хатĕрлемелле*

- вăхăтлăх ĕç вырăнне кайма направлени илмелле*

- ĕç параканпа вăхăтлăх ĕç килĕшĕвĕ тумалла /панă направленипе килĕшÿллĕн/.

Çамрăксене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтăва яшсемпе хĕрсене ĕçлев служби пурнăçлакан «Пуçламăш тата вăтам професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсене пĕтернĕ, пуçласа ĕç шыракан 18-20 çулсенчи ĕçсĕр граждансене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарассине йĕркелесси» ятарлă программăна явăçтарса та татса параççĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнисене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарма предприятисемпе тата организацисемпе килĕшÿсем тăваççĕ. Ку тĕслĕхре ĕç паракансем вĕсене тунă килĕшÿсене тĕпе хурса уйăхсерен ĕç укçи тÿлеççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем те хăйсен енчен çамрăксене вăхăтлăх ĕçсене хутшăннă тапхăрта укçан пулăшаççĕ. Палăртма кăмăллă: çакнашкал вăхăтлăх ĕç чылай чух яланхи пулса тăрать. Ĕçе вырнаçтарнă çамрăксен пĕр пайĕ килĕшÿ вăхăчĕ вĕçленнĕ хыççăн та çав ĕç вырăнĕсенчех хăйсен специальноçĕпе малалла ĕçлет.

Шел те, çамрăксен ĕçсĕрлĕхĕпе çыхăннă çивĕч ыйту çав-çавах кун йĕркине кĕрет. Пуçламăш тата вăтам професси вĕрентĕвĕн заведенийĕсене пĕтернĕ 18-20 çулсенчи çамрăксене ятарлă программăпа вăхăтлăха çеç ĕçе вырнаçтарма май пур. Апла пулин те ĕçлев центрĕсем çамрăк специалистсене опыт пухма, тивĕçлĕ пĕлÿпе ăсталăх илме, професси енĕпе ÿсме, çапла майпа ĕçлев рынокĕнчи конкурентлăха çирĕплетме пулăшаççĕ.

Çамрăк специалистсене питех те кирлĕ, тепĕр чух ĕçе йышăнмалли тĕп сăлтав пулса тăракан опыт пухма пулăшакан тепĕр мел - Чăваш Республикин 2010 çулта ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн наставниксем ертсе пынипе йĕркелекен стажировка. Кăрлач-юпа уйăхĕсенче 385 наставник ертсе пынипе çак мелпе 1479 çамрăк усă курнă. Программа çамрăк специалистсене пирвайхи ĕç хăнăхăвне, кирлĕ практика опытне илме, çемье бюджетне пултарнă таран хăйсен тÿпине хывма пулăшать.

Программăна хутшăнни ĕç паракансемшĕн те тупăшлă. Вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернĕ яшсемпе хĕрсем валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ май вĕсем хăйсене кирлĕ специалистсене кăна мар, çамрăксене ĕçшĕн тÿлеме саплаштару укçи те илеççĕ.

Ĕçсĕр çамрăксене ĕçе вырнаçтармалли малашлăхлă мелсенчен пĕри - вĕсене предприниматель ĕçне йĕркелеме пулăшасси. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинче шутра тăракан клиентсене, çав шутра çамрăксене бизнес план хÿтĕленĕ, çавăн пекех ытти йĕркелÿ процедурине пурнăçланă хыççăн хăйсен ĕçне пуçарма 58,8 пин тенкĕ субсиди параççĕ. Çак майпа 620 ытла çамрăк усă курнă та ĕнтĕ.

Ĕçлев службин программисемпе пĕрлех çамрăксене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе республикăн тĕллевлĕ программисене те пурнăçлаççĕ. Çав шутра - «2010-2020 çулсенчи «Чăваш Ен ачисем», «Чăваш Республикин çамрăкĕсем: 2006-2010 çулсем».


"Хыпар"
17 ноября 2010
00:00
Поделиться
;