Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Икĕ алла - пĕр киленĕç

Тĕнчене финанспа экономика кризисĕ кисретме тытăннăранпах Шăмăршă районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи кăткăс лару-тăрăва çăмăллатма çирĕплетнĕ тĕллевлĕ программăна пурнăçлама тытăнчĕç.

Кăçал кăна 871 çынна яланлăх тата вăхăтлăх ĕç тупса панă, тепĕр 94 гражданин хăйне валли тупăш кÿрекен вырăн тупнă. Çĕнĕ профессие вĕренекенсем тата 100 яхăн. Çавăнпа ку тăрăхра ĕçсĕр çÿрекен çукпа пĕрех: раштав уйăхĕ тĕлне районта регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти халăхăн 0,94 проценчĕ чухлĕ кăна. Ку - республикăри чи пĕчĕк кăтарту. Паян ĕçпе тивĕçтерекен центрта 68 ваканси сĕнме пултараççĕ. Вĕсен пысăк пайĕнче /87 проценчĕ/ çĕр-шывра çирĕплетнĕ чи пĕчĕк ĕç укçинчен самай пысăкрах тÿлеççĕ. Организацисене электрогазооператорсем, газ котельнăйĕсен операторĕсем кирлĕ. Чылайранпа районти тĕп больницăра аслă пĕлÿллĕ тухтăрсем çитмеççĕ...

- Пирĕн центрта икĕ алла пĕр киленĕç тупса памалли тĕрлĕ меслет пур, - паллаштарать ĕç-хĕлпе Сергей Владимирович Кузьмин директор. - Юлашки çулсенче общество ĕçне хутшăнтарасси çине тимлĕ пăхатпăр. Вĕсене вăхăтлăх е сезонлăх йĕркелетпĕр. Чылайранпа ĕçлемен тата опыт пухман çынсемшĕн çакă питĕ меллĕ.

Общество ĕçĕ нумай енлĕ. Чылай чухне çынсене çулла - урамсене, парксене, масарсене çÿпапран тасатма, хĕлле - çав вырăнсенчех юр хырса тирпейлеме, çурт тăррисенчен пăрсене антарма явăçтараççĕ. Ялта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха тытса тăма укçа-тенкĕ сахал уйăраççĕ. Пур пек служба тирпей-илем кĕртме ĕлкĕреймест. Ĕçсĕррисен пулăшăвĕ кунта самай пысăк. Шăмăршă ялĕ чылайранпа республикăри чи тирпейлĕ район центрĕсен шутĕнче. Ытти ял та самаях хитреленчĕ, симĕсленчĕ. Çакăнта центрта шутра тăракансен тÿпи те пур.

Общество ĕçĕсем тирпей-илем кĕртессипе кăна çыхăнман. Ĕçсĕррисен тепĕр пысăк ушкăнĕ коллективлă ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене ака-сухара, вырмара тата кĕрхи уй-хир ĕçĕсенче пулăшать. Уйрăмах ку енĕпе Палтиелĕнчи «Мир» хупă пĕрлĕх, Шăмăршăри «Шанс», «Агросервис» уçă пĕрлĕхсем, Виçпÿрт Шăмăршăри «Карлинская» агрофирма пуçаруллă. Кăçалхи ĕççире поварта ĕçлеме Шăмăршăри «Шанс» хуçалăха икĕ хĕрарăма янă. Çуллахи типĕ те шăрăх çанталăкра Шăмăршăри наци паркне пушарнăй кирлĕ пулнă. Тĕреклĕ пĕр арçын тупăннă! Акă хальтерех кăна Пăчăрлă Пашьел ялĕнчи Александр Сатеев фермер хур пусса тирпейлекенсем кирли çинчен пĕлтернĕ. Центр ун патĕнче вунă кун ĕçлеме ултă хĕрарăма янă. Çакăн усси те пысăк. Пĕр енчен, çынна шалу тÿлеççĕ, тепĕр енчен, центр уйăхра 1700 тенкĕ парса пулăшать. Кăçал ĕçпе тивĕçтерекен центр 166 арçынпа хĕрарăма общество ĕçĕсем тупса панă, вĕсемшĕн 188 пин тенкĕ кĕмĕл тыттарнă. Ку кăтартусем пĕлтĕрхинчен чылай пысăкрах.

Общество ĕçĕсен тепĕр ырă енне те палăртса хăвармалла: вăхăтлăха кайсах теприсем яланлăх вырнаçаççĕ. Акă Чĕмпĕр хулинчен Шăмăрша куçса килнĕ хĕрарăма пуш уйăхĕнче пĕр уйăхлăха «Строитель» хупă пĕрлĕхе сутуçăна кайма сĕннĕ. Унтанпа çур çул иртнĕ ĕнтĕ: вăл паян - суту-илÿ залĕн кассирĕ. Çамрăк тепĕр хĕрарăм «Коммунальник» муниципалитет предприятие кайса ĕç йĕркелÿçе хăнăхнă, унтан бухгалтера куçнă. Çакнашкал тĕслĕхсем савăнтараççĕ паллах.

Кăçал професси паракан училищĕрен тата техникумран вĕренсе тухнă тăватă çамрăка тата тăхăр инвалида вăхăтлăх ĕç тупса панă.



"Хыпар"
08 декабря 2010
00:00
Поделиться