Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Патшалăх тĕревĕ ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарас енĕпе витĕмлĕ пулăшу кÿрет

Çулталăк вĕçĕнче ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси, мĕн тунине тишкересси тата малашлăха планласси йăлана кĕнĕ. Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинче çулталăк йывăр пулчĕ теççĕ. Лару-тăрăва мĕнлерех йĕркелеме май килнĕ-ха? Çакăн çинчен республикăн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Леонид ШИМИН каласа парать.

- 2009 çулта тата 2010 çулăн пĕрремĕш çурринче тĕнче экономикишĕн кăтартуллă кризис пулăмĕсем республикăра сирĕлмерĕç-ха. Вĕсем ĕçлев рынокне япăх витĕм кÿчĕç. Кăçалхи нарăсра ĕçсĕрлĕх чи çÿллĕ шайра пулчĕ. Çав уйăхра регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен шучĕ 7,2% ÿсрĕ, пуш уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 25 пин çынран иртрĕ. Регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайĕ - 3,8: - федерацин Атăлçи округĕнче чи пысăккисенчен пĕриччĕ.

Чăваш Республикин 2010 çулта ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли тĕллевлĕ программи валли укçа уйăрма тытăннă май пуш уйăхĕнче лару-тăру лайăхланма, ĕçсĕрлĕх шайĕ чакма пуçларĕ. Çак туртăм раштавчченех упранчĕ.

Çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне ĕçлев службин органĕсенче ĕçсĕр 14136 çын шутра тăнă, ку пуш уйăхĕнчи статистика кăтартăвĕсемпе танлаштарсан 44,6: сахалрах. Регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайĕ ĕçлекен халăх шучĕпе танлаштарса пăхсан 2,1: таран чакнă.

Раштавра ĕçсĕрлĕх шайĕ пĕчĕкленессин хăвăртлăхĕ чакни программăсем ĕçлемелли вăхăт вĕçленнипе, республика тулашне вăхăтлăх ĕçсене кайнă çынсем тăван ене таврăннипе, темиçе предприяти ĕçлеме пăрахнипе сăлтавланчĕ.

«Республикăн 2010 çулта Чăваш Республикин ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли тĕллевлĕ программи» пулăшнипе ĕçсĕрлĕхе пĕр шайра тытса тăма май килчĕ, çав программăна пурнăçламашкăн пĕтĕмпе 620,2 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.

Кăçалхи вун пĕр уйăхра программа мероприятийĕсене организацисен ĕçрен хăтарас хăрушлăх пур 38,7 пин ĕçченĕ хутшăннă. Вĕсенчен 2,3 пинĕшне малтанах профессие вĕренме янă, 34,4 пин çынна вăхăтлăх ĕç вырăнĕсене вырнаçтарнă, 5,4 пин çын - ĕçсĕр граждансем. Ĕçрен хăтарма палăртнисенчен пĕр пайне программа ĕç вырăнне вăхăтлăха та пулин упраса хăварма май панă. Нумайăшĕ малтанах профессие вĕреннĕ май хăйсен конкурентлăхне пысăклатма, çĕнетнĕ ĕç вырăнĕсене, чылай чух çав предприятисенчех, ĕçе вырнаçма пултарнă. Тулли мар ĕç вăхăчĕн режимĕпе ĕçлекен çынсене пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ: вĕреннĕ вăхăтра ĕç паракансем вĕсене шалу шучĕпе стипенди тÿлеççĕ, ĕçлев служби вара вĕрентессине, вĕренÿ вырăнне каяссипе çыхăннă тăкаксене, унта пурăнассине хăйĕн çине илет.

Вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернĕ, ĕçсĕрлĕх статусне илнĕ 1317 çын валли республикăри предприятисенче стажировка йĕркеленĕ. Пуçласа вăл 397 наставник ертсе пынипе иртнĕ - вĕсене куншăн тĕп ĕç укçи çумне хушса тÿленĕ.

Тата тепĕр çĕнĕлĕх: программăпа килĕшÿллĕн кăçал ĕçлев службинче регистрациленĕ инвалидсене ятарлă ĕç вырăнĕсене вырнаçтарас тĕлĕшпе вăй хуратпăр. Иртнĕ тапхăрта тĕрлĕ харпăрлăхри предприятисенче ĕçсĕррисен йышĕнчи 35 инвалида ĕçе вырнаçтарнă.

Патшалăх пулăшăвĕн тепĕр çул-йĕрĕ - çынсем хăйсен бизнесне йĕркелесси, ĕçсĕррисем çак меле кăмăлларĕç. Унпа 2685 çын усă курнă, çулталăк вĕçлениччен тата 500 çын пулăшу илĕ. Программăна пурнăçлама раштав пуçламăшĕ тĕлне уйăрнă бюджет тăкакĕсем 505,5 млн тенке çитнĕ.

Программăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр пайĕ - хула никĕсĕ шутланакан организацисенчи тата монопрофильлĕ ял-хулари çынсене, ĕçсĕр юлас хăрушлăха кĕрсе ÿкнĕскерсене, ĕçпе тивĕçтерме пулăшасси. Унашкаллисем улттă: Улатăр, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри тата Етĕрне. Çак монохуласенче кăçалхи раштав пуçламăшĕ тĕлне программăна 17 пин ытла çын хутшăннă, вĕсене ĕçпе тивĕçтерме тата малтанах вĕрентессине йĕркелеме 159,8 млн тенкĕ тăкакланă. Çавна май Улатăрта тата Етĕрнере халĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех, Канаш тата Çĕмĕрле хулисенче программăпа пăхнинчен сахалрах.

Ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма пулăшакан тепĕр программа - «Ведомствăн 2007-2010 çулсенче Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçе вырнаçма пулăшмалли тĕллевлĕ программи». Унпа килĕшÿллĕн патшалăхăн анлă пулăшу ĕçĕсем пурнăçланаççĕ: ĕç шыракан граждансене, ĕç тупас енĕпе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ĕçсĕр çынсене ĕçе вырнаçтарасси* общество ĕçĕсем йĕркелесси, пуçламăш тата вăтам професси вĕренĕвĕн заведенийĕсене пĕтернĕ, пуçласа ĕç шыракан 18-20 çулсенчи ĕçсĕр çамрăксене, çул çитмен яшсемпе хĕрсене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарасси* ĕçсĕррисене професси енĕпе вĕрентесси, çĕнĕрен хатĕрлесси, квалификацие ÿстересси, психологи пулăшăвĕ кÿресси* çынсене профориентаци енĕпе пулăшасси, ĕçсĕррисене ĕçсĕрлĕхшĕн пособи тÿлесе тата пурлăх енĕпе тĕрев парса социаллă пулăшу кÿресси* ĕçсĕр çынсене вăхăт çитмесĕрех пенси тÿлеме пуçласси* ĕçсĕррисене ĕçлев служби янипе профессие вĕреннĕ тапхăрта стипенди тÿлесси. Çак тĕллевсене пурнăçлама кăçал федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçа виçи 777 млн тенкĕрен иртет, çав шутран кăрлач-чÿк уйăхĕсенче 644 млн тенкĕ ытла тăкакланă. Икĕ программăн пĕтĕмĕшле бюджечĕ - 1 млрд та 300 млн тенкĕ ытла. 1 млн та 200 пин çын пурăнакан республикăшăн - питех те пысăк пулăшу. Урăхла каласан кашни çын, çав шутра ачасемпе ватăсем, пуçне - пĕрер пин тенкĕ. Çак укçа пĕтĕмпех - ĕçлев службин пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ клиенчĕсем валли. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба ĕçченĕсем çак укçа хăйсен адресачĕсем патне çиттĕр тесе пĕтĕмпех тунă.

Пĕтĕмĕшле илсен çак икĕ программа, уйрăмах ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли программа, халăх кăмăлсăрлăхĕнчен упранма пулăшрĕ, ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва тăнăçлăх кÿме май пачĕ.

- Республикăн 2010 çулта ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли программи вĕçленет. Ун вырăнне мĕн пулĕ?

- Правительство 2011 çулта ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркелемелли мероприятисене малалла тăсĕ. Вĕренÿ заведенийĕсене пĕтерекенсем халĕчченхи пекех стажировкăра пулма пултарĕç. Ĕçсĕр çынсене хăйсен ĕçне уçма малашне те субсидипе пулăшăпăр. Республикăри организацисенче ĕç вырăнĕсем йĕркелес тата вĕсене упраса хăварас енĕпе патшалăх пулăшĕ. Чăн та, пурне те мар, производствăна çĕнетсе реструктуризацилекенсене. Ĕçсĕр юлма пултаракан çынсене малтанах профессие вĕрентесси, вĕсен конкурентлăхне ÿстересси те манăçа тухмĕç.

Çĕнĕ çул-йĕрсем те пулаççĕ: ача пăхмалли отпускри, йывăр ĕçсенче тата сиенлĕ условиллĕ ĕçсенче вăй хуракан хĕрарăмсене çĕнĕрен вĕрентесси, вĕсен квалификацине ÿстересси. Программăсем валли уйăракан укçа виçи 530 млн та 179 пин тенкĕпе танлашать - халăхшăн ĕçлевпе çыхăннă курăмлă пулăшу.


"Хыпар"
16 декабря 2010
00:00
Поделиться
;