Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Тамара АНТОНОВА: «Хăйне хÿтĕленине кашниех туять...»

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çĕр-шывăмăр аталану çулне тĕпрен улăштарнă, экономика реформисем вăй илнĕ тапхăрта çĕр-çĕр çын ĕçсĕр юлчĕ, пурнăç тĕллевне çухатрĕ. Сахал тупăшлă, йышлă çемьесен ашшĕ-амăшне, ачаллă хĕрарăмсене, сусăрсене, йывăр шăпаллă çынсене çăмăл пулмарĕ. Çакнашкал лару-тăрура патшалăх хăйĕн çыннисене хÿтте илчĕ - халăха ĕçлĕ тумашкăн ятарлă тытăм туса хучĕ: 1991 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче ĕçпе тивĕçтерекен служба йĕркеленчĕ. Муркаш районĕнче унăн центрĕ асăннă çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче уçăлнă. Пĕрремĕш кунранах ăна Т.Антонова ертсе пырать. Халĕ служба центрĕнче 6 специалист вăй хурать. Кашниех пултаруллă, тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама талпăнать. Ахальтен мар çитĕнĕвĕсем те кăтартуллă, республикăри центрсен хушшинче ячĕ-сумĕ пысăк вĕсен.

2011 çул пуçланнă тĕле унта 104 çын шутра тăнă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти халăх йышĕпе шайлаштарсан 0,48 процентпа танлашнă. Çакăнта, паллах, Чăваш Республикин экономикăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Тамара Афанасьевна Антоновăн тÿпи сумлă. Хăй пекех маттур та пултаруллă çынсенчен туслă йыш чăмăртама пултарнă вăл.

Паянхи кăларăмра центр директорĕ Т.Антонова коллектив ĕç-хĕлĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарать.

 

Çитĕнÿсем курăмлă

 

Пĕлтĕр Муркашсем кулленхи ĕçре пĕлтерĕшлĕ икĕ документа - республикăра пурăнакансене 2007-2010 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли ведомство тата Чăваш Республикинче 2010 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программăсене - тĕпе хунă. Тĕрĕссипе, ку йышăнусем малтанхи çул та пĕлтерĕшлĕ шутланнă. Вĕсенче палăртнă задачăсене пур енĕпе те ирттерсе тултартăмăр.

Республикăн Чăваш Енре 2010 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли тĕллевлĕ программине пурнăçласа районта тулли мар эрнепе ĕçленĕ 7 предприяти /«Моргаушрайбыт», «Моргаушкорм» ОООсем, «МСО «Моргаушская», «Муркашри кирпĕч завочĕ» АХОсем, «Моргаушавтотехсервис», «Автодорсервис» АУОсем, «ДЭП-146»/ валли 2923,8 пин тенкĕлĕх 224 вырăн хатĕрлемеллеччĕ. Эпир вара 291-шне вырнаçтарма пултартăмăр.

Професси вĕренĕвĕн пуçламăш, вăтам, аслă пĕлĕвне илнĕ хыççăн ĕç тупайманнисене хăнăху илмешкĕн стажировкăна яма 7 предприятипе çыхăну тытатпăр, вĕсемпе 772,5 пин тенкĕлĕх килĕшÿ туса 34 çамрăка ултă уйăхлăха йышăннă, çамрăксем çумне 31 наставник çирĕплетнĕ.

Асăннă программа тăрăх центрта шутра тăракан граждансене пĕчĕк бизнес йĕркелеме патшалăх пулăшать: субсидие предпринимательлĕхе кÿлĕнессипе çыхăннă тăкаксен пĕр пайне саплаштарма уйăраççĕ. Пĕлтĕр 93 çынна çак тĕллевпе 5550 пин ытла тенкĕ панă. Палăртма кăмăллă, чылайăшĕ производствăна кал-кал йĕркелесе çемьене тытса тăмалăх тупăш илме пуçларĕ. Пĕри, авă, ĕçсĕр шутланнă тепĕр çынна хăй патне йышăнчĕ. Чылайăшĕ бизнеса ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă - выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ, пахча çимĕç, улма-çырла туса илеççĕ, теприсем тĕрлĕ пулăшу параççĕ, строительство конструкцийĕсем хатĕрлеççĕ, сĕтел-пукан ăсталаççĕ тата ыт.те.

Сусăрсене вырнаçтармашкăн 60 пин тенкĕлĕх икĕ килĕшÿ çирĕплетнĕ. Пĕри Ильич ячĕллĕ ЯХПКра гаражра хуралçăра тăрăшать, видеоаппаратура пулăшнипе хуçалăх пурлăхне сыхлать. Тепри И.Иванов предприниматель патĕнче халăх промыслисен япалисене ăсталать.

 

Психологи пулăшăвĕ, социаллă адаптаци...

 

Ĕçсĕрсене професси ориентацийĕ парас, психологи хÿтлĕхĕпе, социаллă адаптаципе тивĕçтерес тĕллевпе специалистсем пĕлтĕр тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Кварталсерен «Хĕрарăм тата карьера» кунсене çынсене йыхравланă, профконсультант пулăшнипе вĕсем вĕренĕвĕн, ĕç вырнаçăвĕн тĕрлĕ мелне тишкернĕ, рынокри лару-тăрупа паллашнă, çынсемпе хутшăнмалли, ĕç параканпа телефонпа е куçа-куçăн калаçнă чух еплерех тыткаламалли пирки хăнăху илнĕ, резюме çырма вĕреннĕ.

«Хĕрарăм тата карьера», «Пурнăç максимумĕ», «Çын хăйне кăтартма тата хаклама пĕлни», «Чăрмавсене парăнтарни» тренингсенче ĕçсĕр 40 çынна психологи хÿтлĕхĕпе тивĕçтернĕ. Çавсенчен 14-шĕ каярахпа ĕç тупнă, 4-шĕ профессине вĕренме кайнă, 2-шĕ пĕчĕк бизнес йĕркеленĕ.

Центрта чылай вăхăт учетра тăракансене час-часах «Ăнăçу утăмĕ» информаци кунне йыхравланă, вĕсенче 36 çынна тĕрлĕ енлĕ пулăшу панă. «Шухăшла та мул пух» тĕл пулусене вара предприниматель пулас тĕллевлисене чĕннĕ. Вĕсенче 54 çынна районти ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа, патшалăх пулăшăвĕн мелĕсемпе паллаштарнă. «Аспект» вĕренÿпе методика центрĕн директорĕн çумĕ А.Колесников вĕсемпе «Харпăр хăй ĕçне мĕнле пуçăнмалла» темăпа виçĕ семинар ирттернĕ.

Чăваш Республикинче 2010 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли тĕллевлĕ программа тăрăх тата ЧР Президенчĕ çумĕнчи канашăн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн инвалидсем валли «Хăвăн ĕçне йĕркеле», «Çĕнетÿ» информаци кунĕсем ирттернĕ. 14-18 çулсенчи çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарас енĕпе центр уйрăмах тимлĕ пулнă: профориентаци кунĕсенче 532 вĕренекене тĕрлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшнă, професси тĕнчипе паллаштарнă, специальноç суйлама хăнăхтарнă. «100 профессирен пĕри санăн» профориентаци уйăхлăхĕнче 1000 ытла вĕренекен консультаци илнĕ. Шкулсенче учительсем, психологсем, социаллă педагогсем, центрăн профориентаторĕ лекци, калаçу, класс сехечĕ вăхăтĕнче професси суйласси çинчен тĕллевлĕ консультаци панă. Вĕренÿ заведенийĕсем тата специальноçсем çинчен ăнлантарас тĕллевпе çамрăксене Шупашкарти коопераци техникумĕн, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ преподавателĕсем хутшăннă тĕл пулусене чĕннĕ, 1-9 классенче пĕлÿ илекенсем профориентаци темипе ÿкерчĕксен «Профессисен асамат кĕперĕ» конкурсĕнче вăй виçнĕ. Шкул ачисене волонтер-профориентаторсен республикăри «Эсĕ професси суйлатăн» акцийĕ пуласлăх пирки тĕплĕн шухăшламаллине аса илтернĕ: 1-11 классенче вĕренекен 3100 çамрăк хутшăнчĕ ку мероприятие.

Иртнĕ çул вĕçĕнче пуçламăш классенче ăс пухакансем Амăшĕн кунĕ ячĕпе ÿкерчĕксен «Аннесем пурте кирлĕ, аннесем пурте паха» конкурсра çывăх çыннисен профессийĕсене /вĕсем - строитель, врач, милиционер, учительница, повар, сутуçă, тирпейлÿçĕ, ĕне сăвакан тата ыт.те/ сăнланă. 28 шкултан 220 ĕç тăратнă, 15-шĕ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

Учитель çулталăкĕнче «Пуласлăх хăвăнтан килет» профориентаци эрнине ĕçсĕр педагогсене йыхравларăмăр, вĕсене сĕнÿ-канаш патăмăр, ĕçе вырнаçма чăрмантаракан сăлтавсене уçăмлатрăмăр.

Ĕçе вырнаçмашкăн, ăна шырамашкăн хавхаланăва ÿстерме, ĕç параканпа хутшăнмалли эффективлă мелсене алла илмешкĕн «Аспект» вĕренÿпе методика центрĕн психологĕ Е.Филиппова «Ĕçе вырнаçмалли технологи» ирттернĕ семинар чылайăшĕшĕн усăллă пулчĕ.

«Карьера эрнине» специальноçсăр çамрăксем тата професси вĕренĕвĕн учрежденийĕ пĕтернисем валли çĕртме тата раштав уйăхĕсенче ирттертĕмĕр. Вĕренÿ заведенийĕсене тата специальноçсене халалланă ярмăрккасене Чăваш ял хуçалăх академийĕн, ЧПУн, райадминистрацин вĕренÿ пайĕн специалисчĕсем тата çамрăксем йышлăн хутшăнчĕç. Вĕренÿ тата вакантлă вырăнсен ярмăрккисем, тĕрĕссипе, 14-18 çулсенчи ачасене пушă вăхăтра ĕç тупса памалли шанчăклă мел.

Службăна ĕç шыраса пĕрремĕш хут килнĕ çын профориентаци çăмăллăхĕ илет. Иртнĕ çул ăна 3985 çын тивĕçнĕ. Ĕçсĕр шутланнă 101 гражданина професси тĕлĕшĕнчен юрăхлипе юрăхсăррине тĕрĕсленĕ.

 

Профессие вĕренчĕç, хăнăху илчĕç

 

Ведомство программине пурнăçласа пĕлтĕр 14-18 çулсенчи 655 çамрăка - сахал тупăшлă, йышлă çемьере е амăшĕпе /ашшĕпе/ кăна çитĕнекенсене - вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсем валли ăна çулталăк тăршшĕпех йĕркелесе тăнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнĕ чухне ачасем Çар Мухтавĕн палăкĕсене тирпей-илем кĕртнĕ, шкул территорийĕсенче йывăç-тĕм лартнă, строительствăпа юсав бригадисенче тăрăшнă, шкулсенчи юсав ĕçĕсене пурнăçланă.

Общество ĕçне иртнĕ çул 123 çынна ямаллаччĕ. Центр тăрăшнипе унта 125-ĕн хутшăнчĕç.

Муркашра пурăнакансем, район хăнисем, килен-каян çакна асăрханах: юлашки вăхăтра сала сăн-сăпачĕ палăрмаллах çĕнелсе улшăнчĕ. Çу кунĕсенче уйрăмах илемлĕ тăван тăрăхăмăр: урамсенче чечексем тĕрлĕ хĕм сапаççĕ, пур çĕрте те тирпей хуçаланать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Никитин çакăншăн хыпса çунать темелле: çуркуннесерен чечек калчи, тĕрлĕ хатĕр туянать. Общество ĕçне хутшăнакансем вара вĕсене пăхса ÿстереççĕ, шăварса-çумласа тăраççĕ. Апла тăк çак илемре вĕсен тÿпи те пысăк.

Кунсăр пуçне центр янă çынсене ытти предприяти-организаци те хапăлласах йышăнать - хуçалăхра пулăшмалла, документсене йĕркене кĕртмелле тата ытти ĕçе пурнăçламалла.

Хÿтлĕхсĕрсем - сахал тупăшлă, йышлă, тулли мар, тăнăçсăр çемьесенче çитĕнекенсем - тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пултăмăр: 6 çынна архива документсене йĕркене кĕртме вырнаçтартăмăр, харпăр хăй ĕçне пуçăнма тĕв тунă 54 çынна вĕрентсе кăлартăмăр, иккĕшне документ хатĕрлеме каякан тăкаксене саплаштармашкăн 600-шер тенкĕ тÿленĕ.

Професси вĕренĕвĕнче асăннă тапхăрта 101 çын пулнă, трактористăн, водителĕн «Д» категорине илмешкĕн квалификацие ÿстернĕ, парикмахер, сутуçă тата ытти специальноçа хăнăхнă. Чылайăшĕ чун туртăмне кура килĕштернĕ ĕçе вырнаçнă.

Центр пулăшăвĕ нумай енлĕ. «Ĕç шыракансен клубĕ», «Çамрăк специалист», «Лидер», «Тантăш», «Çĕнĕ старт» клубсем, «Карьера палăртасси», «Ĕçе вырнаçмалли технологи» тренингсем, профориентаципе çыхăннă вун-вун мероприяти ентешĕмĕрсен шăпине ырă енне улăштарма май пачĕç. Вĕсенче 3985 çын профориентаци пулăшăвне тивĕçнĕ. Центра иртнĕ çул пĕтĕмпе 1354 çын пынă, вĕсене регистрациленĕ, 1065-шне ĕçлĕ тунă, ытти региона 28 çынна янă.

 

Кăрлачри кăтартусем

 

2010 çулхи пĕрремĕш уйăх хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Малтанхи кăтартусене пĕтĕмлетес тĕк палăртнă заданисем ăнăçлă пулса пыраççĕ. Кăçалхи кăрлачра центрта 106 граждана шута илнĕ, çав вăхăтрах 56 çынна ĕçлĕ тума пултартăмăр. Вĕсен йышĕнче 14-18 çулсенчи 40 ачана вĕренÿрен пушă вăхăтра вырнаçтарма май килчĕ. Общество ĕçне 18-ăн кайнă - вĕсем сала урамĕсене юртан тасатрĕç. 18-29 çулсенчи тăватă çамрăка тĕрлĕ специальноçа вĕренме янă, 136 çынна профориентаци пулăшăвĕ панă. 50 ачана мини-ярмăрккана чĕнсе 40-шне вĕренÿрен пушă вăхăтра Чуманкасси вăтам шкулĕнчи юсава хутшăнтарма май килнĕ.

 

Кăçалхи тĕллевсем

 

Республикăн Чăваш Республикинче 2011 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли тĕллевлĕ программин проекчĕ хатĕр. Ун тăрăх предприяти-организацирен кăларса ярас хăрушлăх пур 24 çынна профессие маларах вĕренме ямалла. Производствăна инноваци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн реструктуризацилекен тата модернизацилекен тытăмсен предприяти-организацийĕн 41 ĕçченне çапла майпа ăсталăх илме пулăшмалла - тĕпрен илсен вĕсене машинист-тракторист, сысна пăхакан ĕçĕсене хăнăхтармалла. Кунсăр пуçне ачана 3 çула çитиччен пăхма отпуск илнĕ çамрăк амăшĕсене - ĕçлес ăнтăлуллă 41 хĕрарăма самана ыйтакан специальноçа алла илме май туса памалла: вĕсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен, ветеринар ĕçĕсене хăнăхасшăн.

Професси вĕренĕвĕн пуçламăш, вăтам тата аслă пĕлĕвне илнĕ хыççăн вырăн шыраса хăшкăлнисене - 27 çамрăка - хăнăху илмешкĕн стажировка йĕркелемелле, вĕсене 8 наставник çумне çирĕплетмелле.

Предпринимательлĕх уçмашкăн 51 ĕçсĕре пулăшмалла тата центрта шутра тăракан 2 çынна хăйсем патне йышăнмашкăн хушма вырăн йĕркелеме хавхалантармалла. 9 сусăра йышăнма килĕшÿ тумалла, инвалидсен ĕç вырăнĕсене ятарлă оборудованипе пуянлатма, уншăн меллĕ майлаштарма предприяти-организацие кашни çыншăн 50-шар пин тенкĕ уйăрса памалла. Сусăр ача çитĕнтерекен тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне те асăннă мелпех пулăшмашкăн май тупмалла. Республикăра пурăнакансене 2007-2011 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли ведомство программипе палăртнă заданисем иртнĕ çулхинчен пысăкрах пулин те вĕсене чыслăн пурнăçлатпăрах.

Умри тĕллевсем пĕчĕк мар. Вĕсене çĕнсе илесси иккĕлентермест, йышри кашни специалист хăй ĕçĕнче ăста та компетентлă. Партнерсем шанчăк пирĕн: «Моргаушавтотехсервис» ООО, Ильич, Чапаев ячĕллĕ ЯХПКсем, «Свобода» ăратлă выльăх завочĕ» ЯПК, «Ударник» ПУП тата ыттисемпе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Вĕсенче центртан янă çынсене хапăлласах йышăнаççĕ, вăхăтлăх е общество ĕçĕ тупса параççĕ, стажировка йĕркелеççĕ, май пулсан яланлăх йышăнма та пултараççĕ.



"Хыпар"
08 февраля 2011
00:00
Поделиться
;