Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Хушма пулăшупа тивĕçтерĕç

Ĕç рынокĕнчи хушма мероприятисене пурнăçлама кăçал 238 млн ытла тенкĕ уйăрма палăртнă. Ĕçсĕррисене вунă енлĕ пулăшу кÿрĕç. Производствăна çĕнетсе улăштарма йышăннă предприятисене уйрăмах пулăшĕç. Çакăн пек предприятисен специалисчĕсемпе ĕçченĕсен бюджет шучĕпе вĕренсе çĕнĕ специальноç илме е ăсталăхне ÿстерме май пур. Виçĕ çул тултаричченхи ачисемпе отпускра ларакан амăшĕсене тÿлевсĕр квалификаци илме е ÿстерме, специальноçлă пулма сĕнеççĕ. Çапла тума ĕç хутшăнăвĕнче тăракан хĕрарăмсем те, тĕрлĕ сăлтава пула ĕçсĕр юлнисем те пултараççĕ. Вĕреннĕ тапхăрта пурне те стипенди тÿлеççĕ. Тĕп услови - вĕреннĕ хыççăн кашнинех кăçал ĕçе вырнаçмалла.

Пĕлÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухакансене ĕç опытне пухма республикăри организацисене стажировкăна яраççĕ. Ку 2010-2011 çулсенче пĕлÿ илекенсене, хăй килĕштернĕ специальноçпе опыт çуккисене, халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн органĕнче шута илнисене тата ĕç шыракансене пырса тивет. Стажировка тĕллевĕ - ĕç опычĕ пухасси тата вĕсене ĕçе вырнаçтарасси. Стажировкăрисене бюджет шутĕнчен шалу тÿлеççĕ.

Мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн инвалидсене, сусăр ачисене пăхакан тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтарма палăртнă. Палăртнине пурнăçлама уйăракан укçа калăпăшĕ 23,3 млн тенкĕпе танлашĕ, çавна май 470 çын шалу тÿлекен вырăнта тăрăшма пуçлĕ.

Программăн чылай енĕ инвалидсем валли ĕç вырăнĕ хатĕрлекен предприяти валли ятарлă хатĕрсем туянса вырнаçтарнă, монтаж тунă чухнехи тăкаксене пĕтĕмпех саплаштарма пулăшĕ. Сусăр ачисене пăхакан тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ валли те ĕç вырăнĕсем пуласси шанчăклă. Вĕсем ытларах кил-тĕрĕшре тăрăшĕç. Килте ĕçлекен çынсем валли ĕç вырăнĕ хатĕрлекен учреждени-организацие çакăншăн компенсаци тÿлĕç. Кăçал унăн калăпăшне пысăклатнă, 30 пинрен 50 пин тенке çитернĕ.

Йывăр тата сывлăхшăн сиенлĕ çĕрте вăй хуракан хĕрарăмсене çакăн пек производствăран хăтарасси, вĕсене професси пĕлĕвĕ парасси тата стажировкăра пултарасси - программăн вунă тĕп енĕсенчен пĕри. Республикăри çичĕ пысăк предприятири йывăр производствăра тăрăшакан хĕрарăмсене çĕнĕ профессисене тÿлевсĕр вĕрентĕç. Çĕнĕ специальноçе алла илсен вĕсем малтанхи вырăнтах, анчах сиенсĕр ĕç вырăнĕсенче е вĕренсе илнĕ профессипе ытти организацире вырăн тупĕç. Предприятири йывăр условисенче ĕçленĕ хĕрарăмсене, шалусăр тăрса юлсан, ĕçлев центрĕсем чи малтан ĕç тупма пулăшĕç.

Ĕçлев центрĕсенче шута илнисен хăйсен ĕçне йĕркелеме май туса параççĕ. Бизнес-проектсене пурнăçа кĕртме 58,8-шер пин тенкĕ субсиди уйăрĕç.

Ятарлă программа мероприятийĕсем ĕçрен хăтарас хăрушлăх умĕнчи çынсене ахаль хăвармасть. Тулли мар ĕç кунĕпе вăй хуракан çын тÿлевсĕр тепĕр ĕçе вĕренме, квалификацине ÿстерме, ĕç рынокĕнче хăйĕн вырăнне тупма пултарать. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тытăмне çĕнетсе улăштарнă май 2011-2012 çулсенчи ятарлă программăпа врачсем урăх специализацие вĕренĕç.

Хула е уйрăм тытăм йĕркелекен предприятисенчен ĕçрен тухса каяс хăрушлăх пур, çавăн пекех ĕçлев службин органĕсенче шута илнĕ тата монохуласенче пурăнса ĕç шыракансем валли общество ĕçĕсем йĕркелĕç. Ун пек чухне ĕçе илнĕ çынна шалу тÿлекен предприяти-организацие шалу тăкакне, кашни çулхи отпускшăн каякан укçа суммине компенсацилеççĕ. Раççей Федерацийĕн ĕç укçин чи пĕчĕк виçи çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн тÿлеме палăртаççĕ. Ку чухне патшалăхăн бюджет тулашĕнчи фондне хывнă страхвзнос калăпăшне шута илеççĕ.

Кăçал пурнăçăн йывăр лару-тăрăвне кĕрсе ÿкнĕ çынсене пулăшма, кризис хыççăнхи тапхăрта ĕç рынокне йĕркелеме тата ĕç ресурсĕсемпе тухăçлă усă курма бюджетран 238,2 млн тенкĕ уйăраççĕ.

Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин материалĕсемпе усă курнă.



"Хыпар"
16 февраля 2011
00:00
Поделиться
;