Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Лару-тăру çивĕчленмен

Чăваш Енри ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин коллегийĕн анлă ларăвĕнче пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи пурнăçа кĕртмелли ыйтусене тĕплĕн тишкернĕ. Республикăри тĕллевлĕ икĕ программăпа килĕшÿ­­ллĕн ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарас тĕллевпе юлашки виçĕ çулта 1 млрд та 284 млн тенкĕпе усă курнă. Çавна май ĕçрен хăтарас хăрушлăх умĕнчи çынсен шучĕ, пĕлтĕрхи çав вăхăтпа танлаштарсан, икĕ хут ытла чакнă. Енчен те пĕлтĕ­­рхи нарăс уйăхĕнче кăна çавсен йышĕнче 32 пин ытла çын шутланнă пулсан кăçал вĕсен шучĕ 14,5 пин çынпа танлашнă. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра тулли мар ĕç кунĕ­­пе 71 предприяти /пĕлтĕр - 309% ĕçлет.

Çулталăк пуçланнăранпа предприяти-организаци хупăннипе тата штата чакарнă сăлтавпа 890 çынна яланхи ĕç вырăнĕ­­нчен хăтарнă. Вĕсенчен 316-шне çийĕ­­нчех ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче шута илнĕ. Çынсене ĕçрен хăтарассипе кăçал “Росспиртпром” ФПУПăн Етĕрне хулинчи филиалĕ /185 çын/ тата “Атăлçи пир-авăр компанийĕ” /“Волжская текстильная компания” - 263 çын/ “мала тухнă”.

2010 çулта шута илнĕ ĕçсĕр çынсен хисепĕ 32,1 процент /21037-рен 14478 таран/ е ĕçлеме пултаракан çынсен шучĕ­­пе илсен 3,1 процентран 2,1 процент таран чакнă. Çав вăхăтрах продукцие тирпейлекен, строительство, транспорт, çыхăну, суту-илÿ предприятийĕсем хăйсем патĕнче ĕç вырăнĕсем пурри çинчен пĕлтернĕ.

Шел те, кăрлач уйăхĕнче ĕçсĕ­­ррисен шучĕ Етĕрне, Шупашкар хулисенче, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Елчĕк районĕсенче кăштах ÿснĕ. Нарăсра кун пек хăрушлăх Элĕк, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай тăрăхĕсенче пур.

Ĕçпе тивĕçтермелли патшалăх политикине пурнăçа кĕртни кĕске вăхăтрах республикăри хуласемпе районсенче ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва лайăхлатма, обществăри социаллă çивĕчлĕхе пĕчĕклетме май панă.



"Хыпар"
26 февраля 2011
00:00
Поделиться
;