Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Вĕренни çул уçать

Патăрьел районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕррисен статусне илнĕ çынсен пĕр пайне профессие вĕрентес, специальноç пуррисене теприне хăнăхтарас е квалификацие ÿстерес ыйтăва тивĕçлипе хаклать. Пĕлĕм пĕçерме те пĕлес пулать тесе ахальтен каламан ватăсем. Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн район центрĕнче республикăри 7-мĕш професси училищи пурри питĕ меллĕ. Канашпа Шупашкара кайса пĕлÿ илекенсем те пур.

Пĕлтĕр кăна тĕрлĕ курспа заведенире центр янипе 100 ытла хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм пурнăçра кирлĕ пулакан профессине алла илнĕ. Сăмах май, унăн тăкакĕсене, общежитире пурăннинчен пуçласа стипенди парса тăни таранах, патшалăх учрежденийĕ пĕтĕмпех хăй саплаштарать. Çакăнта, паллах, республикăра пурăнакансене 2007-2011 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли ведомство тата Чăваш Республикинче ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли тĕллевлĕ программăсен тивлечĕ те пысăк. Вĕсем кăçал та малалла тăсăлаççĕ.

Центр директорĕ Минзагит Мавлетович Сеперов пĕлтернĕ тăрăх - 2011 çулта организацирен кăларса ярас хăрушлăх пур 30 çынна профессие маларах вĕренме ямашкăн палăртнă. Хальлĕхе ун пек предприятисен шутне районти нумай отрасльлĕ потребительсен обществи, Патăрьеле шывпа тивĕçтерекен «Водоканал» тата çурт-йĕр тăвакан «Стройкомфорт» ОООсем кĕреççĕ. Çакă асăннă тытăмсем панкрута тухас хăрушлăхпа çыхăнман. Пачах та урăхла, ертÿçĕсем производствăра çĕнĕ технологисемпе ытларах усă курма палăртаççĕ. Центр çÿпçинче çак лару-тăруран тухма майсем çителĕклех - çирĕм ытла професси сĕнме пултарать: автовышка тата автокран машинисчĕ, шыва хими майĕпе тасатакан оператор, слесарь-электромонтажник, экологи хăрушсăрлăхĕн специалисчĕ...

Производствăна инноваци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн реструктуризацилекен тата модернизацилекен организацисен ĕçченĕ­­сене маларах вĕрентесси - Патăрьелсемшĕн çĕнĕ япала. Çак çул çине Патăрьел Йăлăмĕ­­нчи «Исток» агрофирма тата Шăнкăртамри «Марс» хресчен-фермер хуçалăхĕ тăнă ĕнтĕ. «Батыревский» хупă пĕрлĕх те тивĕçлĕ хутсем хатĕрлет. Центр малашлăх пирки шухăшлакан хастарсене пулăшма хатĕр - 20 çынна ăсталăх илме пулăшĕ.

- Ачана виçĕ çула çитиччен пăхма отпуск илнĕ çамрăк амăшĕсене - ĕçлес ăнтăлуллă хĕрарăмсене - специальноç илме май туса парасси те «уçман çерем», - калаçать малалла Минзагит Мавлетович. - Вĕсен «çарĕ» вара районта самай пысăк, пилĕк çĕртен те иртет. Паллă ĕнтĕ, кашниех «декрет» вĕçленичченех килте ларас темĕ, ĕçе пикенес ĕмĕтли пайтах. Шел те, хăшĕн-пĕрин предприятие е учреждение каялла таврăнма çулĕ хупăннă. Тепри качча тухиччен професси илме ĕлкĕреймен. Виççĕмĕшĕ пирĕн района пурăнма куçнă... Ытти шăпаллисем те тупăнĕç. Ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕ­­сен çакăн пек хĕрарăмсене шыраса тупма, куçа-куçăн тĕл пулса калаçма, сахалтан та аллăшне вĕренĕве явăçтарма тивет. Хăйсем килĕшсен - кĕске хушăра /уйăх çурăра, икĕ уйăхра/ сутуçă-кассир, повар-кондитер, бухгалтер, официант-бармен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен дипломĕсене илме май пур. Ытти пирки те чару пулмĕ.

Професси вĕренĕвĕн пуçламăш, вăтам тата аслă пĕлĕвне илнĕ хыççăн пуçласа вырăн шыракансене пулăшассине те центр хăйĕн тивĕçĕ тесе шухăшлать. Икĕ çулта хĕрĕх ытла каччăпа хĕре тĕрлĕ предприятипе организацие ултă уйăхлăх стажировкăна янă. Кăçал тепĕр 23 çамрăк хушăнать. Кунта та патшалăх пулăшăвĕ пысăк. Центр вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерекенсене хăнăху илме тĕрев панăшăн кашниншĕн предприяти-организацие уйăхра 4330 тенкĕ /шалу тÿлеме/ тата бюджета кĕмен страховани взносĕсемпе татăлма 1480 тенкĕ куçарса парать. Кунсăр пуçне ун çумне çирĕплетнĕ вĕрентекене - наставника - чи пĕчĕк ĕç укçин çурри чухлĕ кĕмĕл парса хавхалантараççĕ.

Курссенче занятисем кăрлач вĕçĕнче тата пуш уйăхĕн çурринче пуçланмалла. Виçĕ ушкăн списокĕ хатĕр те ĕнтĕ.



"Хыпар"
26 февраля 2011
00:00
Поделиться