Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Кашнинех пулăшма тăрăшаççĕ

Çĕмĕрлери ĕçпе тивĕçтерекен центрта кашни çын ыйтăвне тĕплĕн тишкерсе тивĕçлĕ хурав пама тăрăшаççĕ. Йывăрлăха çĕнтерсе пурнăç çине çĕнĕлле пăхма, малашлăх çул-йĕре палăртма майсем туса параççĕ. Коллективра кашниех пысăк яваплăха туйса ĕçлет. Хальлĕхе директор тивĕçĕсене пурнăçлама Ольга Васильева тĕп бухгалтера шаннă. Вăл центр ĕçне пĕлсе йĕркелесе пырать.

Республикăри ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли программăпа килĕшÿллĕн ĕçсĕррисен хисепĕ 2009 çулхипе танлаштарсан 29 процент чакнă. Сăмахран, пĕлтĕр центра ĕç шыраса 2929 çын пынă, ĕçсĕррисен статусне 1981 çын илнĕ. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне учетра 568 çын шутланнă, иртнĕ çул - 800, вĕсен йышĕнче арçынсемпе хĕрарăмсем пĕр майлах. Çул çитменнисем - 1336-ăн, 16-29 çулсенчи çамрăксем 45 процент пулнă. Пĕлтĕр çул çитмен 511 çамрăка вăхăтлăх ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ. Районпа хулари 222 предприяти 2509 пушă ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтернĕ. Тĕпрен илсен, рабочи профессийĕсем. Çĕмĕрле тăрăхĕнчи ĕç рынокĕнче ытларах программист, менеджер, газоэлектросварщик, электромонтер, строительсем, слесарьсем тата медицина ĕçченĕсем кирли палăрнă. Çулталăкра центр пулăшнипе 1956 çын ĕçе вырнаçнă.

 

Ярмăркка  витĕмĕ пысăк

 

Центрта ĕç тата вĕренÿ вырăнĕсен ярмăрккине йĕркелессине те тĕп вырăна хураççĕ. Иртнĕ çул пушă ĕç вырăнĕсен 12 ярмăрккине ирттернĕ, унта 39 ĕç паракан хутшăннă. Çак мероприятисем хыççăн 119 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Чулхула облаçĕнчи «САТТИС - мебель» ТЯО ертÿçисем те ярмăрккăна хутшăннă. Ĕçсĕррисен пĕр пайĕ вахта мелĕпе унта кайма кăмăл тунă.

Кăçалхи нарăс уйăхĕнче центр вĕренÿ вырăнĕсен ярмăрккине ирттернĕ. Унта ĕçсĕр юлнă, анчах та ĕç рынокĕнче кирлĕ специальноçа алла илес текенсем хутшăннă. Вĕсем 2011 çулта ăçта вĕренме тата мĕнле професси илме май пуррипе паллашнă, вĕренÿ заведенийĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă. Сăмахран, Çĕмĕрлери 6-мĕш професси училищин, Шупашкарти машинăсем тăвакан техникумăн Çĕмĕрлери филиалĕн, Кÿкеçри вĕренÿ комбиначĕн, Шупашкарти «Нива» вĕренÿ комбиначĕн преподавателĕсемпе курнăçса калаçнă. Çывăх вăхăтра котельнăй операторĕсем, повар, электрогазосварщик, ПЭВМ операторĕсем, тракторист-машинист специальноçĕсене вĕренме пулать. Ярмăрккăна хутшăннă 15 çынна çĕнĕ специальноç илме сĕннĕ.

Тин çеç професси илнисем те ĕçсĕррисен йышĕнче сахал мар. Паян тивĕçлĕ вырăн тупма вĕсен стаж та, - опыт та çук. Ĕç паракансем çак сăлтава пулах çамрăк специалистсене илмеççĕ. Çак ушкăнри çынсене пулăшма центрта стажировка вырăнĕсен ярмăрккине ирттерме тытăннă. Иртнĕ çул хулари предприятисенче 42 çамрăк стажировкăра пулнă, районта - 8. Сăмахран, «Дружба» ял хуçалăх предприятийĕнче, «Агропромгаз» ТЯОра, «Аленушка» агрофирмăра.

2011 çулхи пуш уйăхĕнче çак мероприятие 20 ытла çын хутшăннă. Вĕсенчен 11-шĕ стажировкăна кайма хут илнĕ. «ШЗСА» АУО 20 çынна стажировкăна илме хатĕррине пĕлтернĕ: инженер, экономист, юрист, электрогазосварщик, автомобильсем юсакан слесарь тата ытти те. Палăртма кăмăллă: асăннă предприяти ку енĕпе Çĕмĕрлери ĕçпе тивĕçтерекен учрежденипе 3 çул ăнăçлă ĕçлет. Пĕлтĕр кăна «ШЗСА» предприятире 37 çамрăк стажировкăра пулнă, 6 çын яланлăх ĕç вырăнĕ тупнă. Заводри опытлă наставниксем вĕсене ĕç вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшнă.

Кăçал та стажировкăна 45 выпускника вырнаçтарма палăртнă. Центр çак тĕллевпе Çĕмĕрлери «КАФ», «Агропромгаз», «Прогресс» обществăсемпе килĕшÿсем тунă.

 

Пĕчĕк бизнес  çул уçать

 

Иртнĕ çулсенчи пекех кăçал та ĕçсĕр граждансем хăйсен ĕçне пуçарас енĕпе патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Республикăри ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн виçĕ çулта кунти ĕçченсем 208 çынна предприниматель пулма тата хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеме çул уçса панă. Чи кирли - çак пулăшу мелĕпе тĕрлĕ ушкăнри çынсем усă курни. Сăмахран, тĕрлĕ пĕлÿ шайĕллĕ тата расна ÿсĕмри çынсене пĕчĕк бизнеса пуçăнма май туса панă. Патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курнă ĕçсĕррисем халĕ ура çинче çирĕп тăраççĕ, хăйсем те хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ.

Çулталăкра Çĕмĕрлере çак программăпа 192 çын усă курнă. Вĕсене кашнинех 58,8 пин тенкĕ уйăрса панă. 7 предприниматель ĕçсĕр 16 çынна хушма ĕç вырăнĕсем туса панă.

Кăçал Çĕмĕрле хулинче 46 çынна, районти 51 çынна пĕчĕк бизнес уçма пулăшĕç. Вĕсем хăйсен ĕçне пуçăннă май хушма ĕç вырăнĕсем те йĕркелеме тивĕç. Çак программăна пурнăçлама патшалăх 2011 çулта 5,9 миллион тенкĕ уйăрнă. Хальлĕхе центрта 17 бизнес-плана регистрациленĕ. Служба ĕçченĕсем патшалăх пулăшăвĕ илнисен ĕçĕпе кăсăкланаççĕ, укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курнине тĕрĕслеççĕ. Ку енĕпе вырăнсене тухса çÿреççĕ. Специалистсем çынсен яваплăхĕ пысăккине палăртаççĕ. Çĕмĕрлере пурăнакан Юрий Давыдов кролик, Кăмашари Анна Гущина хушма хуçалăхра чăх-чĕп ĕрчетме тытăннă. Çĕмĕрле ялĕнчи Ивановсем те пуçаруллă: Надежда Николаевна хурт-хăмăрпа аппаланать, Петр Николаевич сысна усрать. В.Н.Селедкин бетонран, гипспа цементран тĕрлĕ издели ăсталать. Сергей Огородников ачаран ашшĕне автомашинăсем юсама пулăшнă. Бухгалтер специальноçне илсен хăйĕн ĕçне - автосервис йĕркеленĕ. И.П.Погодина «Виктория» салон уçнă кăна мар, хушма ĕç вырăнĕсем те туса панă. Ку енĕпе автомастерской тытса тăракан О.Н.Ксенофонтовпа «УниверсалРемСтрой» предприяти йĕркеленĕ В.И.Волков та çаврăнăçуллă.

 

Общество ĕçĕ те пĕлтерĕшлĕ

 

Пĕлтĕр ку енĕпе 50 килĕшÿ тунă. Унăн витĕмĕпе 406 çынна вăхăтлăх ĕç тупса панă. Çак программăпа пĕтĕмпе 601 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче 8 килĕшÿ тунă, 49 хушма ĕç вырăнĕ туса панă. 2011 çула вăхăтлăх общество ĕç вырăнĕсем хулари культурăпа наци паркĕ, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Хутар гимназийĕ, Тăванкасси ял тăрăхĕ, ыттисем йĕркелĕç. Тĕпрен илсен, ĕçсĕррисем тирпей-илем кÿрессипе тимлĕç. Хальлĕхе çак программăпа 10 çын вăй хурать.

 

Вырăна тухса

 

Пĕлтĕртенпе çĕнĕлĕхпе усă кураççĕ. Ку вăл - ĕçсĕррисем патне вырăна тухса тĕллевлĕ пулăшу памалли мобильлĕ центр. Ăна «FIAT DUCATO» автомашинăра йĕркеленĕ. Унта компьютер хатĕрĕсемпе çĕнĕ оборудовани, кондиционерсем вырнаçтарнă, клиентсене йышăнмалли хăтлă пÿлĕм те пур. Халĕ специалистсем кирек мĕнле çанталăкра та аякри ялсене тухса çÿреме, ĕçсĕррисене вырăнтах квалификациллĕ пулăшу пама пултараççĕ. Харăсах икĕ специалист йышăну ирттереççĕ. Пĕри ĕçе - вырнаçас шухăшлисене, тепри çĕнĕ специальноç илес текенсене пулăшать.

Иртнĕ çул мобильлĕ центр 11 хутчен вырăна тухса ĕçсĕррисене йышăннă. Сăмахран, Тăванкасси ял тăрăхĕнче çак пулăшупа 15 çын усă курнă. Вĕсен хушшинче ытларах шкул ачисемпе çамрăксем пулнă. Чи пахи – Çĕмĕрлене кайса çÿремесĕрех патшалăх пулăшăвĕпе усă курни. Çул çитмен 5 çамрăк вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем тупнă. Çулталăк хушшинче мобильлĕ ушкăн 517 çынна йышăннă. Специалистсем ку аякри ялсенче пурăнакан ĕçсĕр çынсемпе тĕл пулмалли тухăçлă çул-йĕрсенчен пĕри пулнине палăртаççĕ.



"Хыпар"
24 марта 2011
00:00
Поделиться
;