Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Хевтесĕрсене чăрмавсăр хутлăх кирлĕ

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи инвалидсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Канаш ларăвĕ иртнĕ

Ăна уçнă май Михаил Игнатьев Президент çакна палăртнă: «Сывлăх енĕпе хевтесĕр çынсем валли чăрмавсăр хутлăх туса хурасси - çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйту. Сусăрсем тĕлĕшпе обществăра çынлăх туйăмне вăйлатмашкăн влаç, общество институчĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен тата граждансен вăйĕсене пĕрлештермелле пирĕн». Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахĕсенчен пĕринче инвалидсем тĕлĕшпе тимлĕ пулни общество аталанăвĕн тăнăçлăхĕ тесе çирĕплетни пирки те аса илтернĕ вăл.

Сусăрсене ĕçпе тивĕçтермешкĕн республикăри организацисенче вырăнсене квотăласси, харпăр хăй бизнесне йĕркелемешкĕн май туса парасси тата вĕсене кун пирки хыпарласа тăрасси çинчен ларура çивĕччĕн калаçнă.

Унта хутшăннисем инвалидсен пурлăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес, вĕсене пахалăхлă татса парас, ĕçе вырнаçтарас тата канăвне йĕркелессине лайăхлатас енĕпе палăртнă мерăсене сÿтсе явнă. Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев çирĕплетнĕ тăрăх 2010 çулта ĕçлĕ пулас тĕллевпе асăннă тытăма 2844 инвалид пынă, кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне учетра 1464 сусăр çын шутланнă. Чăваш Енре 2010 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирес тĕллевпе йышăннă республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн 444 инвалида вырăн тупса панă, çав шутра 90-шĕ пĕчĕк бизнес йĕркелеме пултарнă.

ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ Ольга Зайцева хула транспортĕнче сусăрсене илсе çÿрессине йĕркелессипе çыхăннă ыйтăва хускатнă. Çакăнпа Президент интересленнĕ май Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Маклыгин ку енĕпе лару-тăрăва çывăх вăхăтрах лайăхлатма шантарнă. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Филимонов республикăра инвалидсем валли йĕркелекен конкурссене финансламашкăн бизнес-пĕрлешÿсене анлăрах хутшăнтарма сĕннĕ. Ку шухăшпа Президент килĕшнĕ, бизнес çыннисен сăваплă ĕçрен пăрăнмалла марри пирки аса илтернĕ.

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова япăх куракан инвалидсене реабилитацилес енĕпе культура мелĕсемпе еплерех усă курнипе тĕплĕн паллаштарнă. Пукане театрĕ, наци библиотеки, Л.Н.Толстой ячĕллĕ ятарлă вулавăш ку енĕпе кăтартуллине уйрăммăн асăннă, хевтесĕрсем валли йĕркелекен социаллă пĕлтерĕшлĕ конкурссем çинче чарăнса тăнă. Шăпах çавнашкал мероприятисенче пултаруллисем палăраççĕ те, грантсене тивĕçнипе пĕрлех культурăн вĕренÿ учрежденийĕсене кĕреççĕ, кандидат диссертацийĕсене хÿтĕлеме пултараççĕ.

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен тепри - Чăваш Енре пĕрремĕш инвалидлăх шайĕ еплерех пулни. Комсомольски, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче асăннă кăтарту пысăк. Çынсене сусăр тăвакан амаксен шутĕнче - юн çаврăнăш тытăмĕн /çитĕннĕ 10 пин çын пуçне тивекен инвалидлăх кăтартăвĕ 29,1/, усал шыçă /13,1/, шăмă тата мускул /5,5/ чирĕсем. “Чăваш Республикин сывлăх сыхлавне 2011-2012 çулсенче модернизацилемелли программăна пурнăçласа çав чирсене тата сусăрланнине пула пĕрремĕш инвалидлăха профилактикăлас енĕпе ирттерекен ĕçе пирĕн пĕлсе те тĕрĕс йĕркелемелле”,-тенĕ Президент.

Ларăва пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев патшалăх пулăшăвĕн мĕн пур мелĕпе усă курса инвалидсене ĕçпе тивĕçтермеллине, республика влаçĕн ĕç тăвакан органĕсемпе пĕрле “Чăваш Республикинчи организацисенче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен” саккуна пурнăçа кĕртмеллине тата вĕсен харпăр хăй ĕçне йĕркелемелли условийĕсене тăтăшах çĕнетсе тăмаллине аса илтернĕ. Сусăрсене мĕн пур çăмăллăхпа электрон мелĕпе тивĕçтермешкĕн ятарлă службăсене информаци тĕлĕшĕнчен ведомствăсен хушшинче çыхăнса ĕçлеме, сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче граждансене медицинăпа социаллă экспертизăна ямалли çĕнĕ форма туса хатĕрлеме тата ĕçе кĕртме, ку енĕпе унăн электрон вариантне тĕпе хума тата ăна медицинăпа социаллă экспертиза учрежденийĕсене çитерме май тупма хушнă.

“Асăннă категорие кĕрекен граждансем общество пурнăçне пур енлĕн хутшăнма пултарччăр, халăх хевтесĕрсене хисеплеме вĕрентĕр тесе хамăртан килнине пĕтĕмпех пурнăçламалла,” - пĕтĕмлетнĕ Президент.



"Хыпар"
20 апреля 2011
00:00
Поделиться
;