Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Пурнăç пĕр шелсĕр тĕрĕслет

Кÿкеçри ĕçпе тивĕçтерекен центр 20 çул хушшинче темиçе пин çын пурнăçĕнче çутă йĕр хăварнă. Унăн историйĕ Шупашкар районĕн халăх депутачĕсен канашĕн ĕçтăвкомĕн 1991 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе ĕçпе тивĕçтерекен бюро йĕркеленинчен пуçланнă. Малтан службăра 2-ĕн кăна - директорпа специалист - вăй хунă. 1993 çулта йыш 2 хут хушăннă. Тепĕр çулталăкран штатра - 5, 1998 çулта 13 специалист çирĕплетнĕ.

Коллектив çирĕплĕхне 1990 çулсенче политикăпа экономика реформисем тĕрĕсленĕ. Вăл ĕçсĕрлĕхе хирĕç кĕрешнĕ. Завод-фабрикăсен пĕр пайĕ хупăннăран, тепри производство калăпăшне палăрмаллах чакарнăран çĕр-çĕр çынна ĕçрен кăларнă. Хăшĕ-пĕрин çăкăр илмелĕх те укçа пулман. Вĕсем служба хÿтте кĕрессе шаннă. Лайăх хыпар пĕлтерессе кĕтнĕ. Кун каçичченех коридортан çын татăлман. Шута илнисене пособи тÿленĕ, ĕçе вырнаçтарнă.

1991-1994 çулсенче учреждение - Евгений Димитриев, 1994-1997 çулсенче Геннадий Егоров ертсе пынă. 1997 çулхи ака уйăхĕнчен директор - Леонид Пахомов. Коллектив социаллă хÿтлĕх кĕтекенсен ыйтăвĕсене саккунпа килĕшÿллĕн татса парать, çĕнĕлĕхсемпе усă курать, çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçлет.

Леонид Пантелеймонович ертÿçĕ тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, хăйне пăхăнакан сотрудниксенчен çирĕп ыйтать. Ахăртнех, çавăнпа Чăваш Енри чи лайăх службăсенчен пĕри.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕр-шывра анлă сарăлнă бартер хутшăнăвĕсем халĕ те асран тухмаççĕ. Кашни предприяти-организаци хăй туса кăларакан е турттарса килнĕ таварпа татăлатчĕ. Шалу, ĕçсĕррисен пособийĕ вырăнне апат-çимĕç, тумтир, атă-пушмак тата темĕн те пĕр паратчĕç.

- Эпир тавара суту-илÿ базисенчен, ытти çĕртен турттарнă, - аса илет коллектива вун пиллĕкмĕш çул ертсе пыракан директор. - Ăна хамăрах пушатнă, учетра тăракансене валеçнĕ. Продукци кÿрсе килесси пирки нумай пуçлăхпа калаçма тивнĕ. Патшалăх 2000 çулта ĕçсĕррисен пособине предприятисем куçарнă укçаран мар, федераци бюджетĕнчен уйăрма тытăнсан лару-тăру лайăх енне улшăнчĕ: укçан пама пуçларăмăр.

Хуçалăхсем, заводсем саланнăран е вăйсăрланса юлнăран йывăр çĕклем центр çине тиеннĕ. Унта тăрăшакансем çухалса кайман - нумайăшне обществăра тивĕçлĕ вырăн тупма пулăшнă. Ку кăна мар. Рынок экономики вăй илнĕ май производство совет тапхăрĕнче питех кирлĕ пулман специалистсем хатĕрлеме, рабочисен квалификацине ÿстерме е вĕсене çĕнĕ професси пама ыйтнă. Учреждени учетра тăракансен вĕренĕвне йĕркеленĕ: вун-вун çын урăх профессие алла илнĕ.

Пĕр тĕлтен кайса тепĕр çĕре вы­р­­­­наçассине, харпăр хăй бизнесне пуçăнассине, пурнăç йывăрлăхĕнчен начар хÿтĕленекенсене тĕкĕ парассине, саккунпа палăртнă вăхăт çитмесĕр пенси илме пуçлассине, ытти ыйтăва татса парассине центр йĕркелесе пырать. Вăтам шкулсенче вĕренекенсене каникул кунĕсенче вăхăтлăха ĕçе вырнаçтараççĕ. Вĕсем обществăри вырăна тирпей-илем кĕртеççĕ, вăрçăпа тыл ветеранĕсене пăхаççĕ, йывăç лартаççĕ, эмел курăкĕ пухаççĕ, ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшаççĕ...

Шел те, тĕрлĕ АОсемпе ОООсем стаж çук тесе нумаях пулмасть диплом «çунисене» йышăнасшăн мар. Аптранипе пĕри те тепри центра пырать. Ертÿçĕсен шухăшĕпе, начар специалистсем имĕш. Патшалăх çак категорие хÿтте илме те социаллă программа йышăннă. Çамрăксене стажировкăра тĕрĕслеççĕ. Пĕр ушкăн производствăра ăс пухнине «Чăваш бройлерĕ» обществăра курнăччĕ. Районĕпе стажировкăра 2009 çулта - 12-ĕн, 2010 ç. - 52-ĕн, кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕ­сенче 13-ĕн пулнă.

Служба тĕрлĕ специальноçа вĕренме ярать. 2008-2010 çулсенче курссенче пĕлÿ илнисен 50 проценчĕ ĕçе вырнаçма пултарнă. Çакă профориентаци усă панине пĕлтерет. Пĕлĕве ÿстерес текенсене пĕрмай пухаççĕ. Вĕсемпе уйрăммăн та тĕл пулаççĕ, информаци кунĕсем ирттереççĕ - конкуренцие тивĕçтерекен специальноçсене «парăнтарма» хистеççĕ. Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕпе пĕрле çуллен «Професси асамачĕ» уйăхлăх йĕркелеççĕ. Унта 9-11 классенче вĕренекенсене хутшăнтараççĕ, пасар экономики ыйтакан профессисемпе паллаштараççĕ.

Ĕç йывăррăн тупакансене - пенсие кайма хатĕрленекенсене, тĕрмерен тухнисене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне, ытти категорие - кашни социаллă программăна, уйрăммăн илсен вăхăтлăх производствăна ыттисенчен маларах явăçтараççĕ. Çакă учетра тăракансене темиçе уйăх хÿтĕ­­леме, çамрăксене предприятире çирĕпленме май парать. Ку программăпа ял тăрăхĕ­сене тирпейлеççĕ, масарсене юсаççĕ, карта тытаççĕ, чечек çитĕнтереççĕ...

Вакансисемпе, вăл е ку вырăна йышăнма пултаракан кандидатурăсемпе паллаштарма çуллен ярмăркка тăваççĕ. Унта шутра тăракансем те, тăманнисем те кăмăла каякан вырăн, ертÿçĕсем хăйсене кирлĕ специалист тупаççĕ.

Патшалăх харпăр хăй бизнесне пуçлама 58800 тенкĕ уйăрать. Районта ăна тивĕçнисем чылаййăн. Пĕрисем теплицăра - пахча çимĕç, иккĕмĕшсем - кăмпа, виççĕмĕшсем ял хуçалăх культурисем çитĕнтереççĕ. Пыл хурчĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Çÿç илекен тата сăн ÿкерттерекен салонсем, автомашина юсакан цех уçнисем, ытти енĕпе бизнеса пуçăннисем пур. Производство пуçарма нухрат уйăрнăшăн патшалăха тав тăваççĕ. Пурнăçра хăйсен вырăнне тупайманнисене психолог йышăнать, тренинг ирттерет, директор патне заявленипе кĕнĕ чухнехине асра тытса тĕрĕс калаçма вĕрентет.

Шутра тăракансен йышĕ кăçалхи акан 19-мĕшĕ тĕлне çулталăк каяллахинчен 39,4] чакнă. Коллектив умĕнче кăçал та пысăк тĕллев. Ăна ăнăçлă пурнăçлассишĕн тăрăшать. Йывăр лава малаллах туртасси иккĕлентермест, мĕншĕн тесен кунта пысăк опытлă специалистсем. Сăмахран, директор çумĕ Вячеслав Егоров социаллă программăсене пурнăçа кĕртес тата çул çитменнисене каникул вăхăтĕ­нче ĕçе вырнаçтарас, Людмила Григорьева тĕп бухгалтер ĕçсĕ­ррисен ыйтăвĕсене татса пама бюджетран уйăракан укçапа тĕллевлĕ, вăхăтра тата тĕрĕс усă курас, Наталия Семенова инспектор ĕçсĕррисене предприяти-организацие направленипе ярас, Рената Чайкова инспектор службăна пĕрремĕш хут килнисене шута илес тата ĕç тупмалли меслетсемпе паллаштарас енĕпе, ытти ыйтупа чунтан тăрăшаççĕ.



"Хыпар"
23 апреля 2011
00:00
Поделиться
;