Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Пур енлĕн хÿтĕлетпĕр

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службине йĕркеленĕренпе 20 çул çитрĕ. Çак тапхăрта вăл ахаль бюроран экономикăпа социаллă пурнăçа интеграци кÿрекен тытăма çити аталанчĕ, ĕçлев енĕпе патшалăх политикине тытса пыракан тата рынокра конкретлă программăсене пурнăçлакан пулса тăчĕ.

1991-2010 çулсенче пирĕн центра пулăшу ыйтма 25 пин ытла çын пынă, 12 пинĕшне специалистсем вырăн тупса панă, 20,5 пинĕшне пособи тÿленĕ. Общество ĕçĕсене хутшăнса 4 пин ытла ентеш çемье бюджетне тĕреклетме, вĕренÿрен пушă вăхăтра производствăра вăй хурса çул çитмен 5 пин çамрăк укçа ĕçлесе илме пултарнă. 1991 çулта 9 çынна кăна регистрациленĕччĕ. Ĕçсĕ­­рлĕх шайĕ 1997-1998 çулсенче уйрăмах пысăк пулчĕ, çулталăкра 1300-1500 гражданина шута илнĕ ун чухне. Центрăн малтанхи ертÿçи район администрацийĕн хальхи пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин пулнă.

 

Туслăх - иксĕлми пуянлăх

 

20 çулта палăрмаллах улшăнусем пулчĕç. Ĕçсĕрсем хăйсем те пуçарулăха ÿстерчĕç, вĕсене хÿтĕлемелли пĕлтерĕшлĕ программăсем вăй илчĕç. Центр специалисчĕсем вара малтанхи пекех яваплă та чăтăмлă, ăш пиллĕ те ырă кăмăллă, нушапа килнĕ халăха тарават кĕтсе илеççĕ, пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Ахальтен мар-тăр туслă коллектив умри тĕллевсене çулленех чыслăн пурнăçлать, ят-сумпа палăрса тăрать. Пурте маттур та хастар, ăсталăхĕ-ăнтăлăвĕ кашнинех иксĕлми. Ирина Иванова кунта 1993 çултанпа вăй хурать, 15 çул тĕп бухгалтер тивĕçне пурнăçлать. “Пĕр çемьери пек килĕштерсе, туслă пурăнатпăр,- тет Ирина Геннадьевна.- Çĕнĕлĕхсене пĕрлехи вăйпа алла илтĕмĕр, ăсталăха ÿстертĕмĕр, йывăрлăхсене те, çитĕнÿ­­сене те çурмалла пайларăмăр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче тÿлеме пултарайман предприятисемпе хутшăнма тивнине епле манăн? Апат-çимĕçпе, таварпа татăлаттăмăр. Ĕçсĕрсем пособие япалапа та пулин тивĕçчĕр тесе тăрăшаттăмăр”.

Ирина Рекаева ертсе пыракан инспектор профессие вĕрентес тата профориентаци пулăшăвĕ парас енĕпе 17 çул вăй хурать. Ирина Владимировна шухăшĕпе, учетра тăракансене хÿтĕлемешкĕн вĕсене ăнланма пĕлмелле, психолог ăсталăхĕ кирлĕ. Центр клиенчĕсен хушшинче ĕçшĕн хыпса çунманнисем те пур иккен. Вĕсене пособи кирлĕ мар - субсиди илмешкĕн справка çитменнине пула çеç пынă. Кашнин кăмăл-туйăмĕ хăйне май, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле.

Лаура Стеклова - пособи, стипенди, ытти тÿлев шутласа паракан ертсе пыракан инспектор. “Хам та пĕр хушă ĕçсĕр юлнăччĕ. Çавна май пулăшу кĕтекенсене лайăх ăнланатăп, хÿтĕлеме тăрăшатăп. - тет вăл. - Ĕçсĕр юлни пысăк инкек вĕт. Унашкаллине сирме май килтĕрех”.

 

Вĕренеççĕ, хăнăху илеççĕ...

 

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта Вăрнар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтма 211 çын пынă е иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 2,5 хут пĕчĕкрех. 172-шне /81,5]/ шута илнĕ: çав йышра рабочи профессийĕ илнисем - 59, служащи пулнисем - 26, халĕччен вăй хуманнисем - 15, арçынсем - 55, хĕрарăмсем 45 процент. Халĕ служба центрĕнче 292 çын шутра /иртнĕ çулхи çак вăхăтра 500-ĕн пулнă/, ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,26 процентпа танлашать /2010 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 2,16/.

Асăннă граждансен пысăк пайĕ хăй ирĕкĕпе тухса кайнă /59]/, предприятие хупнипе е йыша пĕчĕклетнипе вырăнсăр юлнă /14]/, чылайранпа ниçта та тăрăшман /23]/ е пуçласа ĕç шырама пикеннĕ /3]/. Çав йышăн виççĕмĕш пайĕ - 16-29 çулсенчи çамрăксем, хĕрарăмсем сахал мар /51]/.

2011 çулхи кăрлач-пуш уйăхĕ­­сенче служба органне 37 ертÿçĕ 237 /пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 1,2 хут сахалрах/ ваканси пирки пĕлтернĕ. Вĕсен 97] патшалăхăн харпăрлăхĕ шутланман ĕç вырăнĕсенчен килнĕ. Промышленноç предприятийĕ­­сенче /вакансисен 30]/, ял хуçалăхĕ­­нче /17]/, строительствăра /10]/, курттăммăн тата ваккăн суту-илÿ тунă çĕрте /10]/ кадрсем тĕлĕшпе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вакансисен банкĕнче 68 вырăн кирлĕ пулнă. Районти ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ пĕлтĕрхинчен чакнă, халĕ пĕр ваканси пуçне 4,6 çын тивет /çулталăк каялла - 5,5/. Пуçлăхсем ытларах рабочи профессийĕллĕ специалистсене ыйтаççĕ. Ертÿçĕсем водительсем, кондукторсем, поварсем, врачсем, медицина сестрисем кирли çинчен пĕлтереççĕ, çав вăхăтрах бухгалтерсене, менеджерсене, экономистсене, юрисконсультсене сахал ыйтаççĕ.

Районти 7 организаци хыпарланă тăрăх - 2011 çулхи акан 1-мĕшĕ тĕлне вĕсенче тулли мар режимпа вăй хураççĕ. Центр пулăшнипе çулталăк пуçланнăранпа 160 çын вырнаçнă /иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 11] сахалрах/. Чăваш Республикинчи халăха 2011-2013 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли ведомствăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн 50 граждана обществăн тÿлевлĕ ĕçне янă, ĕç тупма кансĕр 6 çынна вăхăтлăх вырăна сĕннĕ, 14-18 çулсенчи 16 çамрăка вĕренÿрен пушă вăхăтра производствăна хутшăнтарнă. Профориентаци пулăшăвĕпе - 133, психологи хÿтлĕхĕпе - 11, социаллă адаптаципе 18 çынна тивĕçтернĕ. Ваканси ярмăрккине пĕр хут пухнă, унта ĕç паракансем 7-ĕн, вырăн шыракансем 56-ăн хутшăннă, улттăшне çĕнĕ çĕре йышăннă.

Предприятирен кăларса ярас хăрушлăх пур 28 çынна Чăваш Республикинче 2011 çулта ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе сирмелли хушма мероприятисен республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн профессие маларах вĕренмешкĕн; ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ 26 амăшне - кăçал ĕçе тухма шухăшлакансене - специальноçа вĕренме е теприне илме, квалификацие ÿстерме ятăмăр; професси вĕренĕвĕн учрежденине пĕтернĕ 6 çамрăк валли стажировка йĕркелесе вĕсене 1 наставник çумне çирĕплетрĕмĕр; нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕнчен 5-шне ĕçлĕ турăмăр; центрта учетра тăракан 21 гражданина пĕчĕк бизнес йĕркелемешкĕн субсиди патăмăр, вĕсенчен 2-шĕ ыттисене йышăнма хушма икĕ вырăн уçма пултарчĕ.



"Хыпар"
30 апреля 2011
00:00
Поделиться
;