Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Инвалидсене те ĕç кирлĕ

Вăй питти çулсенчи, анчах сывлăх тĕлĕшпе хевтесĕр çынсем пурте ĕçлеме пултараймаççĕ. Хăшĕсем сывă çынсемшĕн конкуренци туса ĕçлеме пултарасси пирки шухăшлама та шикленеççĕ.

Ĕçлес кăмăллă тата ĕçлеме пултаракан çынсене пулăшасси - ĕçлев службин пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри. Чăваш Республикинче ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли мероприятисен тĕллевлĕ программи пулăшнипе кăçал инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли майсем анлăланчĕç. Унпа килĕшÿллĕн хевтесĕр 300 çынна, ĕçлеме пултараканскерсене, çак программăна явăçтарма палăртнă.

Ĕçлев службин органĕсем инвалидсене ĕçе вырнаçтарма пулăшас енĕпе пысăк ĕç тăваççĕ. Çакăнта предприяти-организацисен ертÿçисем ăнланни кирлĕ. Ку категорие пулăшмаллах. Ĕç паракансен халăхăн социаллă хÿтлĕхсĕр ушкăнĕсем, инвалидсем пирки сăмах пынине ăнланмалла, кунта тĕп вырăнта экономикăпа çыхăннă тупăш мар, çак мероприятисен социаллă тĕллевлĕхĕ. Ĕç вырăнĕсене программăна хутшăнма хатĕр тата ĕçлев службипе килĕшÿ тунă предприятисем хăйсем йĕркелеççĕ, ĕç паракансен кашни ĕç вырăнĕ пуçне каякан 50 пин тенкĕлĕх тăкакĕсене ĕçлев служби республикăн вăйра тăракан программин укçипе саплаштарать.

Ĕçлемен инвалида ĕçлев службин органĕ янипе вырнаçтарнă яланхи ĕç вырăнне, малтан пулнăскере е çĕнĕрен тунăскере, йĕркелесе çитерме кирлĕ ятарлă оборудовани туянма, монтаж тума, вырнаçтарма каякан тăкаксене саплаштармалла.

Субсиди шучĕпе ĕç параканăн япăх куракансем тата суккăрсем компьютер тексчĕсем пичетлеме, Интернетра информаци шырама, электрон почтине алла илме, çавăн пекех компакт-дисксем çырма усă куракан ятарлă аудиопрограммăсем, ĕçлекеншĕн меллĕрех пултăр тесе информацие компьютер экранĕ çинче пысăклатма май паракан ятарлă программăсем, япăх илтекен инвалидсем валли сасса вăйлатакан ятарлă аппаратура, ытти хушма оборудовани туянма каякан тăкакĕсене саплаштарма пултараççĕ.

Инвалидсем валли тăвакан ятарлă ĕç вырăнĕсене профессие тата реабилитацин пайăр программисене тĕпе хурса проектлаççĕ тата тивĕçтереççĕ.

Кăçал республикăри ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли хушма мероприятисен шутĕнче пуçласа çĕнĕ çул-йĕре - инвалид ачасене воспитани паракан, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçмашкăн пулăшассине - аталантарма палăртнă.

Граждансен çак категорине халăха ĕçе вырнаçтаракан центр янипе ятарласа йĕркеленĕ ĕç вырăнĕсене вырнаçтарма, çавăн пекех килте пурнăçламалли ĕçпе тивĕçтереççĕ.

Ĕç параканăн инвалид ачасене воспитани паракан, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ валли ĕç вырăнĕсем йĕркелес енĕпе оборудовани туянма, монтаж тума тата вырнаçтарма каякан тăкакĕсене 50 пин тенкĕлĕх саплаштараççĕ.

Инвалид ачасене воспитани паракан, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме субсиди парасси çинчен калакан килĕшĕве мĕн пур йышши харпăрлăхри организаципе тума юрать. Çу уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне республикăн тĕллевлĕ программин çак çул-йĕрне нумай ачаллă 41 ашшĕпе амăшĕ тата 32 инвалид хутшăннă.

Ĕç паракансем çак ыйтăва çывăха илнине çирĕплетекен тĕслĕх нумай.

Республикăн вăйра тăракан тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн Етĕрне районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ виççĕмĕш ушкăн инвалидне çĕвĕçе вырнаçтарнă. Ĕç паракан ăна ĕçе вырнаçтармашкăн килĕнче ятарлă ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, мĕншĕн тесен «Етĕрнепромкомбинат» АХО килти ĕçпе усă курать. 50 пин тенкĕпе электричествăпа ĕçлекен çĕвĕ машини туяннă, пĕрлех - ятарлă пукан та. Чире пула ĕçрен кайма тивнĕ, инвалида тухнине кура чылай ĕçе пурнăçлама юраман хĕрарăм каллех хăйĕн çемйине тата предприятие усă кÿме пуçланипе чăннипех кăмăллă.

Çĕнĕ Шупашкарти ĕç паракансем те ыйту çивĕчлĕхне ăнланаççĕ. 2011 çул пуçланнăранпа спутник-хулара ĕçсĕр инвалидсен, инвалид ачаллисен тата нумай ачаллисен шутĕнчи 15 çынна ĕçе вырнаçтарнă.

«ГЭСстрой» АУОра чĕрепе юн тымарĕсен системин чирĕпе аптăракан çынна делопроизводителе йышăннă, ун валли ĕç вырăнне кирлĕ пек йĕркеленĕ. Ĕçлев служби уйăрнă укçапа сĕтел-пукан /компьютер сĕтелĕ, çемçе пукан/, компьютер, пичетлекен нумай функциллĕ хатĕр, çавăн пекех сывлăша нÿрлентерекен хатĕр туяннă.

«Гулливерия», «Закон» ОООсенче, «Уют», «Жилремстрой», «Доркомсервис», «Çĕнĕ Шупашкарти çăкăр завочĕ» АУОсенче, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Надежда» санатори» ПУПĕнче те хевтесĕр çынсене ĕçе вырнаçтармалли çула суйласа илнĕ.

Çав вăхăтрах нумай районпа хулара ку енĕпе тимлĕх çук-ха. Патăрьел, Пăрачкав, Шупашкар районĕсенче, Çĕмĕрле хулинче инвалидсене, инвалид ачасене çитĕнтерекен тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтарас енĕпе чурăслăх сисĕнет.

2011 çулта Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли хушма мероприятисен тĕллевлĕ программинче федераци бюджетĕнчен уйăракан субсидисен шучĕпе 88,6 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ кÿрсе ĕçсĕр пин çурă çын хăйсем тĕллĕн ĕçлессине йĕркелеме палăртнă. Çак мероприятисене ĕçсĕр инвалидсем те хутшăнма пултараççĕ. Пĕлтĕр асăннă программăпа килĕшÿллĕн ĕçлеме пултарас енĕпе чăрмавсем пур 90 çын хăйсен ĕçне йĕркеленĕ.

Инвалидсен йышĕнчи ĕçсĕр граждансен предпринимательлĕхпе çыхăннă пуçарулăхне аталантарас, пĕчĕк бизнесра çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесе вĕсене ĕçе вырнаçтармалли сферăна анлăлатас, çавăн пекех Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарас тĕллевпе Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствипе пĕрле хевтесĕр çынсен хушшинче 2011 çулта хăйсем тĕллĕн ĕçлессине йĕркелемелли чи лайăх проекта суйласа илмелли республика конкурсне ирттереççĕ. Унта хутшăнакансем хăйсен ĕçне йĕркелес кăмăллă тата ĕçлев центрĕсенче ĕçсĕррисен шутĕнче регистрациленнĕ инвалидсем. Конкурсра инвалидсен хăйсем тĕллĕн ĕç йĕркелемелли чи лайăх проекчĕсене палăртĕç.

Ĕçлев центрĕсем конкурс докуменчĕсене 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Тĕплĕнрех халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче е Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службине 55-53-40 номерпе /«хĕрÿ лини» телефонĕ/ шăнкăравласа пĕлме пулать.

Палăртни вырăнлă: пĕлтĕр конкурса 55 инвалид хутшăннă, вĕсем ĕçсĕр çын статусне уйрăм предприниматель статусĕпе улăштарнă. Пурте хăйсен бизнес-проекчĕсене хуласемпе районсен администрацийĕсен çумĕнчи эксперт комиссийĕсенче е ĕç ушкăнĕсенче хÿтĕленĕ, кашнинех хăйсен ĕçне уçма каялла тавăрса памалла мар 58,8 пин тенкĕлĕх субсиди панă. Унсăр пуçне çĕнтерÿçĕсене хушма пилĕкшер пин тенкĕ тÿлесе хавхалантарнă, Чăваш Енĕн Экономика аталанăвĕн министерстви енчен хăйсен ĕçне малалла аталантарма 300 пин тенкĕлĕх грант илмешкĕн сĕннĕ.

Сăмах май, инвалидсен хушшинче хăйсем тĕллĕн ĕçлессине йĕркелемелли чи лайăх проекта суйласа илмелли республика конкурсĕн çĕнтерÿçисенчен пĕри кăçалхи нарăсра предпринимательлĕх енĕпе пуçламăш утăмсем тăвакан конкурса /ăна ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви ирттерет/ хутшăннă, çÿлерех асăннă гранта çĕнсе илнĕ.



"Хыпар"
14 мая 2011
00:00
Поделиться
;