Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Патшалăх пулăшăвĕ ăнăçу кÿрет

Йĕпреç районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр республикăн халăха пулăшмалли программисене тĕллевлĕ хутшăнать. Чăваш Республикинче 2010-2011 çулсенче ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли программăпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр, çĕнĕ меслетсене пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр.

Центра халăх йышлă килет. Çапах та лару-тăру кăштах лайăхланни палăрать: кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 282 çынна шута илтĕмĕр, пĕлтĕрхи çак тапхăрта 666 çынччĕ. Тăватă уйăхра 266 çынна вăхăтлăх тата яланлăх ĕçе вырнаçтартăмăр. Районти вакансисен банкне ĕç паракансем 390 ĕç вырăнĕ сĕнсе заявкăсем тăратрĕç. Предприяти-организацисемпе, ял тăрăхĕ­­семпе çирĕп çыхăну тытса ĕçлени чылай ыйтăва татса пама витĕм кÿрет.

Юлашки çулсенче акă общество ĕçне хутшăнакансен йышне ÿстермелли мелсем шыратпăр. Паллах, ку укçа-тенкĕпе çыхăннă-ха. Ăна хушса парсан вăхăтлăх çак ĕçпе ытларах çынна тивĕçтерме пулĕччĕ. Ыйтакан нумай: шкул ачисем, нумай ачаллисем, пĕччен амăшĕсем, пенси çулĕнчисем, инвалидсем килеççĕ. Общество ĕçĕсем, тĕпрен илсен, поселокăн тата ялсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе, хăтлăхра тытса тăрассипе çыхăннă. Халĕ çимĕке хатĕ­р­ленсе масарсене çÿп-çапран тасатаççĕ, урамсенче чечексем лартаççĕ. Кунта шкул ачисем анлă хутшăнаççĕ. Кăрлач уйăхĕнчен пуçласа вĕсем шкулти занятисем хыççăн 2-4-шар сехет ĕçлетчĕç. Халĕ, каникулра, ытларах вăхăта вырнаçма пултараççĕ. 14-18 çулсенчи çамрăксем центр урлă ĕçлесе илме пултарнипе ашшĕ-амăшĕ кăмăллă, ачисем те вăхăта усăллă ирттереççĕ, укçа хăй тĕллĕн килменнине ăнланса çитĕнеççĕ. Çитес уйăхсене малтанах килсе çырăнакан чылай. Шкулта вĕренекенсем валли профориентаци ыйтăвĕсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттернине те палăртмалла. Меслечĕ сахал мар: тĕрĕс çул суйласа илме пулăшакан тренингсем, тестсен ыйтăвĕсене хуравлани, уйрăммăн калаçни. Центрта пĕр-пĕр шкулти ачасене чĕнсе профессисемпе паллаштаракан класс сехечĕсем те йĕркелетпĕр. Вĕренекенсем унта класс ертÿçипе пĕрле килеççĕ. Çак тĕллевлĕ ĕçĕн усси пурах.

Инвалидсене хăйсем тĕллĕн ĕçе вырнаçма йывăррине кашниех ăнланать. Вĕсене хапăлласах йышăнмаççĕ. Çавна май асăннă категорири çынсене пулăшмалли программăна иккĕмĕш çул ĕнтĕ пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Центр предприятисене инвалидсем валли ятарлă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме укçа уйăрса парать, шалăвне ĕç сĕнекен тÿлет. Çак майпа темиçе çынна ĕçпе тивĕçтертĕмĕр.

Пурнăçра тĕрлĕрен килсе тухать. Пĕ­-рисем - малтан тăрăшнă ĕç вырăнĕсене кĕскетнипе, теприсем илнĕ профессипе ниçта та вырнаçайманнипе е ял хуçалăхĕнче укçа тÿлейменнипе пирĕн пата килеççĕ. Вĕсен хушшинче шанăçа çухатса пусăрăнчăклăх авăрне кĕрсе ÿкнисем те пур. Çакăн пек çынсемпе уйрăмах тимлĕ пулма тăрăшатпăр: калаçатпăр, сĕнÿсем паратпăр, республикăри ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин «Аспект» центрĕнчи психолога чĕнсе социаллă адаптаци тренингĕсем ирттеретпĕр, çĕнĕ специальноçа вĕренме яратпăр. Йĕпреç районĕнчи ĕç рынокĕнче мĕнле профессисем ытларах кирлине шута илсе вĕрентни чылайăшне пулăшрĕ. Вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ çамрăк специалистсем те стажировкăна вырнаçас ыйтупа пирĕн пата килеççĕ.

Кăçал центр тивĕçĕсен шутне çамрăк амăшĕсене хÿтĕлесси те кĕрет. Ачине виçĕ çулччен пăхма отпуск илнĕ хĕрарăмсене тăван коллектива таврăнма шанчăклă пултăр тесе хушма професси илме пулăшатпăр. Вĕсене кĕтсе лармастпăр, предприятисемпе çыхăнса кашнинех палăртса списоксем хатĕ­­рлетпĕр те пухса çĕнĕ йĕркене ăнлантарса паратпăр. Çĕнĕ ĕç вĕренес текен сахал мар, мĕншĕн тесен йăлтах тÿлевсĕр, центр стипенди те уйăрать.

Пуçаруллă, çаврăнăçуллă çынсене патшалăх предприниматель ĕçне йĕркелеме укçа-тенкĕ уйăрса парать. Ку программăн витĕмĕ пирĕн районта та аванах палăрчĕ. Сăмах май, кăçал кăна ку ыйтупа центра консультаци илме утмăла яхăн çын килчĕ. «Хăвăн ĕçе мĕнле йĕркелесе ямалла» тренинг-семинара хутшăнакан та чылай пулчĕ. Экономика тĕлĕшĕнчен никĕсленĕ бизнес-план тăратнисене район администрацийĕ çумĕнчи комисси пăхса тухать, субсиди уйăрассине татса парать. Палăртма кăмăллă: патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăйсен ĕçне йĕркеленисен хушшинче ăнăçуллисен йышĕ пĕчĕк мар. Тĕслĕхрен, Елена Кривушова Йĕпреç поселокĕнче парикмахерски уçрĕ, лайăх оборудовани туянчĕ, тупăш та илекен пулчĕ. Ăста, тарават мастерăн халĕ хăйĕн яланхи клиенчĕсем пур. Вăл уйăхра 100-150 çынна йышăнать. Липовкăри Анна Тумаланова кăçатă йăвалама пуçларĕ. Çемйипех ĕçлеççĕ, продукцие Йĕпреçре кăна мар, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта та сутаççĕ. Йĕпреçри Елена Козлова та çак ĕçех йĕркелерĕ. Унăн тĕрĕллĕ, питĕ илемлĕ кăçачĕсене хăвăрт туянаççĕ. Галина Сафина çĕвĕ цехĕ уçрĕ, унта саккас парса тумтир çĕлетекен питĕ нумай.

Шăрттан ялĕнчи Андрей Тойсинский кролик ĕрчетет, фермине анлăлатсах пырать. Петров утарçă пирки те республикăра аван пĕлеççĕ. Малашне вăл ял туризмĕн центрĕ пулмалли Йĕпреç районне канма килекенсене кăтартмалли пур енчен те паха утар пулмалла. Олеся Казакова, акă, техникумран вĕренсе тухнă, анчах тăван тăрăхра специальноçĕпе ĕçе вырнаçайман. Вăл патшалăх субсидийĕ-пе маникюр студийĕ уçрĕ. Çак пулăшупа усă куракансем предпринимательствăн тĕрлĕ енне аталантарма тăрăшаççĕ: юридици пулăшăвĕ, техника, атă-пушмак юсасси, йывăç япаласем, керамзит-бетон блоксем тăвасси, выльăх-чĕрлĕх самăртасси, пахча çимĕç ÿстересси... Малтанхи тапхăрта, паллах, çăмăл мар, çапах та пултаруллисем малаллах талпăнаççĕ, опыт пухаççĕ, ĕç-хĕ­­лне аталантараççĕ. Кăçал 51 ĕçсĕр çынна субсиди уйăрса пама палăртнă.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем пулăшу ыйтма килнĕ кашни çынпах тимлĕ пулни те пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн коллектив çирĕп, туслă, опытлă. Ертсе пыракан инспекторсем Нина Пронькина, Тамара Перцева, Нина Урмакова кунта нумай çул ĕçлеççĕ. Нина Пронькинăна кăçал Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Тав çырă­вĕпе наградăларĕç. Çирĕм çул каялла, эпĕ çак ĕçе тытăннă чухне, ĕçлев центрĕ­нче сĕтелпе телефон кăначчĕ. Паян пирĕн хальхи оргтехника та, машина та, ĕçе тĕрĕс йĕркелеме кирлĕ ытти хатĕр те çителĕклĕ. Ĕçлеме те, халăха тивĕçлĕ пулăшу пама та условисем лайăхланса пыни хавхалантарать.



"Хыпар"
04 июня 2011
00:00
Поделиться
;