Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Хĕрарăмсем сиенлĕ производствăран каяççĕ

Республикăн 2011 çулта Чăваш Республикин ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли хушма мероприятисен тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пысăк 7 предприятири - «Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» ФПУПри, «Промтрактор-Промлит» ОООри, «Шупашкарти агрегат завочĕ», «Атăлçи пир-авăр компанийĕ», «Химпром», «Промтрактор», «Дорисс» АУОсенчи - 54 хĕрарăма сиенлĕ производствăран кăларма пăхнă.

Ĕçлев служби вĕсене производствăна çĕнетмелли проектсене пурнăçлама явăçтаракан çĕнĕ профессисене малтанах вĕренме сĕнет, унтан хĕрарăмсем хăтлăрах условиллĕ ĕç вырăнĕсенче вăй хума тытăнĕç.

Хĕрарăмсене сиенлĕ условиллĕ производствăсенчен кăларасси - Раççей тата Чăваш Республикин правительствисем демографи лару-тăрăвне лайăхлатас енĕпе палăртнă мерăсенчен пĕри. Хĕрарăм - пулас амăшĕ. Унăн сывлăхĕ те, пулас ăру сывлăхĕ те вăл мĕнле условисенче ĕçленинчен килет. Республикăра сиенлĕ условиллĕ, хĕрарăмсем вăй хуракан 2430 ĕç вырăнĕ. Çийĕнчен сиенлĕ тата хăрушă условисенче ĕçлекен хĕрарăмсенчен ытларахăшĕ - ача çуратма пултараканскерсем, 30-45 çулсенче. Вĕсенчен нумайăшĕ аслă професси пĕлĕвĕллĕ. Шел те, тупăш илес, социаллă çăмăллăхсемпе усă курас тĕллевпе этемлĕхĕн ачаш пайĕн нумай представителĕ чылай чух хăйсен сывлăхĕ пирки манать. Апла ан пултăр тесен сиенлĕ условиллĕ ĕçпе çыхăннă ыйтусене саккунсем кăлармалли шайра тишкермелле - ĕç паракансем çапла шухăшлаççĕ.

Ĕçлев службин сотрудникĕсем предприятисенче сиенлĕ условисенче тăрăшакан хĕрарăмсемпе çине-çинех тĕл пулнă пулин те паянхи кун тĕлне сиенлĕ производствăран кăларас тĕллевпе 13 хĕрарăма кăна вĕренме янă. Сăмахран, Шупашкар хулин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ «Промтрактор» АУО ĕçченĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулăва сборка, преспа сварка, инструментсен тата трансмиссисен завочĕсенче вăй хуракан 27 хĕрарăм пынă. Вĕсене 2011 çулта пурнăçлакан, çĕнĕрен вĕренмелли программа çинчен каласа панă. Унта хутшăнса çĕнĕ професси илме, сиенлĕ производствăран кайма, çав вăхăтрах вĕреннĕ тапхăрта вăтам шалăва упраса хăварма май пур. Заводра штамповщиксен, лифтерсен, погрузчик водителĕсен, ытти специалист вакансийĕсем пур. Урăхла каласан сиенлĕ уcловиллĕ ĕçе хăтлăраххипе улăштарас кăмăл пулсан профессие вĕреннĕ хыççăн завод вĕсене çавнашкал ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме пултарать.

Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби республикăн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствипе, мероприятисене хутшăнма пултаракан организацисемпе пĕрле сиенлĕ тата йывăр условиллĕ ĕçсенче вăй хуракан хĕрарăмсен хушшинче социологи тĕпчевĕ ирттернĕ.

Ыйтăм ирттернĕ чух ĕç паракансен хĕрарăмсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсене куçармалли е йывăр ĕçрен хăтармалли программăсем пулман. Урăхла каласан вĕсем сиенлĕ производствăна çĕнĕлле йĕркелеме, хĕрарăмсене сиенлĕ производствăпа çыхăнман урăх ĕçсене куçарма хатĕрленмен.

Апла пулин те ĕç паракансен çак лава вырăнтах хускатмаллах. Тĕллевлĕ программа пур. Унпа килĕшÿллĕн республика хăйĕн çине 54 хĕрарăма вĕрентсе сиенлĕ производствăран кăлармалли обязательство илнĕ. Паянхи кун тĕлне 7 предприятирен 5-шĕ сиенлĕ условиллĕ производствăсен пĕр пайне реконструкцилемелли, професси енĕпе çĕнĕрен хатĕрленĕ хыççăн хĕрарăмсене урăх производствăсене куçармалли плансем çирĕплетнĕ. «Промтрактор» АУОра башня кранĕн машинисчĕ пулнăскере ПЭВМ операторĕн профессине вĕренме янă, «Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» ФПУПра 2 хĕрарăм, изолировщицăсем, квалификацие улăштарса газ оборудованине юсакан слесарьсем пулаççĕ, тепри маляртан кран машинистне куçать. «Шупашкарти агрегат завочĕ» АУОра обрубщица «парта хушшине» ларнă - сверловщица пулĕ, «Дорисс» АУОра штукатур ертÿçĕ секретарьне куçать. «Химпром» АУОн 6 ĕçченĕ, унччен аппаратчицăпа лаборант должноçĕсенче вăй хунăскерсем, переплетчицăпа ПЭВМ операторне вĕренеççĕ. Предприятисен ĕçлекенсем çĕнĕ специальноçсене вĕреннĕ май пулакан тăкакĕсене саплаштараççĕ.

Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтеркен патшалăх службин тата ĕçлев центрĕсен специалисчĕсем программăн асăннă çул-йĕрне пурнăçлас тĕллевпе предприятисен ертÿçисемпе çине-çинех тĕл пулаççĕ. Ĕçлекенсен çак категорийĕн вĕренĕвне йĕркелессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене предприятисем вырнаçнă муниципалитет пĕрлешĕвĕсен администрацийĕсен çумĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци комитечĕсен ларăвĕсенче, ĕçлев центрĕсен директорĕсемпе ирттерекен канашлусенче тата Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин коллегийĕсенче сÿтсе явнă.

Ку ĕçе пуçарнă, вăл ерипен вăй илсе пырать. Пирвайхи кăтартусем пур ĕнтĕ.



"Хыпар"
23 июля 2011
00:00
Поделиться
;