Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Ĕçсĕрсене - электрон пулăшăвĕ

Ĕçсĕрсемпе вырăн шыракансен, ĕçпе тивĕçтерекенсен кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăри центрсенче патшалăхăн чи кирлĕ пулăшăвĕсене электрон мелĕпе илме май килет. Асăннă службăна электрон почтипе çыру ярса йышăнăва çырăнма, професси тĕлĕшĕнчен юрăхлине тест тĕрĕслевĕпе палăртма, общество ĕçне хутшăнмашкăн заявлени çитерме, ытти пулăшăвăн чылай спектрне илме пулать. Пĕртен пĕр услови - ăна çыракан çыннăн электронпа цифра мелĕпе алă пусни пулмалла /ăна “Ростелекомра” йÿнĕ хакпа туянмалла/. Паянхи саманан васкавлăхĕнче, ерçÿсĕрлĕхĕнче çакăн усси уйрăмах курăмлă. Алă пуснине çапла майпа йĕркеленĕ тĕк центра çÿресе вăхăт ирттерме тивмĕ, кирлĕ пулăшăва килтен тухмасăрах илме пулĕ.

Ĕçлев служби чи кирлĕ пулăшупа электрон мелĕпе тивĕçтерни - электрон правительствин регионти инфратытăмне пурнăçа кĕртес енĕпе тунă черетлĕ утăм.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен патшалăх пулăшăвне электрон мелĕпе парасси çине куçмалли планпа килĕшÿллĕн 2012 çулхи çурла уйăхĕччен ку ĕçе вĕçлемелле, çав шутра - ĕçлев тытăмĕнче те.

Электрон мелĕпе чи малтанах асăннă çăмăллăхсемпе тивĕçтермелле: обществăн тÿлевлĕ ĕçĕсене хутшăнасси пирки заявлени йышăнасси тата ăна йĕркелессипе çыхăннă информацие пĕлтересси* 14-18 çулсенчи ачасене каникул кунĕсенче, чылай хушă вырнаçаймасăр нушаланакансене, профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕн учрежденине пĕтерсе пĕрремĕш хут ĕç шырама пикеннĕ 18-20 çулсенчи хĕрсемпе каччăсене вăхăтлăх вырнаçтарма, граждансене хăйсене кирлĕ ĕç тупмашкăн, çавăн пекех предприяти-организаци ертÿçине юрăхлă специалистсем суйласа илмешкĕн пулăшма ыйтнă заявленисене илесси* ĕçпе тивĕçтерекенсене ваканси тăрăх пынисен кандидатури пирки информаципе паллаштарасси* ĕç-хĕл /професси/ тытăмне суйлас, вырнаçас тата ăсталăха вĕренес, çавăн пекех гражданин пултарулăхĕпе, ăнтăлăвĕпе тата Раççей Федерацийĕн субъекчĕн рынокĕ ыйтнипе пĕр килекен килĕшÿллĕ профессисен переченĕ çинчен ăнлантарасси, çавна пурнăçа кĕртмешкĕн юрăхлă сĕнÿ-канаш парасси.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби электрон мелĕпе чи малтан патшалăх пулăшăвĕ памалли вăхăтлăх йĕрке туса хатĕрленĕ тата ăна çирĕплетнĕ. Кăткăс техникăпа усă курса алă пусма май пур граждансем тата организацисем ун тăрăх электрон çыхăнăвĕпе патшалăх пулăшăвне тивĕçме пултараççĕ. Çапла тумашкăн вĕсен анкета çырмалла. Унăн тĕслĕхĕ Чăваш Республикин патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче тата Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин сайтĕнче “Федерацин “Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен” саккунĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем паракан патшалăх пулăшăвĕсен переченĕ” пайра пур. Хатĕр анкетăна гражданинăн электрон почтипе служба центрне çитермелле. Заявление пăхса тухнин пĕтĕмлетĕвне вăл электрон мелĕпех илет.

 

 



"Хыпар"
30 июля 2011
00:00
Поделиться
;