Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Профориентаци пулăшăвĕ - çамрăксемшĕн кăна мар

Чун выртакан тата пултарулăхне кура суйласа илнĕ ĕçре кашниех хăйне хăтлă туять. Çавăнпа та çыннăн пурнăçра туртăма, этемлĕх пахалăхĕн хаклавĕсене шута илсе ĕç вырăнĕ тупма тăрăшмалла.

Професси тĕнчи вара чăннипех анлă. Специалистсем пирĕн çĕр-шывра кăна унта 7000-е яхăн ăсталăх шутланнине çирĕплетеççĕ. Ку çеç-и: пĕрисем манăçса пыраççĕ, çав вăхăтрах теприсем çуралаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери профессисен квалификацийĕн стандартне 1988 çултах вĕсене 9300 кĕртнĕ. Юлашки вунă çуллăхра çĕннисем хăйсем пирки йышлăн аса илтерчĕç.

Республикăри ĕçлев службин органĕсенчен предприяти-организаци пуçлăхĕ ыйтакан вакансисен 80 проценчĕ рабочи специальноçĕпе çыхăннă. Апла тăк унăн пысăк квалификациллĕ профессине суйласа илсе ĕç рынокĕн конкуренцийĕнче тупăшма пултараслăхăра ÿстеретĕр кăна. Ĕçпе тивĕçтерекенсем çавăн пекех массăллă професси çыннисем - каменщик, наладчик, термист, обрубщик, отделочник, сверловщик, токарь, тракторист, фрезеровщик - кирлине пĕлтереççĕ.

Рынок ыйтакан е унта ытлашши шутланакан специальноç пирки ĕçлев центрĕсем халăхăн тĕрлĕ ушкăнĕ валли ирттерекен профориентаци мероприятийĕсенче пĕлме май килет.

2011 çулхи пĕрремĕш çур çулта Чăваш Енре ку енĕпе патшалăх пулăшăвне 54 пин ытла çын тивĕçнĕ, вĕсенчен 28 пинĕшĕ - шкул ачисем, 625-шĕ - айăплав учрежденийĕсенчен ирĕке тухмашкăн хатĕрленекенсем, 507-шĕ - предприяти-организацирен кăларса янă çынсем, 11600-шĕ - хĕрарăмсем, 605-шĕ- - инвалидсем.

Республикăри ĕçлев службин специалисчĕсем кăçал шкул ачисем валли йĕркеленĕ профориентаци уйăхлăхне “Професси компасĕ” ят пани ахальтен мар. Унпа килĕшÿллĕн ирттернĕ мероприятисене пĕтĕмĕшле пĕлÿ учрежденийĕсенче ăс пухакан 8100 çамрăк хутшăннă. Вĕсене професси тĕнчи пирки анлăрах пĕлтерес, пулас специальноçа тĕплĕн шухăшласа суйлама пулăшас /тантăшсенчен юлас килменнипе е çавнашкал ытти сăлтавпа мар/ тĕллевпе профконсультантсем чылай тăрăшнă. Çамрăксем професси, вĕренÿ заведенийĕ, ĕç рынокĕ çинчен мĕн чухлĕ ытларах тĕшмĕртеççĕ - хăйсен малашлăхри çул-йĕрне те çивĕч ăс-тăнпа, çиччĕ виçсе пĕрре касма хушакан сĕнĕве тĕпе хурса палăртаççĕ. Уçă алăксен кунĕсем, ĕçпе тивĕçтерекенсемпе, ăнăçуллă предпринимательсемпе тĕл пулусем, професси суйлассипе çыхăннă калаçусем, класс сехечĕсем, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсем тата семинарсем ирттерни, çамрăксене профориентаци вăййисене, тренингсене йыхравлани тата тестсенче тĕрĕсленме май туса пани, паллах, ырă витĕм кÿчех. Кун пек чухне вĕсене паянхи ĕç рынокĕ ыйтакан ăсталăхсемпе ытларах паллаштарма тăрăшнă. Чăваш алăпа тытса пăхмасăр ĕненмест тенешкел, промышленноç тата ял хуçалăх предприятийĕсене экскурсисене илсе кайнă вĕсене, ветерансемпе, пысăк ăсталăхлă рабочисемпе, ĕç династийĕсен представителĕсемпе тĕл пултарнă тата ытти те.

Ĕçлев центрĕсем профориентаци уйăхлăхĕсем йĕркеленипе кăна çырлахмаççĕ, çак ыйтусемпе профконсультантсем çулталăк тăршшĕпех шкулсене тухса çÿреççĕ, вĕренекенсене пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупмалли майсемпе паллаштарсах тăраççĕ. Профориентаци кунĕсен мероприятийĕсемпе килĕшÿллĕн 14-18 çулсенчи çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçе хутшăнтармалли программа тăрăх вăй хунисем - пĕтĕмĕшле пĕлÿ учрежденийĕсен воспитанникĕсем - кăçалхи ултă уйăхра 9,5 пинĕн ытла ку енĕпе витĕмлĕ пулăшу илнĕ. Республикăри профориентатор-волонтерсен “Эсĕ професси суйлатăн” акцийĕ пынă вăхăтра кăна шкулта вĕренекен 39500 ача ытла ăна тивĕçнĕ.

Профориентаци мероприятийĕсене халăхăн нумай сийне - тĕрлĕ шайри пĕлÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухнисене, профессисĕр яшсемпе хĕрсене, социаллă реабилитаци кирлĕ çул çитмен çамрăксене, шкул пĕтерекенсене, вĕренекенсене - йыхравлаççĕ.

Ăсталăх пирки шкул ачисен, хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн кăна мар, çитĕннисен те пĕлмелле. Ĕçсĕр граждансене профориентаци енĕпе пулăшнисĕр пуçне центрсем социаллă адаптаци тата психологи хÿтлĕхĕ те параççĕ. Вырăнсăр юлни çынна кулянтарать-хумхантарать вĕт: чун канăçлăхĕ çĕтет, хăйне ниме юрăхсăр тесе шухăшлама пуçлать. Специалистсем пулăшнипе çĕнĕ вырăн шырамашкăн хăйсен пуçарулăхне ÿстерес енĕпе хăнăху илеççĕ çавăн йышшисем, резюме йĕркелеме, ĕç параканпа ĕçлĕ калаçу ирттерме, вăраха тăсăлнă ĕçсĕрлĕх чăрмавĕсене сирме вĕренеççĕ. Центрсенче чылай вăхăт шутра тăнă граждансен йышĕ юлашки ултă уйăхра 3 пинрен иртнĕ. Çакнашкал “пысăк стажлă” çынсемпе вĕсене ушкăнсене пухса психологи хÿтлĕхĕн тата социаллă адаптацин занятийĕсене, информаци кунĕсене чĕнеççĕ. Унсăр пуçне чылайранпа вырнаçайман пин ытла ĕçсĕр çын профориентаци тата консультаци пулăшăвне тивĕçнĕ.

Йывăрлăха лекнисен хушшинче хĕрарăмсем ытларах. “Ăнăçлă хĕрарăм” профориентаци кунĕсен мероприятийĕсене пурнăçласа пин çынна яхăн уйрăммăн тата ушкăнпа консультаци илнĕ, социаллă тата психологи тренингĕсенче, клубĕсенче пулнă.

Çар службинчен таврăнса ĕç тупайманнисене те, салтака каймалли ÿсĕме çитнисене те профориентаципе тивĕçтереççĕ. Мероприятисене çар комиссариачĕсен представителĕсем, ĕç паракансем хутшăнаççĕ, контрактпа çар службине кандидатсене суйламалли йĕркепе паллаштараççĕ, çар тивĕçĕн тата службин право никĕсне ăнлантараççĕ, предприяти-организацири ирĕклĕ ваканси тăрăх калаçусене чĕнеççĕ.

Ĕçлев центрĕсен профконсультанчĕсенчен чылайăшĕ Раççей УФСИНĕн республикăри колонийĕсенчи консультаципе информаци пункчĕсенче тăтăшах пулать. Кăçалхи ултă уйăхра кăна профориентацин “Шанăç” кунĕсен мероприятийĕсенче ирĕке тухма хатĕрленекен 500 ытла граждан тивĕçлĕ пулăшу илнĕ.

Ĕçлев службин специалисчĕсем ирттернĕ профориентаци мелĕсемпе усă курнă хыççăн центр клиенчĕсенчен 1171-шĕ ĕçе вырнаçма пултарниех специалистсем тăрăшни харама кайманнине çирĕплетет.

 



"Хыпар"
06 августа 2011
00:00
Поделиться
;