Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Эпĕ сварщик пулăттăм, мана вĕрентĕр кăна!

Рабочи профессийĕсен ят-сумне çĕклессипе çыхăннă çивĕч ыйтăва паян чи çÿллĕ шайра сÿтсе яваççĕ. Вăл патшалăх шайне çĕкленчĕ ĕнтĕ. Предприятисенче хăш-пĕр рабочи профессийĕсен представителĕсем, сăмахран, электрогазосварщиксем, çитменни уйрăмах вăйлă палăрать.

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕнче Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев промышленноç предприятийĕсен тата вĕрентÿ учрежденийĕсен представителĕсемпе ирттернĕ канашлура шăпах çак ыйтăва сÿтсе яврĕç. Унта Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Галина Багаутдинова, спутник-хулари пысăк предприятисен тата республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Канашлăва Сергей Димитриев уçрĕ. Вăл каланă тăрăх - республикăри организацисем кăрлач-çурла уйăхĕсенче халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсене сварщиксен 1170 ытла вакансийĕ пурри çинчен пĕлтернĕ. Çав вырăнсене регистрациленĕ ĕçсĕр 204 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăра пĕтĕмпе пушă 519 ваканси пулнă, ĕçлев центрĕсенче 68 сварщик шутра тăнă.

Çулталăк пуçланнăранпа халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем сварщик профессине вĕренме ĕçсĕр 111 çынна янă, вĕсенчен 67-шĕ çак профессипе ĕçе вырнаçнă.

Сергей Петрович çак профессиллĕ кадрсем çитменнин сăлтавĕсене асăнчĕ. Чи малтанах - хатĕр специалистсен шучĕ ĕç паракансем ыйтнинчен сахалраххи. Çак специальноçа пуçламăш професси вĕрентĕвĕн пилĕк учрежденийĕ вĕрентет. Чăваш Енĕн Вĕренÿ министерствин кăтартăвĕсенчен çакă паллă: кăçал 229 сварщике вĕрентсе кăларнă, 2012-2013 çулсенче 213 тата 270 çынна вĕрентме палăртнă. Вĕренÿ заведенийĕсене пĕтерекенсен тĕпрен илсен 3-мĕш квалификаци разрячĕ, вăл ĕç паракансен пысăк требованийĕсене тивĕçтермест - вĕсене 4-6 разрядсенчен кая мар кирлĕ.

Ĕç паракансем панă вакансисем тĕлĕшпе шалу пĕчĕкки, соцпакет çукки, ĕç условийĕсем тивĕçтерменни - асăннă професси представителĕсем çителĕксĕррине çак самантсем сăлтавлаççĕ.

Çĕнĕ Шупашкар хулин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн директорĕ Галина Багаутдинова пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи сакăр уйăхра хулари ĕç паракансенчен сварщик, арматура сеткисемпе каркассен сварщикĕн, электрогазосварщик, алăпа шăратса çыпăçтаракан электросварщик профессийĕсемпе 138 ваканси йышăннă. Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне ĕçлев центрĕн кăтартусен банкĕнче хулари предприятисенче, çав шутра «Çĕнĕ Шупашкарти «Волгонефтехиммонтаж» фирма» ОООра, «Голицын» холдинг компанийĕ» АХОра, «Гидромонтаж» Атăл-Кама монтаж управленийĕ» АУОра вакантлă çĕр рабочи вырăнĕ пулнă. Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан асăннă профессиллĕ рабочисен ĕç вырăнĕсен шучĕ шăпах çак предприятисенче ÿсни палăрать. Ĕçлев центрĕ ĕçсĕр çынсене çак профессие вĕрентме вĕрентÿ учрежденийĕсемпе патшалăх контракчĕ тăвать. Кăçал Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин «Нива» автономи учрежденийĕпе 10 газоэлектросварщике вĕрентме çавăн пек контракт тунă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ иртнĕ эрнере вĕренĕве вĕçленĕ, иккĕшĕ специальноçпа ĕçе вырнаçнă. Галина Петровна пайăр тĕллевсемпе кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе ĕç паракансемпе алла-аллăн ĕçлес кăмăл пуррине палăртнă. Çивĕчлĕх, вăл каланă тăрăх, чи малтанах граждансем рабочи профессисене алла илме ăнтăлманнипе çыхăннă, çавăнпа рабочи профессисен хисепне çĕклемелле.

Сергей Димитриев предприятисен представителĕсенчен ыйтрĕ: ку енĕпе мĕн тăватăр?

Темăна сÿтсе явма предприятисен ертÿçисем хутшăнчĕç. «Голицын» холдинг компанийĕ» АХО директорĕ Алексей Коротков пĕлтернĕ тăрăх - предприятири сварщиксем çамрăк мар ĕнтĕ - вăтам çулсенчи, пенси çулĕсенчи çынсем ĕçлеççĕ. Ĕçĕ çăмăл мар, çавăнпа кадрсем тытăнса тăмаççĕ, çамрăксем çукпа пĕрех. Цехсенчи шалу - 20 пин, строительство объекчĕсенче - 30-40 пин тенкĕ. Ытларах тÿлеме май çук. Алексей Коротков ĕçлев центрĕ янипе электрогазосварщиксене практикăна йышăнма хатĕррине палăртрĕ.

«Водоканала», «Нерудстрома», «ГЭСстроя» вара сварщиксем çукки пăшăрхантармасть. Мĕншĕн? Унта сварщиксен шалăвĕ 12 пин тенкĕ. Вĕсене коллективра мĕн тытса тăрать? Предприятисен ертÿçисем сăлтавĕсене асăнчĕç: ĕç укçипе çыхăннă тăнăçлăх, йĕркеллĕ ĕç условийĕсем, корпоративлă спорт, туризм программисем, коллективри туслăх.

Канашлу «çавра сĕтеле» çаврăнчĕ, унта хутшăннисенчен кашниех хăйĕн шухăшне пĕлтерме пултарчĕ. Калаçăва Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев пĕтĕмлетрĕ. Республикăри организацисене специалист-сварщиксемпе тивĕçтерессине йĕркелемелли ыйтăва çак çулсемпе татса пама май пур:

- ĕç паракансем сĕнекен шалу виçине ÿстермелле. Çакă Чăваш Ен тулашĕнче вăй хуракан граждансен пĕр пайне пурăнакан вырăнта ĕçе вырнаçмашкăн хавхалантарĕ

-пуçламăш тата хушма професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсенче çулталăкра пин ытла çынна сварщик профессине вĕрентмелле

- сиенлĕ ĕç условийĕсене шута илсе сварщиксене хушма социаллă гарантисемпе тивĕçтермелле

- профориентаци мероприятийĕсем, МИХсем урлă халăха паракан информаци пулăшнипе сварщиксен квалификацине, професси ят-сумне çĕклемелле

- контракт мелĕпе тĕллевлĕн хатĕрлессине ĕçе кĕртмелле

-вĕренÿ тапхăрĕнче çамрăксене предприяти шучĕпе хушма укçа тÿлемелле.

Сергей Петрович предприятисен ертÿçисене кадрсем хатĕрлемелли программăсем йышăнма, вĕсенче çÿлерех асăннă мероприятисене палăртма сĕнчĕ.



"Хыпар"
10 сентября 2011
00:00
Поделиться
;