Пособи тÿлеççĕ, вĕрентеççĕ...
Патăрьел районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕпе Геннадий Иванович Афанасьевпа кăнтăрла хыççăн кăна тĕл пулма май килчĕ.
ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕнче ĕçрен кăларса ярас хăрушлăх пур вунă хĕрарăм бухгалтерсен 1-С программипе квалификацие ÿстермелли пĕр уйăхлăх курсра ăс пухнă. Паян шăпах экзамен ирттернĕ иккен. Геннадий Ивановича вара, хăй куçĕпе курса ĕненес текенскере, комиссие кĕртнĕ. Çавăнпа чылаях тытăнса тăма тивнĕ те.
- Университет аслă шкулах çав, пурлăхпа вĕренÿ никĕсĕ çирĕп, преподавательсем опытлă. Çавăнпа тарăн пĕлÿ пухма майсем пысăк. Кĕске вăхăтрах çынсем тивĕçлĕ хăнăху илнĕ. Пурне те патшалăхăн ятарлă свидетельствине памалла тесе йышăнтăмăр, - кăмăллăн пĕлтерет Геннадий Иванович. - Филиалпа малашне те туслă çыхăну тытма тăрăшатпăр, çывăх вăхăтрах кунта тепĕр ушкăн яма палăртатпăр.
Ĕçсĕррисен статусне илнĕ çынсен пĕр пайне профессие вĕрентес, специальноç пуррисене теприне хăнăхтарас е квалификацие ÿстерес енĕпе Патăрьелсем пысăк опыт пухнă. Иртнĕ çул 105 çын тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче тракторист-машинист, слесарь-монтажник, сутуçă-кассир, повар-кондитер, бухгалтер профессийĕсене тÿлевсĕр алла илнĕ. Çакăн пек ăстасем хамăр таврара та, ытти регионта та кирлĕ. Инноваци технологийĕсем аталанакан саманара аслă пĕлÿллĕ специалистсемпе пĕрлех пысăк квалификациллĕ рабочисем те сумра.
Кăçал та çав çулпа ăнăçлă утаççĕ. Акă ача пăхма виçĕ çуллăха отпуск илнĕ 20 хĕрарăм авăн уйăхĕн варринче райпора сутуçă-кассира вĕренме пуçланă, 15 арçын Патăрьелĕнчи 7-мĕш училищĕре С категориллĕ тракторист ăсталăхне хăнăхать. Çулталăк вĕçлениччен центр пурĕ 89 çынна професси документне пама палăртать.
2011 çул пуçланнă тĕле ĕçпе тивĕçтерекен центрта 336 çын шутра тăнă. Ку - вăй питти те сывлăхлă халăхăн 1,6 проценчĕ. Паян «йыш» самай пĕчĕк: çĕр çын ытла чакнă. Çакă республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕк.
- Паянхи куна пирĕн пата 1242 çын килнĕ, - тет Геннадий Афанасьев. - Чылайăшĕ центра чăннипех пăшăрханса утать. Пĕрне ĕçрен штат чакарнипе кăларнă. Теприн хăйĕнех тухса кайма тивнĕ. Сахал тупăшлă, нумай ачаллă çынсем тупăнаççĕ. Инвалидсем те, вăтам е аслă професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернисем те пур. Пирĕн специалистсем кашнин хуйхи-суйхине ăнланаççĕ, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Шел те, хăшĕ-пĕри центра уйăхсерен пособи тÿлекен е патшалăхран тĕрлĕ çăмăллăх илме хут паракан служба вырăнне кăна хурать. Ун пеккисене куçранах çапла калатпăр: «Эпир халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх учрежденийĕ!»
Ятарлă служба йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсене пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ майпа усă курать. Республикăра пурăнакансене 2008-2011 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли ведомство тата Чăваш Республикинче ĕçпе тивĕçтерессине пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программăсене пурнăçласа 160 çынна общество ĕçне явăçтарнă, 14-18 çулсенчи 473 граждана - урăхла каласан сахал тупăшлă, тулли мар е йышлă çемьесенчи шкул ачисене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ, аслă тата вăтам вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернĕ 28 çамрăка тĕрлĕ организацие опыт пухма ултă уйăхлăха стажировкăна янă. Ĕç рынокĕнчи çивĕч лару-тăрăва йĕркелеме ĕçсĕр арçынсемпе хĕрарăмсене пĕчĕк предпринимательлĕхе йĕркелеме пулăшни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак майпа кăçал кăна 69 çынна /пĕлтĕр - 154/ 58800-шер тенкĕ куçарса панă. Çакăн валли патшалăх 4 миллион тенкĕ уйăрнă. Ялта пурăнакансем ку майпа усă курса выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, пахча çимĕç, улма-çырла туса илеççĕ. Паллах, пулăшу ĕçĕсем пуçаракан, строительство материалĕ хатĕрлекен, сĕтел-пукан ăсталакан та пайтах.
Ĕçсĕррисене професси ориентацийĕ парас, психологи хÿтлĕхĕпе, социаллă адаптаципе тивĕçтерес енĕпе те чылай мероприяти йĕркелеççĕ центр специалисчĕсем. Кунта Шупашкарти «Аспект» вĕренÿпе методика центрĕн опытлă профконсультанчĕсем килсе тăтăшах вырнаçăвăн мелĕсене вĕрентеççĕ, рынокри лару-тăрупа паллаштараççĕ, çынсемпе хутшăнмалли майсене кăтартаççĕ.
Центр ача пăхма виçĕ çул таранччен отпуск илнĕ, çывăх вăхăтрах ĕçе таврăнма палăртакан хĕрарăмсене /47-ĕн/, 2011 çулта Чăваш Республикинче производствăра инвестици проекчĕсемпе килĕшÿллĕн реструктуризаци тата модернизаци тăвакан организацисенче ĕçлекенсене /20-ĕн/ тата кăçал ĕçрен кăларса ярас хăрушлăх умĕнче тăракансене /30-ăн/ професси пĕлĕвĕ маларах парас енĕпе те тăрăшать. Çакă Патăрьелсемшĕн - çĕнĕ çул-йĕр. Йывăрлăхсем те пур паллах. Апла пулин те вĕсене çĕнтерсе палăртнă çул-йĕрпе утасси иккĕлентермест.