Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Ĕçсĕрлĕхшĕн саккуна пăсса пособи илнĕшĕн явап тыттараççĕ!

Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби тата хуласемпе районсен ĕçлев центрĕсем граждансем ĕçсĕрлĕхшĕн саккуна пăсса пособи илме хăтланнă тĕслĕхсене тупса палăртас енĕпе тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен çак ĕçшĕн яваплă специалисчĕсем ĕçсĕр граждансен хушшинче, халăхпа ăнлантару ĕçне ирттереççĕ, саккуна пăсса ĕçсĕрлĕхшĕн пособи, социаллă ытти тÿлеве илнĕшĕн явап тыттарасси пирки асăрхаттараççĕ, организацисенчен ĕçрен хăтарнă граждансен вăтам ĕç укçи çинчен калакан справкăсене тĕрĕслеççĕ, республика тулашĕнчи организацисене ыйтса çырусем яраççĕ. Пенси илекенсене, çавăн пекех организацисен учредителĕсене тата уйрăм предпринимательсене тĕрĕслес енĕпе налук службипе тата РФ Пенси фончĕн органĕсемпе çыхăну йĕркеленĕ. Ĕçсĕр тесе шута илнĕ граждансен «вăрттăн ĕçлевĕн» тĕслĕхĕсене тĕрĕслес тĕллевпе шалти ĕçсен органĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ.

Кăçалхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче ултавлă майпа ĕçсĕрлĕхшĕн пособи илме тăнă е илнĕ тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе ĕçсĕр граждансен 5630 ĕçне тишкернĕ, çав шутран 213 тĕслĕхре ултавлă майпа пĕтĕмпе 578,3 пин тенкĕлĕх пособи илнине тăрă шыв çине кăларнă. 198 тĕслĕхре граждансем хăйсем ĕçленине пытарнă: 167 çын ĕçе вырнаçни пирки шарламан, 6 çын организацисен учредителĕсем пулнă, 23-шĕ уйрăм предприниматель пулса регистрациленнĕ, иккĕн вĕренÿ учрежденийĕсенче куçăн майпа пĕлÿ илнĕ. 15 тĕслĕхре ултавлă майпа ĕçсĕрлĕхшĕн пособи илнине çав укçана тÿлемелли правăна çухатнине пытарни сăлтавланă: 7 çын ĕç пенсийĕ илнĕ, 3-шĕ вăхăтлăх ĕçлейменнине пытарнă, 4-шĕ суя документсем тăратнă, пĕри пурăнмалли вырăна улăштарнă.

Улталаса пособи илнипе çыхăннă кашни тĕслĕхпе тивĕçлĕ материалсене право хуралĕн органĕсене панă. Çав шутра - саккуна пăсса ĕçсĕрлĕхшĕн илнĕ пособие хăйсен ирĕкĕпе саплаштарнă тĕслĕхсемпе те.

Патшалăхăн ĕçсĕр граждансене социаллă пулăшу кÿме уйăракан тăкакĕсене саплаштарас енĕпе ĕçленĕ май кăрлач-чÿк уйăхĕсенче ĕçсĕррисем саккуна пăсса илнĕ укçана иртнĕ çулсенчи парăма шута илнипе пĕрле 671,9 пин тенкĕ тавăрнă. Çав шутран граждансем хăйсен ирĕкĕпе 523,8 пин тенкĕ бюджета тавăрса панă, суд йышăнăвĕпе - бюджета 148,1 пин тенкĕ. Граждансем саккуна пăсса ĕçсĕрлĕхшĕн илнĕ пособи укçине шыраса илмешкĕн суд органĕсене 46 тавăç панă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем право хуралĕн органĕсене панă материалсемпе 22 уголовлă тата 1 гражданла ĕç пуçарнă.

Асăннă йышши тĕслĕхсенчен сыхланас тĕллевпе Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службине Федерацин налук службин республикăри управленийĕ уйăхра икĕ хут электрон мелĕпе юридици вăйĕнчи тытăмсен патшалăхăн пĕрлехи реестрĕнчи тата уйрăм предпринимательсен патшалăхăн пĕрлехи реестрĕнчи уçă тата пурте усă курма пултаракан сведенисене парать.



"Хыпар"
20 декабря 2011
00:00
Поделиться
;