Патшалăх инвалидсене ĕçе вырнаçма пулăшать
Пирĕн ыйтусене Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей ДИМИТРИЕВ хуравлать
- Хисеплĕ Сергей Петрович, Чăваш Енĕн ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва паян йĕркеллĕ тесе хаклама пулать. Çакна официаллă майпах çирĕплетеççĕ: нумаях пулмасть Раççейĕн массăллă информаци хатĕрĕсенче утă уйăхĕн кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен ĕçсĕрлĕхе чакарас енĕпе малтисен шутĕнче тесе пĕлтерчĕç. Çакă çивĕч ыйтусем çуккине, республикăра халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе хушма мерăсем кирлĕ маррине пĕлтерет-и?
- Манăн шухăшăмпа, калаçăва ĕçлев рынокĕ экономикăри лару-тăрăва питĕ лайăх туйнинчен пуçлани тĕрĕсрех. 2012 çулта республика экономикин ÿсĕмĕпе çыхăннă ырă туртăмсем Чăваш Енĕн ĕçлев рынокĕнчи лару-тăру аталанăвне ырă витĕм кÿни палăрать. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан çулталăкăн 1-мĕш çурринче промышленноç производствин индексĕ - 115,6, «строительство» ĕç-хĕлĕ 104% танлашнă, вак суту-илÿ калăпăшĕ - 10,1, халăха кÿрекен пулăшу ĕçĕсем - 4,8, халăхăн чăн укçа тупăшĕсем 7,5% ÿснĕ.
Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен йышĕ 5910 çынпа танлашнă, ку çулталăк пуçламăшĕнчи кăтартуран - 26,7, иртнĕ çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчипе пăхсан 48% пĕчĕкрех. Регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайĕ экономика енĕпе вăй питти йышăн 0,86% /2011 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 1,5%/ танлашнă. Ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕх коэффициенчĕ /ĕçлев службин органĕсенче шутра тăракан ĕçсĕр граждансен тата пĕлтернĕ вакансисен шучĕн шайлашăвĕ/ 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи 0,6 единицăран 0,4 единица таран чакнă. Куратăр ĕнтĕ, ку цифрăсем лару-тăрăва лайăх хаклаççĕ.
Апла пулин те лăпланса ларма юрамасть. Кăçал ĕçлев службин органĕсем пулăшнипе 41 пин ытла çынна ĕçе вырнаçтарма палăртатпăр. Патшалăхăн халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă политики кашни гражданина ĕçе вырнаçмалли майсем туса парас тĕллевлĕ - кашниех хăйĕн çемйине, обществăна усă кÿтĕр. Республикăра паян пушă 18 пин ытла ĕç вырăнĕ пур, ĕç паракансене производствăна малалла аталантарма ăста кадрсем кирлĕ.
Ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли хушма мероприятисене çул панă май кăçал Республикăн ĕçлемен инвалидсене, инвалид ачасене пăхакан ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă çынсене ĕçе вырнаçма пулăшмалли тĕллевлĕ программине пурнăçлатпăр. Ун валли уйăрнă укçа виçи - 5,5 млн тенкĕ. Бюджет укçи инвалидсене вырнаçтармалли ĕç вырăнĕсем йĕркелеме каять - кашни ĕç вырăнĕ валли 50 пин тенкĕ таран. Инвалид ачасене пăхакан тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕн ĕç вырăнĕ валли - 30 пин тенкĕ таран. Ятарласа йĕркеленĕ 138 ĕç вырăнĕ тума пăхнă, вĕсенчен 70-шĕ - ĕçлемен инвалидсене, 68-шĕ - нумай ачаллă тата инвалид ачасене пăхакан ашшĕ-амăшне ĕçпе тивĕçтерме.
Ку ĕçе Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин ырми-канми Маргарита Павловна Кузьминых ертсе пыракан регион уйрăмĕпе тачă çыхăну тытса пурнăçлатпăр.
- Çулталăк пуçланнăранпа 7 уйăх ытла иртрĕ, çак программăна пурнăçланин курăмлă кăтартăвĕсем пур-и? Çавнашкал ĕç вырăнĕсене йĕркелес енĕпе хастар организацисене асăнсамăр.
- 2012 çулхи кăрлач-утă уйăхĕсенче халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем инвалидсем, инвалид ачасене пăхакан ашшĕ-амăшĕ тата нумай ачаллă çынсем валли 110 ĕç вырăнĕ йĕркелеме килĕшÿ тунă. Вĕсем тăрăх уйăрнă укçа виçи - 4,5 млн тенкĕ. Чăваш Республикинчи организацисенчи ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсене ĕçлемен инвалидсене вырнаçтарма пулăшмашкăн 1,8 млн тенкĕ уйăрнă, инвалид ачасене пăхакан ашшĕ-амăшĕ валли - 210 пин, нумай ачаллă çынсем валли - 648 пин тенкĕ.
Килĕшÿсене тĕпе хурса ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсене 46 инвалида, инвалид ачасене пăхакан 11 ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă 24 çынна вырнаçтарнă. Граждансен асăннă категорийĕсене ĕçпе тивĕçтермелли хушма майсем йĕркелеме хастар хутшăнакан организацисен шутĕнче - Çĕнĕ Шупашкарти «Беркут 3000» ООО /директорĕ А.В.Дрямин/, «Элита» АУО /директорĕ В.П.Морозова/, А.А.Селезнев уйрăм предприниматель, Канашри «Палан» ООО /директорĕ Д.А.Павлов/, Улатăрти И.Д.Катышева уйрăм предприниматель, Çĕмĕрлери «ШЗСА» АУО /генеральнăй директорĕ Л.Г.Макеева/, Шупашкарти «Акконд-Торг» ООО /директорĕ С.Н.Майраслов/, Етĕрне районĕнчи «Афина» ООО /директорĕ Е.В.Никитин/.
- Тĕплĕнрех каласамăр: ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсем пурин валли те çитмесен инвалидсем, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ тата инвалид ачасене пăхакан ашшĕ-амăшĕ халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенчен пулăшу ыйтнă май мĕн кĕтме пултараççĕ?
- Тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсене вырнаçасси - патшалăх граждансен асăннă категорийĕсене кÿрекен пулăшăвăн хушма мери. Чăваш Республикин 2011-2013 çулсенче халăха ĕçе вырнаçма пулăшмалли тĕллевлĕ ведомство программи унчченхи пекех малалла ĕçлет. Ăна пурнăçланă май та патшалăхăн ĕçе вырнаçмалли пулăшу ĕçĕсемпе усă курассипе, профессие вĕренессипе, социаллă адаптаци мероприятийĕсене тата психологи пулăшăвĕн тренингĕсене хутшăнассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемпе чи малтан инвалидсем, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ тата инвалид ачасене пăхакан ашшĕ-амăшĕ, социаллă хÿтлĕх кирлĕ ытти çын усă курассине палăртнă. Инвалидсене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне тата инвалид ачасене пăхакан ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшни ĕç шырас енĕпе йывăрлăх тÿсекен граждансен ĕçлес хавхаланăвне упраса хăварма, вĕсен социаллă активлăхне, ĕçлев рынокĕнчи конкурентлăхне ÿстерме пулăшать.
2012 çулхи кăрлач-утă уйăхĕсенче Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем 804 инвалида ĕçе вырнаçтарнă, ку - юрăхлă ĕç тупас тĕллевпе пулăшу ыйтнă инвалидсен пĕтĕмĕшле шучĕн 60%. Юрăхлă ĕç тупса парассине инвалидсен пайăр реабилитаци программипе пăхнă сĕнÿсемпе килĕшÿллĕн пурнăçлатпăр. Унсăр пуçне нумай ачаллă тата инвалид ачасене пăхакан 176 ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтарнă. Программа мероприятийĕсене пурнăçланă май ĕçлев центрĕсенче шутра тăракан инвалидсен йышĕ 2012 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 815 çын таран /31,8% чухлĕ/ чакнă. 2011 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ку йыш 1195 çын пулнă. Нумай ачаллă тата инвалид ачасене пăхакан ашшĕ-амăшĕн çакнашкал йышĕ 101-рен 54 çын таран /46,5%/ пĕчĕкленнĕ.
Кăçалхи çу уйăхĕнче Раççей Президенчĕ В.В.Путин темиçе указа алă пусса ĕç тăвакан влаç органĕсене ку енĕпе ĕçе вăйлатма хушрĕ. Федераци центрĕпе малтанлăха калаçса татăлнă тăрăх - Чăваш Республикинче çак тĕллеве пурнăçлама уйăракан укçа-тенке 2013 çулта 2 хут пысăклатма палăртнă, çакă инвалидсене ĕçе вырнаçма пулăшас енĕпе тата çине тăрарах вăй хума май парĕ.
- Тĕплĕ калаçушăн тавах сире, Сергей Петрович, ăнăçусем пулччăр!