Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Пушă ĕç вырăнĕсен шучĕ 3 хут ытла ÿснĕ

Чÿк уйăхĕнче Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службине Раççей Ĕçлев службин «Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ĕç-хĕлĕн 2012 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенчи хăш-пĕр кăтартăвĕ» бюллетенĕ килнĕ. Аяларах Чăваш Енри лару-тăрупа Раççей Федерацийĕнчи тата федерацин Атăлçи округĕнчи вăтам кăтартусемпе танлаштарса паллаштарнă.

Бюллетеньри кăтартусене тишкерни çакна çирĕплетет: Чăваш Республики юлашки çулсенче регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайне чакарас енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче /малалла - ФАО/ лидерсен шутĕнче. Патшалăхăн халăха ĕçе вырнаçма пулăшассипе çыхăннă ĕçĕсемпе усă куракансен шучĕ Чăваш Енре çирĕплетнĕ нормативсенчен çав-çавах пысăкрах, çакă республикăн ĕçлев службин органĕсен пулăшу ĕçĕсем кирлине çирĕплетет.

Ĕçсĕрлĕхпе çыхăннă лару-тăрăва тĕпчени кăтартнă тăрăх - Чăваш Республикинче ĕçлеме пултаракан вăй питти çынсен шучĕ 2012 çулхи çурла уйăхĕнче 675,3 пин çынпа танлашнă, çав шутра экономикăра вăй хураканнисем - 637,6 пин çын /94,4%/. Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев организацийĕн методологине тĕпе хурса шутланă пĕтĕмĕшле ĕçсĕрлĕх шайĕ экономика енĕпе вăй питти йыш тĕлĕшпе 5,6% танлашнă. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне Чăваш Енри пĕтĕмĕшле ĕçсĕрлĕх шайĕ чакасси /-1,3%/ Раççейри /-1%/ тата ФАОри /-1,2%/ вăтам кăтартусенчен пысăкрах пулнă.

Чăваш Республикинче çулталăк пуçланнăранпа ĕçлев службин органĕсенче регистрациленнĕ ĕçсĕр граждансен шучĕ Раççейринчен тата ФАОринчен пысăкрах хăвăртлăхпа чакса пыни палăрнă. Çакă Чăваш Республикинчи экономика лару-тăрăвĕ лайăхланнипе тата халăха ĕçе вырнаçма пулăшмалли программăсене пурнăçланипе сăлтавланнă, ку республикăри ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва ырă витĕм кÿнĕ. Асăннă тапхăрта 2012 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен шучĕ 8062-рен 6432 çын таран чакнă, çак шут чакасси çулталăк пуçламăшĕ тĕлне 79,8% танлашнă /ФАОри регионсен хушшинче виççĕмĕш вырăн/, пĕлтĕрхи çак кăтартупа танлаштарсан - 59,9% /ФАОри регионсен хушшинче пĕрремĕш вырăн/.

Республикăра регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче 1,2% пулнă, утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 0,9% таран чакнă /0,3% пункчĕ чухлĕ/, Раççейре вара - 1,7-рен 1,5% таран /0,2% пункчĕ чухлĕ/, ФАОра - 1,4-ран 1,1% таран /0,3% чухлĕ/. 2012 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕпе Чăваш Ен ФАОри субъектсен хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă /кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне - 3-5-мĕш вырăнсем/.

Ĕç паракансем пĕлтернĕ пушă ĕç вырăнĕсен шучĕ çулталăк пуçламăшĕнчи 5426-ран 2012 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 17862 таран /3,3 хут/ пысăкланнă. Вакансисен шучĕ пĕлтĕрхи çак кăтартуран 47,4% пысăкланнă, ку Раççейринчен /12,2%/ тата ФАОринчен /34,9%/ чылай пысăкрах.

Çавна май Чăваш Енĕн ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕх коэффициенчĕ те 2012 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Раççейринчен /0,7 единица/ тата ФАОринчен /0,5 единица/ пĕчĕкрех пулнă - 0,4 единицăпа танлашнă. Ку кăтартупа эпир ФАОри субъектсен хушшинче иккĕмĕш вырăнта. Пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре çак кăтарту 1,0 единица /Раççейре - 1,0, ФАОра - 0,5/ пулнă - ФАОри субъектсен хушшинче 7-9-мĕш вырăнсем.

Экономика аталанăвĕнчи ырă туртăмсене пула вакантлă ĕç вырăнĕсен шучĕ ÿсни, çавăн пекех ĕçлев службин органĕсем пушă ĕç вырăнĕсемпе çыхăннă информаципе усă курмалли майсене анлăлатас тĕлĕшпе çине тăни /ăна Интернет-хатĕрсенче, халăх йышлă пулакан вырăнсенчи информаци терминалĕсене вырнаçтарни, çĕнетсех пыни, патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе электрон майĕсемпе усă курассине анлăлатни тата ыт.те/ граждансем ĕç тупмашкăн пулăшу ыйтма тÿрремĕнех килнĕ тĕслĕхсен шутне чакарма май панă. Ĕçлев службин органĕсене килсе патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерме ыйтнисен шучĕ 2012 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 31922 çынпа танлашнă, вĕсенчен 27089-шĕ ĕçпе тивĕçтерме ыйтнă - пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 84,1%. Чăваш Енре пулăшу ыйтма килекенсен шучĕ чакассин хăвăртлăхĕ Раççейри /83,6%/ тата ФАОри /81,5%/ вăтам кăтартусенчен пĕчĕкрех.

Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби пулăшнипе 2012 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче ĕç тупнисен шучĕ 21649 çынпа танлашнă /иртнĕ çулхи çак тапхăртин 91,8%, Раççейре - 89,1%, ФАОра - 87,7%/, çав шутра юрăхлă ĕç тупмашкăн регистрациленнĕ граждансем - 13558 çын /асăннă тапхăрта ĕç тупнисен пĕтĕмĕшле йышĕн 62,2%, Раççейре - 59,3%, ФАОра - 62,5%/* ĕçсĕр тесе регистрациленĕ граждансем - 8091 çын /асăннă тапхăрта ĕç тупнисен пĕтĕмĕшле йышĕн 37,4%/.

Иртнĕ çулăн пĕрремĕш çурринчипе танлаштарсан ĕçлев службин органĕсенче профессисене вĕренес енĕпе пулăшу илнисен йышĕ пысăкланнă, çав вăхăтрах Раççей Федерацийĕнче тата ФАОра çак йыш вăтамран пĕчĕкленнĕ. Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин органĕсем вĕренме янă ĕçсĕр граждансен шучĕ 2012 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 2301 çынпа танлашнă, çак тапхăрта профвĕренĕве вĕçленисем - 1584 çын. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 114,9% пулать, Раççейре - 76,9%, ФАОра - 76,6%. Чăваш Республикинче ĕçлев рынокĕнче кирлĕ тата çынсене хăйсен ĕçне йĕркелеме май паракан профессисене кăна вĕрентеççĕ, çавна май профвĕренÿре пулнисем ĕçлев службине пулăшу ыйтма тепĕр хут пынин проценчĕ пĕчĕк. Отчетлă тапхăрта профвĕренÿре пулнă 27 çынна кăна ĕçсĕр тесе йышăннă, ку профессисене вĕреннисен 1,7% пулать /Раççейре - 8%, ФАОра - 5,3%/. Çак кăтарту ФАОра чи лайăххисенчен пĕри.

Чăваш Республикинче общество ĕçĕсене хутшăнакансен йышĕ чакассин хăвăртлăхĕ Раççейри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех. Республикăра кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче тÿлевлĕ общество ĕçĕсене хутшăннисен шучĕ 6779 çынпа танлашнă - иртнĕ çулхи кăтартăвăн 84,4% /Раççейре - 77,2%/. Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче тÿлевлĕ общество ĕçĕсене хутшăннă ĕçсĕр граждансем - 6196 çын, е кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче общество ĕçĕсене хутшăннисен йышĕн 91,4% /Раççейре - 90,6%/. Республикăн ĕçлев службин органĕсем патшалăхăн халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен пахалăхне малашне те лайăхлатса пырĕç.



"Хыпар"
17 ноября 2012
00:00
Поделиться
;