Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Хевтесĕррисене – пулăшу

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрта вăй хуракансем йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене яланах пулăшма тăрăшаççĕ. Игорь Федоров директор пĕлтернĕ тăрăх - хальхи вăхăтра ĕçсĕррисен статусне панă 40 çын шутланать. Вĕсен хисепĕ çулсерен чакать. Юлашки вăхăтра ку йышра аслă пĕлÿ илни сахал мар. Коллектива Игорь Анатольевич Федоров 4 çул ертсе пырать.

Патшалăхăн инвалидсене ĕçпе тивĕçтермелли программи районта ăнăçлă пурнăçланать. Вĕсене ĕçе вырнаçтарасси уйрăмах пĕлтерĕшлине шута илсе çĕр-шыв ертÿçисем те çак ыйтăва тивĕçлипе хаклаççĕ. Инвалидсене ĕçе йышăнас мар тесе предприяти-учрежденин ертÿçисем тĕрлĕ сăлтав шыраççĕ, вĕсен прависене хĕсеççĕ. Сусăррисен хушшинче те ĕçлес текенсем, хăйсене пурăнмалăх укçа-тенкĕ тăвас шухăшлисем çук мар. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутайри ĕçлев центрне çак ыйтупа кăçал 12 инвалид пынă. Районти 3 предприяти вĕсене валли вырăн квотăлассипе ĕçлеççĕ. Вĕсенче хальхи вăхăтра 11 инвалид вăй хурать. Тĕслĕхрен, Коминтерн ячĕллĕ хуçалăхра - 2, райпора - 4, район больницинче 5 çын ĕçлет. Паллах, районта çирĕп аталанакан предприяти сахалли хевтесĕррисене ĕçе вырнаçтарма чăрмав кÿрет. Çапах та центр ку ыйтупа тĕллевлĕ ĕçлет. Тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Вăл шутра пушă ĕç вырăнĕсен ярмăркки. Акă пуш уйăхĕнче 3 ушкăн инваличĕ Юрий Миронов ĕç шыраса пынă. Ăна Лисаев хресчен-фермер хуçалăхне вырнаçтарнă. Палăртма кăмăллă: пуçаруллă фермер центрпа тачă çыхăнура. Акă çур акинче кунта 8 ĕçсĕре илнĕ.

Республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн инвалидсене ятарлă ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессипе Коминтерн ячĕллĕ хуçалăх, райпо, Александр Григорьев предприниматель, Николай Лисаев фермер çаврăнăçуллă. Тĕслĕхрен, Николай Александрович Жижайкин сывлăхĕ хавшанипе инвалид пулса тăнă, хăйĕн вырăнне чылайччен тупайман. Инкеке лекнĕ çын хăй ĕçлемесĕр пурăнайманнине чунпа туйнă, анчах сыввисем те вырăн тупайманнине курса кăмăлĕ хуçăлнă. Йывăрлăха парăнтарма хăнăхнăскер çакăнпа килĕшмен, центра çул тытнă. Игорь Федоров ертсе пыракан коллектив республикăра çак ушкăнрисене ĕçпе тивĕçтерме çул уçса паракан программăпа паллаштарнă. Тĕрĕссипе инвалидсен сывлăхне лайăх кăмăл та сиплет. Вĕсем валли ирттернĕ ваканси ярмăрккинче Н.Лисаев фермер хуçалăхĕнче хуралçă должноçĕ пуррине пĕлтернĕ. Николай Иванович çак программăпа ĕçлеме килĕшнĕ. Халĕ территорире каçхи хуралçă валли курав камерисем, компьютер техники вырнаçатрнă. Н.Жижайкин та кăмăллă. «Тинех хама ыттисемпе тан туя пуçларăм. Кунĕпе килте тăвăнса лармастăп», - тет вăл кăмăллăн.

Фермер хуçалăхĕнчи хуралçă тулли кăмăлпа ĕçе çÿрет. Патшалăхăн программипе килĕшÿллĕн компьютер хатĕрĕсене кунта йăлтах тÿлевсĕр вырнаçтарнă. Питех те меллĕ, инвалидăн та ĕçлеме тивĕçлĕ условисем пур. Тĕллевлĕ программа ĕçлеме пултаракан кашни инвалида вырăн туса пама 67 пин тенкĕ парать. Кăçал районти ĕçлев центрне 4 инвалида ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме укçа-тенкĕ уйăрнă. Акă Александр Григорьев предприниматель те çак программăна тĕпе хурса стройматериал сутакан лавккара сусăр ачана пăхакан хĕрарăма ĕç вырăнĕ туса панă. Халĕ вăл кунта товароведра тăрăшать. «Компьютерпа ытти оборудовани кулленхи ĕçре самаях çăмăллăх кÿреççĕ», - тет А.Григорьев предприниматель.

Игорь Федоров директор пĕлтернĕ тăрăх - районти предприятисем çитес çул валли ку енĕпе заявкăсем кăçалах панă. Эппин, патшалăхăн пулăшăвĕ пуриншĕн те усăллă.

Центр специалисчĕсем районти инвалидсен пĕрлешĕвĕпе тачă çыхăну тытаççĕ, хевтесĕррисене пулăшупа туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ.

 

Юлия МАРЕЕВА



"Хыпар"
21 августа 2013
09:30
Поделиться
;