Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Арлăх тата ÿсĕм пирки

«Секретарь-референт кирлĕ, 30 çула çитмен хĕре йышăнатпăр». «40 çула çитмен арçынна менеджера илетпĕр» - Раççейĕн ваканси шыракан çыннисем çакнашкал пĕлтерÿсене хăнăхса çитрĕç ĕнтĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенсен: «Пикеçĕм, эсĕ çут çанталăк пÿрнипе сарă çÿçлĕ-и? Апла тăк чăнласах йышăнатпăр», - йышши «чуралăх» ыйтăвĕсем те чылайăшĕшĕн кĕтменлĕх мар.

Экспертсен кăтартăвĕсем тăрăх - кунашкал дискриминаципе Раççейĕн ĕç шыракан çыннисен 50 процентĕнчен кая мар тĕл пулать. Чи малтанах - ÿсĕм паллипе, унтан - çемьеллĕ пулнине кура, кайран - арлăх тăрăх, юлашкинчен - нацилĕхпе. Çапла вара цивилизаци çĕр-шывĕсенче Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕ вакансисем çинчен çынна мĕскĕнлетекен чикĕсемлĕ пĕлтерÿсене пама чарасси пирки сĕннине тĕпе хураççĕ пулсан, пирĕн патра ăна халĕччен сĕмсĕррĕн пăснă. Тинех ку çитменлĕх пĕтет - федерацин çакăнпа çыхăннă саккунĕ вăй илчĕ.

- Федерацин 2013 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнчи 162-мĕш саккунĕ пушă ĕç вырăнĕ е ваканси должноçĕ пурри çинчен арлăхпа, расăпа, ÿт тĕсĕпе, нацилĕхпе, чĕлхепе, ăçтан тухнипе, пурлăх, çемье, социаллă, должноç лару-тăрăвĕпе, ÿсĕмпе, пурăннă вырăнпа, тĕне ĕненнипе, шухăшлавпа, общество пĕрлешĕвĕсенче е социаллă пĕр-пĕр ушкăнра тăни-тăманнипе правасене уççăн е систерсе чикĕлекен е мала хуракан кăтартусемлĕ информацие сарма чарать. Çыннăн ĕç пахалăхĕпе çыхăнман ытти сăлтавпа та, правасем е тивĕçсем тĕлĕшпе федераци саккунĕнче чикĕленине е мала хурассине палăртнисĕр пуçне çапла тума юрамасть, - ăнлантарать Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин контроль тата правăпа тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Владимир Артемьев. - Çĕнĕ саккуна пăхăнмасăр пушă ĕç вырăнĕ е ваканси должноçĕ пирки дискриминаци сĕмлĕ чикĕ пур информацие саракансене административлă майпа явап тыттараççĕ. Граждансемшĕн штраф пилĕк çĕр тенкĕрен тытăнса пин тенкĕ таран, должноçри çынсемшĕн - виçĕ-пилĕк пин, юридици сăпатĕнче тăракансемшĕн - вунă-вун пилĕк пин.

Саккуна пăхăннине право йĕркине сыхлакансем кăна мар, патшалăхăн ĕçлев служби те тĕрĕслесе тăрать. Ваканси пирки пĕлтернĕ информацие пичетре кăларнине, радиопа тата телекуравпа каланине, кинопрограммăсенче кăтартнине тата массăллă информацин ытти хатĕрĕ пĕлтернине, çавăн пекех Интернет сетĕнче, телекоммуникаци çыхăнăвĕ урлă листовкăсем тата буклетсем, общество вырăнĕсенче тата ытти çĕрте хăмасем çине çакса сарнине çирĕп тĕрĕслесе тăрĕç.

Дискриминаци сĕмлĕ кăтартусене тупсан федерацин çĕнĕ саккунĕн нормисемпе килĕшÿллĕн ĕçпе тивĕçтерекенсене /уйрăм çынсене тата юридици сăпатĕнче тăракансене/ кăна мар, массăллă информаци хатĕрĕсен редакцийĕсене, сайт хуçисене е вĕсен уполномоченнăйĕсене те явап тыттараççĕ. Енчен те массăллă информаци хатĕрĕн редакцийĕ уйрăм çын е юридици сăпатĕнче тăракан мар тăк информаци дискриминацийĕшĕн асăннă пичет кăларăмĕн учредителĕн е тĕп редакторĕн явап тытма тивет.

Халăх йышлă çÿрекен вырăнта вакансисем пирки «дискриминации» листовкине çыпăçтарса çÿрекенсен те, урăхла каласан çивĕч промоутерсен, саккунран çăмăллăх кĕтмелли çук. Вĕсем çапла тунине çирĕплетсен - штраф тÿлеттереççĕ. Ашшĕ-амăшне ĕçчен ачи: «Эпир юлташсемпе уроксем хыççăн укçа тума шухăшларăмăр - суту-илÿ çуртĕнче листовкăсем валеçетпĕр», - тенине илтсен те сисчĕвленмелле. Кун пек чухне çул çитмен çамрăка хăш листовка çемьене тупăш илсе килнине, хăшĕ тăкак кÿнине тата кăмăла хуçнине тĕплĕн ăнлантарса памалла.

Пĕтĕмлетсе каласан - çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн пушă вырăнсем пирки пĕлтерекен пичет продукцийĕнче дискриминаци сĕмĕ пуррине палăртма тата хаклама ансат.

 

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.



"Хыпар"
24 августа 2013
17:09
Поделиться
;