Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Тĕллевĕмĕр пархатарлă

Кăçалхи 9 уйăхра Вăрнар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтса 968 çын пынă. Ĕç шыракансен йышĕнче организацирен хăйсен ирĕкĕпе е икĕ енĕ килĕшсе татăлнипе кайнисем - 31,8%, 14-18 çулсенчи çамрăксем - 41,8%, предприятие хупнипе е штата пĕчĕклетнипе кăларса янисем - 3,2%, профессин тĕрлĕ шайри пĕлĕвĕн вĕренÿ заведенине пĕтернĕ хыççăн ĕçлеме тытăнманнисем - 2,7%, социаллă хÿтлĕх уйрăмах кирлисем /нумай ачаллă тата пĕччен ашшĕ-амăшĕ, сусăрсем, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çывхаракансем, тĕрмере ларса тухнисем, çар службинчен таврăннисем тата вĕсен çемйисен членĕсем/ - 9%, граждансен ытти категорийĕ - 11,5%. Асăннă служба Вăрнарсене ĕçлĕ тăвас тĕллевпе пурнăçлакан мероприятисемпе центр ертÿçи Римма Валерьяновна Евсеева паллаштарать.

 

Ведомство программипе килĕшÿллĕн

 

Чăваш Республикин 2013 çулта халăха ĕçлĕ тумалли тĕллевлĕ программине пурнăçласа пирĕн специалистсем 838 çынна вырнаçтарнă. Ку кăтарту çулталăкри заданин 83,9 проценчĕпе танлашать. Унăн уйрăм мероприятийĕсене илес тĕк общество ĕçĕсене 140 çынна /78,2%/ янă, 14-18 çулсенчи 388 çамрăка /97%/ тата ĕç тупма уйрăмах кансĕр 10 граждана /88,5%/ вăхăтлăх вырнаçтарнă, професси училищи тата ятарлă вăтам пĕлÿ заведенийĕ пĕтернĕ 5 специалиста /71,4%/ стажировкăна, çĕр-шывăн ытти регионĕнче 19 çынна /76%/ йышăннă, 1 çемьене çĕнĕ çĕре куçма, вырăн тупма пулăшнă тата багаж илсе кайма, суточнăй шучĕпе 7 пин тенкĕ ытла тÿленĕ.

Унсăр пуçне 3 ĕçсĕре пĕчĕк бизнес йĕркелемешкĕн 58,8-шар пин тенкĕ субсиди панă, профессие вĕренмешкĕн 84-ăн /106,3%/ кайнă.

Кăçалхи иккĕмĕш çур çултан тепĕр çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртетпĕр: пенсионерсене хăйсем кăмăллакан специальноç енĕпе пĕлÿ паратпăр. Хальлĕхе ку енĕпе пĕрне кăна пулăшма палăртнă, çитес çул кăтарту самаях ÿсмелле. Ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ 14 хĕрарăм центр сĕннипе ăсталăха ÿстерме пултарчĕ. Вĕсен йышĕнче ĕç хутшăнăвĕсенче тăракансем те пур.

Професси ориентацине 684-ăн илчĕç, тренингсене хутшăнса 50-ăн психологи хÿтлĕхне тивĕçрĕç.

Ваканси ярмăрккисен усси пысăккине пурте туяççĕ. Кăçал вĕсене 6 хут пухнă. Тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çывхаракансене, шкул е техникум-институт пĕтернисене, ĕçрен кăларса яма хатĕрленекен граждансене мини-ярмăрккасене йыхравлатпăр. Ĕçсĕр шутланакан 3 çынна пенсие маларах кăларнă.

Районта официаллă йĕркепе регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен йышĕ кăçал чакнă, паянхи кун тĕлне асăннă кăтарту 147-пе /2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче - 167/ танлашать. Сăмах май, Чăваш Ен ку енĕпе Раççей субъекчĕсен хушшинче 7-мĕш вырăн йышăнать, федерацин Атăлçи округĕнче - 3-мĕш.

Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ районти вăй питти халăх йышĕпе шайлаштарсан 0,7% пулнă /республикăра вăтамран - 0,7%/.

Рабочисене кăçал ытларах ыйтаççĕ, организацисенче вĕсем çитмеççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенсем 2013 çулта центрăн ваканси банкне 1233 пушă вырăн /пĕлтĕр - 1116/ пурри çинчен пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра унта - вакансисен 369 единици.

Служба центрĕ Чăваш Республикин 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕ квотăласси çинчен» 68-мĕш саккунне пурнăçланине тĕрĕслесе тăрать. Кăçал райпона, аш-какай комбинатне, «Август» фирмăна, хутăш препаратсен заводне, тĕп больницăна, «Янгорчино» ЯХПКна, психоневрологи интернатне, почтамта 23 сусăра йышăннă, задание 100% тултарнă.

Республикăн тĕллевлĕ программипе 2013 çулта тата 3 инвалида ятарласа хатĕрленĕ вырăнсене «Мария», «НадеждаÇ» тата «Выбор» ОООсенче илнĕ. Вĕсене хăтлă условисем туса памашкăн 67 пин тенкĕ куçарнă.

Район халăхне ĕçпе тивĕçтермелли полномочисене пурнăçламашкăн 2013 çулта 16693 пин тенкĕ тăкаклама палăртнă, çав шутра Чăваш Республикин 2012-2013 çулсенчи «Халăх ĕçлевне пулăшасси» патшалăх программин мероприятийĕсем валли - 11083 пин.

Çапла вара кăçал 999 çынна ĕçлĕ тумалла, професси ориентацийĕ тата психологи хÿтлĕхĕ 775 граждана памалла, рынок ыйтакан профессисене вĕренмешкĕн 66 ĕçсĕре, ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускри 14 хĕрарăма ямалла.

 

Çамрăксене - витĕмлĕ пулăшу

 

Ведомствăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн районта кăçал çул çитмен 400 çамрăка вăхăтлăх вырнаçтармалла, пĕлтĕр ку кăтарту 345-пе танлашнă. Çак тĕллевпе служба центрĕн ĕç сĕнекенсемпе килĕшÿ çирĕплетмелле. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 400 вырăн йĕркелеме 18 организаципе тата вĕренÿ учрежденийĕпе калаçса татăлнă.

Ĕçлев центрĕ ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе çул çитмен çамрăксене хутшăнтаракан вăхăтлăх ĕçсене йĕркелесси, вĕсем мĕнлерех пуласси пирки тăтăшах калаçу ирттерет. Кунашкал хыпарлава сайтра, центрăн ятарлă стендĕнче, массăллă информаци хатĕрĕсенче тупма пулать. Пирĕн специалистсем те çакăн çинчен шкулта вĕренекенсемпе ирттерекен профориентаци мероприятийĕсенче пĕлтерсех тăраççĕ, ăнлантарса параççĕ. Çул çитменнисене ятарлă хатĕрленÿ кирлĕ мар профессисемпе йышăнаççĕ. Вĕсем шкул, ял-поселок территорийĕсене тирпей-илем кĕртеççĕ, тасатаççĕ, тимуровецсен юхăмне хутшăнаççĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, пуç хунă çар çыннисен çемйисене, аслă ăрурисене социаллă пулăшу параççĕ тата ытти те.

Йывăр условисенче пурăнакансене тата теветкеллĕх ушкăнне кĕрекенсене - тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене, ĕçсĕр граждансен ывăл-хĕрне, тулли мар, тăнăçсăр тата йышлă çемьесенче çитĕнекенсене, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисенче учетра тăракансене чи малтанах вăхăтлăх ĕçлемешкĕн май туса пама тăрăшатпăр. Çапла майпа çулталăк пуçланнăранпа 388 çамрăк /233-шĕ - 14-15, 155-шĕ - 16-17 çулсенче/ вĕренÿрен пушă вăхăтра хăйсене тыткаламалăх укçа ĕçлесе илме пултарчĕ. Вĕсем поселокри 1-мĕш, 2-мĕш вăтам шкулсенче, Вăрнар хула, Калинин ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче, И.Федоров, В.Павлов хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, «Интех», «Агрохмель» ОООсенче тăрăшрĕç.

Чăн та, юлашки вăхăтра 14-18 çулсенчи çамрăксене вырнаçтарма йывăрлансах пырать. Ку енĕпе сиксе тухакан чăрмав - предприяти ертÿçисем çул çитменнисене йышăнасшăн пулманни. Çакăн сăлтавĕ - ĕç сыхлавĕ тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла, чи пĕчĕк шалуран кая мар тÿлемелле, ĕçлев саккунĕсене çирĕп пăхăнмалла. Çаксене район прокуратури тĕрĕслесех тăрать.

Çул çитмен çамрăксене вĕренÿрен пушă тапхăрта вăхăтлă ĕçе хутшăнтармашкăн йĕркеленĕ мероприятисене пурнăçлама кăçал республика бюджетĕнчен Вăрнарсем валли 295 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Вырăнти бюджет поселокри 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулсене 60 пин тенкĕ панă. Пĕрремĕшĕнче çĕртме уйăхĕнче - 29-ĕн, иккĕмĕшĕнче 45-ĕн территорие тирпей-илем кĕртнĕ. Икшер эрне тăрăшса шалупа пĕрле центрăн укçа хавхалантарăвне - 1,2-1,5 пин тенкĕ илнĕ. Халĕ çамрăксем «Интех» ОООра тата И.Федоров хресчен-фермер хуçалăхĕнче вăй хураççĕ. Вĕсене ĕçсĕрлĕх пособийĕн 1,5 виçипе е пĕр ача пуçне 1275 тенкĕпе хавхалантараççĕ. Ĕçе вырнаçтарнă çамрăксен лицевой счечĕсем çине паянхи кун тĕлне 98 пин тенкĕ куçарнă.

Сăмах май, ĕçсĕрлĕх пособийĕн чи пысăк виçи - 4900, чи пĕчĕкки 850 тенкĕпе танлашать.

Халăха ĕçлĕ тăвассипе çыхăннă программа мероприятийĕсене ăнăçлă пурнăçласа пирĕн коллектив ĕç рынокĕн кăтартăвĕсене иртнĕ çулхи шайран ирттерес тĕллевлĕ. Çакна çĕнсе илмешкĕн пултармаллах, мĕншĕн тесен специалистсен ăсталăхĕ пысăк, пултарулăхĕ иксĕлми. Партнерсем те шанчăклă. Унсăр пуçне Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿлĕхĕ витĕмлĕн пулăшать.

 

Валентина СМИРНОВА хатĕрленĕ



"Хыпар"
12 октября 2013
15:15
Поделиться
;