Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Психологи пулăшăвĕ те пĕлтерĕшлĕ

Çын тĕрлĕ сăлтава пула ĕçсĕр юлсан унăн кăмăлĕ пусăрăнать. Пĕр çĕре кайса пăхать вăл, тепĕр çĕре... - ваканси çукран этем пушшех кулянма пуçлать, лару-тăрăва ырă еннелле улăштарас тесен чи малтан мĕн тумаллине те пĕлмест.

Шăпах çавăн пеккисене пулăшас тĕллевпе Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр социаллă адаптаци енĕпе мероприятисем ирттерет. Тĕслĕхрен, ĕçсĕррисем валли тренингсем йĕркелет. «Ятарласа психолог чĕнсе илетпĕр. Специалистсем çынсене ĕç çухатнин япăх витĕмне чăтса ирттерме, хăйсене тивĕçлипе хакламашкăн хăнăхтараççĕ. Ĕç шыранă чухне хăйсене мĕнле тытмаллине, еплерех калаçмаллине, резюме мĕнле çырмаллине тата ыттине - йăлтах тĕплĕн вĕрентеççĕ. Психологи пулăшăвĕ илнĕ хыççăн ĕçсĕррисем хăпартланса каяççĕ, кăмăлĕ те лайăхланать вĕсен», - каласа кăтартать центр директорĕ Марина Васильева.

Кăçал нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче центр Шупашкар хулинчи «Аспект» вĕренÿ-методика центрĕн психологĕсемпе пĕрле «Ăнăçу санран пуçланать» тренинг ирттернĕ. Унта 10 çын хутшăннă. Вĕсем çитĕнÿ принципĕсемпе паллашнă, ăнăçсăрлăх сăлтавĕсене тишкерме вĕреннĕ. Н.Мешкова психолог вĕсене тĕллев лартассин тата ăна пурнăçа кĕртессин технологийĕ пирки каласа кăтартнă. Кăçал пĕтĕмпе 40 гражданина психологи пулăшăвĕ кÿресшĕн. Психолог ĕçсĕр хăш-пĕр гражданина уйрăм консультаци те парать.

Социаллă адаптаци программисем тăрăх ушкăнсем йĕркеленĕ чухне граждансен категорине, вĕсен ÿсĕм критерийĕсене, вĕренÿ шайне тата ĕçсĕррисен йышĕнче тăнин тапхăрне шута илеççĕ. Занятисене ĕçлĕ тата роль вăййисем, видео- тата семинар-тренингсем евĕрлĕ ирттереççĕ. Асăннă программăсене ĕç шыранă чухне тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулакан, пĕрремĕш хут ĕç шыракан, нумай вăхăт /çулталăк ытла/ вăй хуман хыççăн тепĕр хут ĕçлеме пуçлас текен çынсен чи малтан хутшăнма ирĕк пур. 2013 çулта социаллă адаптаци мероприятийĕсене ĕçсĕр 20 гражданин хутшăннă, çав шутран 15-шĕ - хĕрарăм, 4-шĕ - 16-29 çулсенчи çамрăксем. Ятарлă программăсем хыççăн 10-шĕ ĕçе вырнаçнă. 2014 çулта ĕçсĕррисен шутĕнчи 20 çынна социаллă адаптаци пулăшăвĕ пама палăртнă.

Социаллă адаптаци енĕпе тата психологи пулăшăвĕ илес текенсене Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта çак адреспа кĕтеççĕ: Елчĕк ялĕ, Октябрь урамĕ, 13 çурт.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА



"Хыпар"
20 марта 2014
16:56
Поделиться