Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Ачаллă çемьесене пулăшса

Ачаллă çемьесене пулăшса

Ачаллă çемьесене пулăшассипе тунă çĕнĕлĕхсенчен пĕри - пĕрремĕш ачашăн пособи тÿлеме тытăнни.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ-нчен тытăнса, пысăк мар тупăшлă çемьесем çемьен пĕр членĕ пуçне тивекен тупăш пурăнма кирлĕ минимумăн 1,5 хут пысăклатнă виçине çитмест пулсан/ уйăхсерен паракан 8 пин те 910 тенкĕ-пе танлашакан тÿлеве ача 1,5 çула çитиччен илме пултараççĕ. Çавна валли ашшĕ-амăшĕн заявлени çырмалла. Чăваш Енре ку правăпа çĕршер çемье усă курма пултарчĕ. Пирĕн районта ку пулăшупа икĕ çемье 17820 тенкĕлĕх/ усă курма пуçларĕ.

Çемьере çуралнă е усрава илнĕ виççĕмĕш тата хыççăнхи ачасемшĕн те тÿлесе тăма тытăнчĕç. Çакă вăл республика ертÿлĕхĕ ку ыйтупа РФ Правительствипе тачă çыхăнса ĕçленĕ пирки май килчĕ. Пособи 8 пин те 365 тенкĕпе танлашать. Тăвай енре пурăнакан 78 çемье ?695 пин те 448 тенкĕлĕх/ палăртнă тÿ-леве илме пуçланă. Çак шутран ăна 2017 çулта çуралнă 25 ачана параççĕ.

Ача çураласлăха ÿстерме тивĕç малтанхи мера вăл амăшĕн капиталне туса хуни. Пирĕн республикăра ача амăшĕн капиталĕн сертификачĕпе 4 пин те 600 çемье усă курма пултарчĕ. Ача амăшĕн капиталĕн программи вĕçленчĕ. Раççей Президенчĕ демографие лайăхлатассипе, амăшĕсене тата ачасене хÿтĕлессипе çĕнĕ пуçарусем турĕ. Пĕрремĕшĕ - амăшĕн капиталĕн программине 2022 çулччен тăсни. Республикăри амăшĕн капиталĕпе çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районти пилĕк çемье усă курнă, тăваттăшĕ - пурăнмалли çурта реконструкцилеме е тума, пĕри вара ипотека кредичĕн процентне тÿлеме янă амăшĕн капиталне.

х х х
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн, ак, районти ЗАГСра çамрăк çемьесене чысланă.
Чÿкçырминчи Алина Васильевнапа Алексей Юрьевич Матвеевсен виçĕ хĕр çитĕ-нет. Вĕсене тÿлевсĕр çĕр пайĕ илме сертификат парса тивĕçтерчĕç ?сăн ÿкерчĕкре/.
Çĕнĕ Пуянкассинчи Маринăпа Александр Романовсен çемйинче пĕрремĕш ача çут тĕнчене килнĕ. Мăшăр ача çурални пирки çирĕплетекен акт çине алă пуснă.
Асăннă çемьесене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, Тăвай енри хĕ-рарăмсен канашĕн председателĕ Т.Иванова, ЗАГС пайĕн заведующийĕ В.Новикова саламланă.



13 марта 2018
12:16
Поделиться
;