Çемье çирĕплĕхĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре ши
Çемье - халăхăн тата патшалăхăн тĕрекĕ. Чăвашсен хушшинче çемье халалĕсем яланах çирĕп пулнă. «Çак тупрана упрăр», - тенĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев. Çирĕп çемьере çеç телейлĕ ăру çитĕнет. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан, Раççей шайĕнчи конкурсра «Нумай ачаллă çемье» номинацире çĕнтернĕ ултă ачаллă Ананьевсем патĕнче манăн ĕçтешсем хăнара пулчĕç, çемье çирĕплĕхĕн вăрттăнлăхне тĕпчерĕç.