Халăха социаллă пулăшу паракан центрсене - автобуссем

Халăха социаллă пулăшу паракан центрсене - автобуссем

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ умĕнче республикăри халăха социаллă пулăшу паракан центрĕн ертÿçисене çĕнĕ автобус уççийĕсене савăнăçлă лару-тăрура пачĕç.

Ку автобуссемпе центр ĕçченĕсем ялсенче пурăнакан, 65 çултан аслăрах çынсене медицина учрежденийĕсене илсе çитерĕç. Машинăсене «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру» проекчĕпе килĕшÿллĕн пачĕç.

Мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăнчĕ. Иван Борисович Патăрьел, Вăрнар, Куславкка, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Тăвай, районсенчи халăха социаллă пулăшу паракан центрĕсен ертÿçисене çĕнĕ, 6 вырăнлă Газель Луидор автомашинăн уççийĕсене пачĕ. Çакна та палăртмалла: машинăна икĕ инвалид кÿми вырнаçать. Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай, Шупашкар районĕсенчи, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрĕн ертÿçисене 5 вырăнлă Лада Куб автомашина уççийĕсем тивĕçрĕç. Ку машинăна пĕр инвалид кÿми вырнаçать.



Хыпар