Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Республикӑра аслӑ ҫултисем валли ятарлӑ сатик ӗҫлет



Тивӗҫлӗ канурисен килте пӗччен кичемленсе лариччен пӗр-пӗринпе чун туличчен хутшӑнма май пур. Республикӑра аслӑ ҫултисем валли ятарлӑ сатик ӗҫлет. Вӑл Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта вырнаҫнӑ. Унта ҫӳрекенсен кӑмӑл-туйӑмӗпе Ирина Николаева корреспондент кӑсӑкланчӗ.

Ирина Николаева, Екатерина Янгалакова

Ача сатӗнчи пекех ирхине кунта кам пуррипе ҫуккине палӑртаҫҫӗ. Пӗчӗккисен ушкӑнӗнчи евӗрех, аслӑ ҫултисем хӑйсене мӗнле туйнине вӗсене пӑхакансем тимлӗ сӑнаҫҫӗ. Юн пусӑмне темиҫе хутчен те тӗрӗслеме тивет: кирек епле ӗҫ е хыпар ватӑсене пӑлхантарма пултарать. 80-ри Роза Андреева мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен медицина сестри пулнӑ, ҫулсем пусса пынине пытармасть, ҫавӑнпа хӑйне тимлӗх уйӑрнипе кӑмӑллӑ.

Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта кӑнтӑрла 2-3 сехетлӗх килсе каймалли уйрӑм яланах ӗҫленӗ, анчах унта ҫӳрекенсен тӑванӗсем кун каҫмалли ушкӑн уҫма час-часах ыйтнипе 2017-мӗш ҫулта сатик йӗркелесе янӑ. Уйӑхсерен кунта 6-7 ҫын, ытларах кинемисем, пулаҫҫӗ.

Вӑхӑта усӑллӑ ирттерме сатикре ятарлӑ кун йӗрки ҫирӗплетнӗ. Аслӑ ҫултисен сывлӑхне ҫирӗплетессине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Тӑтӑшах хускану туни, урамра е паркра уҫӑлса ҫӳрени, курӑк чейӗ ӗҫни - ҫакӑ пӗтӗмпех витӗм кӳрет.

Лайӑх кӑмӑл-туйӑм ваттисене тӗрлӗ хумханӑва ҫӑмӑллӑнах ирттерсе яма пулӑшнине палӑртать Ирина Вершинская психолог. Аслӑ ҫултисемпе вӑл тренингсем ирттерет, ҫав шутра аталантармалли, вӗрентмелли е лӑпланмалли хӑнӑхтарусем пурнӑҫлаттарать. Ваттисен сатикне пӗччен пурӑнакан е юлакан аслӑ ҫулти тата сусӑр ҫынсем валли йӗркеленӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан миҫе ҫулти пӗлтерӗшлӗ мар. Ҫавах та кунта пурне те йышӑнма пултараймаҫҫӗ.

Тӳлев шутне кӑнтӑрла вӗри апат ҫини те кӗрет. Ваттисен сатикӗнче, ачасенни пекех, ҫывӑрса канма та май пур. Анчах аслӑ ҫултисем ыйха путма васкамаҫҫӗ: хӑшӗ ҫӗрле ҫывӑрса каяймасран шикленет, теприсем вӑхӑта пӗр-пӗринпе калаҫса е юрласа ирттерме кӑмӑллаҫҫӗ.



ГТРК "Чувашия"
26 сентября 2019
11:26
Поделиться
;