Чăваш Республикинче çулталăк пуçланнăранпа вăхăтлăх общество ĕçĕсене 4637 çынна вырнаçтарнă

Чăваш Республикинче çулталăк пуçланнăранпа вăхăтлăх общество ĕçĕсене 4637 çынна вырнаçтарнă

Ĕç шырасси вăраха тăсăлсан, кăтартăвĕ пулмасан ĕçпе тивĕçтерекен служба халăха вăхăтлăх ĕç тупса парас тĕллевпе тӳлевлĕ общество ĕçĕсем йĕркелет. Ку — вăхăтлăх усăллă ĕç, унта хутшăнма професси хатĕрленĕвĕ кирлĕ мар.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр вăхăтлăх ĕç вырăнĕ сĕннĕ организацисемпе килĕшӳ алă пусать. Çынна юрăхлă тĕрĕс ĕç суйласан чылай чухне унăн ĕç биографийĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланать. Сроклă килĕшӳпе ĕçлени çынна хăйне кăтартма, çав организацие ĕçе вырнаçма май парать.

Общество ĕçĕсенче вăй хуракан ĕçсĕр çын шалу илет, ку ĕç ăна юрăхлă мар тăк вăл ĕçсĕррисен пособине те тивĕçет. Тепĕр майлă каласан, хушма тупăш тума май пур. Кунсăр пуçне ĕç /страхлав/ стажĕ упранса юлать.

Общество ĕçĕсенче тăрăшакан çынна федераци саккунĕнче палăртнă ĕçшĕн тӳлемелли чи пĕчĕк оклада тата пурнăçланă ĕçе кура шалу параççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăра 6 уйăхран ытларах шутра тăракан тата ĕçсĕр пек пособи илмен çынсен общество ĕçне хутшăнас шанчăк пысăкрах. Инспектор общество ĕçне янă чухне гражданинăн сывлăхне, ӳсĕмне, професси тата ытти уйрăмлăхне шута илет.

Ĕç условийĕсене палăртакан тĕп документ — ĕçсĕр çын тата ĕçпе тивĕçтерекен алă пуснă сроклă килĕшӳ. Унта правасене, тивĕçсене, мĕнле ĕç пулнипе унăн калăпăшне, тапхăрне, условисене, шалу виçине палăртаççĕ. Сроклă килĕшӳ вăйра чухне ĕçпе тивĕçтерекен ĕçлекен çыннăн квалификацинетĕрĕслеме, унăн ĕç тата харпăр пахалăхĕсене хаклама пултарать.

2021 çул пуçланнăранпа Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр професси хатĕрленĕвĕ кирлĕ мар вăхăтлăх общество ĕçĕсене 4637 çынна вырнаçтарнă, ĕçсĕр тата ĕç шыракан çынсене пулăшакан программăна хутшăнакан предприятисемпе, организацисемпе 1049 килĕшӳ тунă. 2021 çулхи чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекенсем вăхăтлăх общество ĕçне хутшăнакансем валли 3996 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Çав шутран Шупашкарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба çулталăк пуçланнăранпа ĕçпе тивĕçтерекенсемпе 272 килĕшӳ алă пуснă, 1160 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ, 1131 çынна ĕçе вырнаçтарнă.

Общество ĕçĕсене промышленноç производствинче, строительствăра, социаллă тата йăла пулăшăвĕ кӳрекен тытăмра, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра йĕркелеççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр общество ĕçĕсене хутшăнакан ĕçсĕр çынсене уйăхне 3000 тенкĕ парса пулăшать.

Общество ĕçĕсем пирки тĕплĕнрех пĕлес тесен хăвăр регистрациленнĕ вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра каймалла. Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр уйрăмĕсен телефон номерĕсем czn.cap.ru сайтра «ОТДЕЛЫ» пайра пур.



Хыпар
25 ноября 2021
15:16
Поделиться