Эсир хăвăрăн ĕçе йĕркелесшĕн-и? Ку ĕмĕте халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта пурнăçа кĕртĕр

«Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевлĕхĕ пирки» саккунра патшалăх ĕçсĕр çынсене услам ĕçне пуçармашкăн пулăшассине палăртнă. Эсир ĕçсĕррин статусне илнĕ хыççăн услам ĕçĕ пуçарма шухăшларăр тăк харпăр усламçă, юридици сăпачĕ, хресчен-фермер хуçалăхĕ, професси тупăшĕшĕн налук тӳлекен пек халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем сире:

— предприниматель ĕçне йĕркелессипе çыхăннă саккунсемпе, нормативлă документсемпе паллаштарĕç;

— харпăр ĕçе пуçармашкăн кирлĕ профессионал хатĕрленӳ пирки информаци парĕç;

— эсир психологи тĕлĕшĕнчен услам ĕçне йĕркелемешкĕн мĕн чухлĕ хатĕр пулнине ăнланма пулăшĕç;

— кирлĕ пулсан бизнес-план хатĕрлеме пулăшĕç;

— пĕр хутчен тӳлев парĕç.

2022 çулхи пуш уйăхĕнчен ĕçсĕр çынсене харпăр ĕçе йĕркелемешкĕн укçан пулăшма палăртнă. Ĕçсĕр çынсене паракан тӳлев 97 пин тенкĕпе танлашĕ, ĕçсĕр сусăрсен вара — 133 пин тенкĕпе.

Ĕçсĕр тесе йышăннă çынна пĕр хутчен тӳлев панă чухне хăш-пĕр условисене пăхăнмалла:

çыннăн 18 çултан кĕçĕнрех пулмалла мар; 

предприниматель ĕçне уçас кăмăл пулмалла;

хăш енĕпе ĕçлессине суйласа бизнес-план е техника-экономика никĕсĕ хатĕрлемелле;

харпăр усламçă, юридици сăпачĕ е хресчен-фермер хуçалăхĕ пек регистрациленмелле, ятарлă  професси е хушма професси пĕлĕвне илекенсенналук режимĕпе усă урмалла;  ку ĕçе вĕçлемелле (професси пĕлĕвĕ илекен ĕçсĕр çынсем валли).

Пĕр хутчен тӳлев илес тесен заявлени çырмалла тата хăвăр регистрациленнĕ вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра документсем илсе килмелле. Пулас предпринимателе ятарлă комисси чĕнсе илсе субсиди парас ыйтăва татса парĕ.



Хыпар
25 ноября 2021
15:14
Поделиться