Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Элӗксем мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ уява пухӑнчӗҫ

Хӑйсен тӑрӑхӗнчен тухнӑ сумлӑ ҫынсене, ӗҫре палӑрнисене чысларӗҫ. Элӗксем хӑйсен тӑрӑхӗнчен тухнӑ пултаруллӑ, тӑрӑшуллӑ ентешӗсене хисеплеҫҫӗ, вӗсемпе мӑнаҫланаҫҫӗ. Район пурнӑҫӗпе паллаштарас тесе "Вирьял" журнал кӑларса тӑраҫҫӗ. Уявра Элӗк тӑрӑхӗ пирки ҫырнӑ кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех ӑстасене йыхравланӑ кунта. Вӗсен ӗҫӗсем кашнинех кӑсӑклӑ пулчӗҫ. Чӑваш Республикин Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова Трактор музейӗн директорне Альберт Сергеева Сӑрпа Хусан хӳтелев чиккине тунӑранпа 80 ҫул ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе наградӑларӗ. Элӗк тӑрӑхӗнчи пултарулӑх тытӑмӗнче тӑрӑшакансене культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова саламларӗ. Ҫавӑн пекех уявра Элӗк районӗ 95 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. 



ГТРК Чувашия
21 апреля 2022
14:27
Поделиться