Пулăшу кӳреççĕ
Кăçал халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта 2 пин ытла çынна пулăшу кӳнĕ. Услам ĕçне пуçарасси, вăхăтлăх ĕçе вырнаçасси, профессиллĕ пĕлӳ илесси, психолог пулăшăвĕ – тĕрлĕ енлĕ çăмăллăх илме пулать кунта. Кăçалтан вара халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшăвĕпе ĕçсĕррисем çеç мар, ыттисем те усă курма пултараççĕ. Камсем-ха? Çак ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче хускатрĕç. Халăха ĕçпе тивĕçтеремелли правилăсене улшăнусем кĕртнĕ. Ку тытăмра вăй хуракансем малашне ĕçсĕррисен шутĕнче регистрациленисене кăна мар, ытти категорие те пулăшассине палăртаççĕ. Ĕçсĕр юлма пултарас çынсене те, ертӳçĕ тулли мар режима куçарнисене те, çука юлма пултаракан пĕрлешӳре вăй хуракансене те, шалусăр отпуска ăсатнисене те – нумайăшне йышăнаççĕ малашне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта. Çак çынсем ĕçсĕррисем пекех пур пулăшупа усă курма пултараççĕ. Усламçă пулса тăрăшакансем тата хушма хуçалăх тытса пыракансем тĕлĕшпе те çĕнĕлех пур. Вĕсем утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланĕç. Усламçă пулса ĕçлеме пуçлас кăмăллисен социаллă контрактпа илме пултаракан укçа виçи 250 000-рен 350 000 тенкĕ таран пысăкланать. Хушма хуçалăх тытса вăй хуракансем 200 000 тенкĕ илейĕç. Аса илтеретпĕр, малтан вĕсене паракан тӳлев 100 000 тенкĕпе танлашнă. Усламçă лавне çак кунсенчех туртма пуçлас текенсен хисепĕ халех 100-е çитнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйсен ĕçне пуçарас шухăшлă çынсене пулашмаллине, пуçаруллă çынсем тĕлĕшпе тимлĕ пулмаллине каларĕ. Иван Иванов, Алина Сусметова, Павел Иритков