Тӳлев укçи ӳснĕ (на чувашском языке)
«Атăл» батальонне хăйсен ирĕкĕпе çырăнакан салтаксене икçĕр пин тенкĕ вырăннĕ малашне виççĕр пин тенкĕ тӳлеме пуçлĕç. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Оренбург облаçĕнчен таврăнсан пĕлтерчĕ. Аса илтеретпĕр, салтаксен ачисене шкулта кунне икĕ хут тӳлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтерĕç тата Республика ертӳçин стипендине парса хавхалантарĕç. Тӳлев йĕркине ăнлантарса пама эпир республикăн ĕçпе социаллă хÿтлĕх министрне Алена Елизарована ыйтрăмăр.
АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Тӳлев икĕ тапхăртан пурнăçланать. 50 000 тенкĕне контракт çирĕплетнĕ хыççăн 30 кун иртсен куçать. 90 кун иртсен укçа тенкин ытти пайне тӳлетпĕр. Паянхи куна тӳлевĕн пĕрремĕш пайне 73 контракт çирĕплетекен тивĕçнĕ. Ятарлă çыхăну батальонĕнче çăр тивĕçĕсене пурнăçлама 198 çын контракт çирĕплетнĕ».