Шкула пĕрле пуçтарăннă (на чувашском языке)
Донецк тата Луганск Халăх Республикисенчен Чăваш Ене куçса килнĕ шкул ачасене пĕтĕм республика пулăшать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Пĕрле» фонд тата депутатсем пысăк тӳпе хывнă. Ульяна Куркчи Мариуполь хулинчен Шупашкара кăçалхи ака уйăхĕнче куçса килнĕ. Унччен маларах вăл балет класне çӳренĕ, ӳнер тĕнчипе кăсăкланнă, халĕ тăрăшсах Раççей историне шĕкĕлчет. Тĕнчери политика тытăмĕпе кăсăкланать – малашне вăл дипломат пуласшăн. Кăçал вăл Шупашкарти 4-мĕш лицейри 10-мĕш класа каять. Тумтире якатса тирпейлĕн çакса хунă. Шкул кутамкки те хатĕр. «Пĕрле» фонд тата ырă кăмăллăх пĕрлешĕвĕсем шкул хатĕрĕсем парнелени вĕсен çемйине пысăк пулăшу кӳнĕ. Кашни пус шутра. Оксанăпа Вадим Куркчи 4 çулти хĕрне Евăна ача садне яма хатĕрленеççĕ. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Шкула пуçтарăнма пулăшрăмăр. Украинăран килнĕ ачасене, чăнах та, питĕ йывăр. Шупашкарти 8 ачана шкула кайма рюкзаксем, шкул хатĕрĕсем тата нумай канцтаварсем илсе килтĕмĕр». Оксана Куркчи ачисене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлеме пулăшнăшăн савăнать. Çапах та пĕр ыйту канăç памасть – ноутбук туянма ниепле те укçа-тенкĕ çитереймеççĕ. Мăшăрĕ – Вадим унччен маларах Муриупольти металлурги комбинатĕнче тăрăшнăскер, Чăваш Ене тăнăçлăх шыраса куçсанах «Промлит» предприятире ĕçлеме пуçланă. Оксана та кĕçех ĕçе вырнаçасшăн. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Донецк тата Луганск Халăх Республикинчен Чăваш Ене вăхăтлăх килсе çитекенсен йышĕнче шкул ачисем чылай. Паянхи куна вăхăтлăх пурăнма вырнаçтарнă пунктсенче 190 ача пурăнать. Вĕсен шутĕнче 1-мĕш хут шкула каякансен шутĕнче 14 ача. Пурне те шкула каймалли кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Кирлĕ тум-тир, атă-пушмак тата шкулта кирлĕ рюкзаксем. Çавăн пекех тетрадь, кăранташ таврашĕ. Укçа-тенкĕ енчен çак ĕçе пурнăçлама «Пĕрле» фонд пулăшрĕ. Пĕтĕмĕшле çак пулăшу каларăшĕ 1 миллион та 350 000 тенкĕпе танлашать». Хăнара лайăх та, килте тата аванрах тенешкел. Куркчисен çемйи Донбассра тăнăç пурнăç пуçлансан тăван тăрăхне таврăнма ĕмĕтленет. Хальлĕхе ачисем шкул сукмакне Чăваш Енре такăрлатаççĕ.