Туслăх чупăвĕ
Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен спорт фестивалĕ те сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан нумай çынна пухрĕ. 84-мĕш хут иртекен эстафетăра 14 комплект выляттарчĕç. «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн пĕрремĕш хут 1932-мĕш çулта чупнă. Ун чухне старта 38 спортсмен тăнă. 2004-мĕш çултан пуçласа ăна СССР летчик-космонавтне, икĕ хут Совет Союзĕн Геройне Андриян Николаева халалласа йĕркелеççĕ.
Урамра ăмăр çанталăк пулсан та «Олимпийский» стадион чупăва хутшăнакансене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Ватти-вĕтти, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем – эстафетăна пурте хутшăнма пултараççĕ. Пуçлăхсем те ĕç тумĕ вырăнне спорт форми тăхăнчĕç çак кун.
Кăçалхи эстафета çĕнĕлĕхсемсĕр мар. Вăл Донбассран куçса килнисемшĕн те асра юлĕ. Мариупольти Елена Александрова, Галина Викентьева, Наталья тата Владимир Кочан чупу пуçланас умĕн Раççей гражданинĕ пулса тачĕç, паспорт илчĕç.
– Донбассран килнĕ çынсене паспортсем те патăмăр. Капелла та хăйсен юррисемпе кĕтсе илчĕ. Тата пирĕн Чăваш Республикинчи обществăлла организацисем, хĕрарăмсен обществăлла организацийĕ, арçынсен организацийĕ пĕрле интереслĕ флешмоб ирттерсе Донбассран килнĕ çынсене эстафетăна ăсатрĕç. Çакăн пек çĕнĕлĕхсем кĕртни пирĕн соревнованисене пуянлатать тата нумай çынна спортпа туслă пулма хавхалантарса тăрать тесе шухашлатăп эпĕ. Тепĕр кĕтменлăх те пулчĕ. Раçсей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекен Лев Вопиловăн ĕмĕтне пурнăçларĕ, велосипед парнелерĕ. Çак ырă ĕçе йăлана кĕртсе ярасшăн. Эстафетăра кашни çул пĕрер çынна велосипед парнелеме йышăнчĕç пуçлăхсем. Чупăва патшалăх органĕсенче ĕçлекенсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, муниципалитет ертӳçисем пуçларĕç.
ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Çак уяв питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, ăна пĕтĕм министерствăсем, районсем хутшăнаççĕ. Чăнах та, «Советская Чувашия» эстафети пире пурне те пĕрлештерет».
АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Канмалли куна пăхмасăр эпир тулли кăмăлпа пĕтĕм коллективсемпе савăнăçлăн çак мероприятие хутшăнтăмăр».
Кун хыççăн тĕрлĕ профессире тăрăшакансем старта тăчĕç – пурте 100 метра пысăк кăтартупа чупса тухасшăн пулчĕç. «Массăллă информаци хатĕрĕсен ушкăнĕ» старта тухнине нумайăшĕ уйрăмах тимлĕн санарĕ. Микрофон тытакансемпе калем ăстисем чупаяççĕ-и-ха? Наци телерадиокомпанийĕ эстафетăна çулсерен команда тăратать. Эллада Данилова йывăрлăха хăй çине илсе старта пĕрремĕш тăчĕ. Эстафета патаккине унран илсен Александр Вожаков хыçран хăвалакана тата та аякра хăварчĕ. Юлия Адюкова чупăвне ĕçтешсем ракета хăвăртлăхĕпе хакларĕç. Сергей Галаган вара финиша чи малтан çитрĕ. Кубок каллех Наци телерадиокомпанийĕнче юлчĕ.
ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Чупнă хыççăн эпир хамăра лайăхах туятпăр, мĕншĕн тесен эпир пĕр-пĕрне кашни тапхăрта хавхалантарса пытăмăр. Куртăм та Эллада малта пырать, эпĕ ăна кăшкăратăп хăвăртрах, хăвăртрах тесе. Вăл та пĕрремĕш илсе килчĕ пире. Пирĕн ушкăн питĕ туслă, ĕçре те эпир хастар, спортра та хастар».
ЭЛЛАДА ДАНИЛОВА: «Старта тухиччен разминка тума тухрăмăр. Пурте пĕрле. Командăпа пĕрле. Ăшăнса çитсе стартра 1-мĕш çĕнсе илме пултартăмăр».
Такăнса ӳкни, эстафета патаккине тыттарса ĕлкĕреймесĕр ӳкерни – темĕн те пулчĕ ăмăрту вăхăтĕнче. Кăçал чупăва 111 команда хутшăнчĕ. 700-е яхăн çын старта тăчĕ. Алина Сусметова, Дмитрий Ковалев, Юрий Марков